Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçлаççĕ

21 ноября 2009 г.

Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн территорийĕнчи професси уявĕсенчен пĕрне – Налук ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ. Чи малтанах вара хальхи налук службин ĕçне-хĕлне аса илтерекен орган пирки пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнчех асăнни пур. Унăн указĕпе килĕшÿллĕн 12 коллеги йĕркеленĕ. Вĕсем финанс ĕçне-хĕлне татса парассипе ĕçленĕ. Кăшт каярах, 1780 çулта, пĕтĕм Раççей императрици иккĕмĕш Кĕтерне патшалăх тупăшĕсем пирки экспедици йĕркеленĕ. Раççей империйĕ çĕр çинчен çухалнă хыççăн та, влаç тытăмĕпе политика ăнланулăхĕ тĕпрен улшăнса тăнă пулин те, Финанс министерстви сыхланса юлнă.

1990 çулта Финанс министерстви шутне патшалăх налук инспекцийĕсене те кĕртнĕ. Тепĕр çулталăкран Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе ун чухнехи налук инспекцийĕсенчен Раççей Федерацийĕн хăй тĕллĕн ĕçлекен патшалăх налук службине туса хунă. Тепĕр икĕ çултан вара ăна офциаллă Раççей Федерацийĕн Налуксемпе тÿлевсен министерстви тесе ят панă.

Паллă ĕнтĕ, министерство тĕрлĕ шайри бюджетсемпе бюджетлă мар фондсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттерет. Çак сăмахсене федераллă налук службин Чăваш Республики тăрăх районсем хушшинчи 6-мĕш номерлĕ инспекцийĕ тĕлĕшпе те каламалла. Иртнĕ 10 уйăх итогĕсем те çавна çирĕплетсе параççĕ. Çак тапхăрта тĕрлĕ шайри бюджетсемпе бюджетлă мар фондсене 590987 пин тенкĕ укçа куçарса панă. Районсен бюджечĕсене тупăшпа тивĕçтерессипе плана 104 процент тултарнă, пĕтĕмпе 172089 пин тенкĕ уйăрнă. Муркаш районĕпе илсен те район бюджетне налук тÿлевĕсем куçарассипе 10 уйăх планне 104 процент тултарнă, 67424 пин тенкĕ куçарнă.

Пĕрре пăхсан çÿлте асăнни пушă цифрăсем пек кăна. Анчах та çак цифрăсен хыçĕнче налук органĕнче ĕçлекен кашни çыннăн тăрăшулăхĕ, ăсталăхĕ, ĕçченлĕхĕ. Налуксем вĕсем – эпир цивилизаци çĕршывĕнче пурăнассишĕн, хамăр пурнăçа лайăхрах тăвассишĕн тÿлекен укçа-тенкĕ. Налуксăр нимĕнле çĕршыв экономики те тытăнса тăма пултараймасть. Çавна май çак пархатарлă ĕçпе çыхăннисене, районти налук ĕçченĕсене хăйсен професси уявĕпе – Раççей налук службин ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе хĕрÿллĕн саламланă май ырлăх-сывлăх, ăнăçу, професси оптимизмĕ суннă пулăттăмăр.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика