21 ноября 2009 г.
Юн кун, ноябрĕн 18-мĕшĕнче, районта информаци кунĕ иртрĕ. Муркаша «Росгосстрах – Поволжье» – «Чăваш Республикин тĕп управленийĕ» пĕрлешÿ филиалĕн директорĕ Алексей Геннадьевич Пирожков тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Медтехника» уçă акционерлă общество директорĕ Виктор Степанович Стародубцев килсе çитрĕç. Вĕсем малтанах район пуçлăхĕпе тĕл пулса информаци кунĕн тĕллевĕсем пирки калаçрĕç.
Информаци кунĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д. Медведев РФ Федераллă Пухăвне тухнă çырура палăртнă задачăсене Чăваш Республикинче пурнăçласси тавра пулчĕ. Кунсăр пуçне тĕл пулусенче республикăри хуласемпе районсен экономикăпа социаллă аталанăвĕ тата социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парасси пирки те сăмах хускатрĕç.
Виçĕ ĕç ушкăнĕ районти тĕрлĕ вырăнсене тухрĕ. Пĕрремĕш ушкăнра «Росгосстрах – Поволжье» – «Чăваш Республикин тĕп управленийĕ» пĕрлешÿ филиалĕн директорĕ А.Г. Пирожков тата район администрацийĕн пурлăх тата çĕр ресурсĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.В. Петров пулчĕç. Вĕсем Муркашри БТИ-нче тата «Росгосстрах – Поволжье» – «Чăваш Республикин тĕп управленийĕ» пĕрлешÿ филиалĕн районти уйрăмĕнче ĕç коллективĕсемпе тĕл пулса çÿлерех асăннă ыйтусем тавра калаçрĕç. Çĕр пайĕсемпе, куçман пурлăха регистрацилессипе тата çак ĕçе мĕншĕн пурнăçламаллипе интересленчĕç коллективсенче. Пур ыйту çине те татăклă хуравсем пулчĕç.
Иккĕмĕш ушкăнра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Медтехника» уçă акционерлă общество директорĕ В.С. Стародубцевсăр пуçне район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕ В.Г. Лаврентьев, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Г.Г. Симаков пулчĕç. Вĕсем малтанах «Сывлăх» ФСК ĕçĕпе паллашрĕç. Виктор Степанович çак комплекс паян çынсемшĕн, уйрăмах çамрăксемшĕн, питĕ кирлине палăртрĕ. Искусство шкулĕ те кунтах вырнаçни депутата килĕшрĕ. Çак çурта вăхăта усăллă ирттерме килекенсем пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсене курма пултарни те аваннине палăртрĕ вăл. Çуртпа эффективлă усă курассипе çеç тимлемелле.
Хыççăн çак ушкăн Москакассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ. Медицина ĕçченĕсене пăшăрхантаракан ыйтусем сахал мар. Тĕп ыйтăвĕ вара чирлисем патне тухса çÿремелли машина питĕ кивĕ пулни. «Çак машинăна улăштарсан аван пулмалла. Мĕншĕн тесен пĕррехинче унпа çула тухсан пире патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн сотрудникĕсем чарчĕç. Ку машинăпа трасса çине тухмалла маррине асăрхаттарчĕç», – теççĕ вĕсем. Тепĕр ыйту та пур-ха Москакассинчи медицина ĕçченĕсен. Кунта шăл тухтăрĕ çамрăк та ăста специалист. Алли çыпăçать унăн, теççĕ Валентина Смелова пирки. Врач патне таврари çынсем кăна мар, Шупашкартан та, кÿршĕллĕ пурăнакан çармăссем те килеççĕ иккен. Оборудовани çине пăхсан вара лайăххине шанмалла кăна. «Ку ыйтусемпе малтанах район шайĕнче ĕçлемелле. Татса памалла мар ыйтусем мар вĕсем. Медицина техникине ĕçлеттерессипе, ăна пăхса тăрассипе вара «Медтехника» яланах пулăшма хатĕр», – терĕ В.С. Стародубцев. Район пуçлăхĕ те медицина ĕçченĕсене çак ыйтусене кая юлмасăр Муркашри тĕп больницăн тĕп врачĕпе сÿтсе явма сĕнчĕ. Пулăшу пуласса шантарчĕ.
Маршрутăн тепĕр чарăнăвĕ çĕнĕ полигон патĕнче пулчĕ. Ивановка ялĕ çывăхĕнчи йăла каяшĕсен полигонĕнчи ĕçсем епле пынипе район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов паллаштарчĕ. Республика шайĕнчи социаллă пĕлтерĕшлĕ объектра ĕçсене вăхăтра пурнăçлассипе тимлени тÿрех курăнчĕ. Котлован тĕпне гидроизоляци материалĕпе хупланă, çур метр таран тăмлă çĕрпе витнĕ, дренаж сарнăччĕ те ĕнтĕ. Техника та çителĕклĕ. Муркашсем малашлăха пăхса ĕçленине ырларĕ çеç Виктор Степанович.
Каярах «Сеспель» предприяти цехĕсенче пулнă май та кунта ĕçе аван йĕркеленине палăртрĕ вăл. Паллах, кризис витĕмне курма тÿр килчĕ предприятин. Анчах та сентябрь уйăхĕнчен тытăнса заказсем кăшт хушăнни те савăнтарать. Пĕр вырăнтах ĕçе пуçламăшĕнчен вĕçне çити туни производствăра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕçсене шăпах çакна ăнланса, пурнăçа пĕр утăм маларах курса йĕркелени, кунта çирĕп дисциплина пулни те шанчăка пĕтме памасть.
Пĕрлехи информаци кунне хутшăнакансен виççĕмĕш ушкăнĕ Хорнуй ял тăрăхĕнче пулчĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕнче ял çыннисемпе тĕл пулчĕ. Муркаш район нотариусĕ П.И. Шлаев хăйĕн сăмахĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.А. Медведев РФ Федераллă Пухăвне янă Çыру, унта палăртнă задачăсем çинче чарăнчĕ. Çавăн пекех Павел Иванович Чăваш Республикин экономикипе социаллă пурнăçне аталантарма тата социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама палăртнă хушма мерăсемпе те паллаштарчĕ. Вăл çакна палăртрĕ. Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетсĕр 23-мĕш сессийĕнче кăçалхи бюджета улшăну кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн республикăн кăçалхи бюджечĕн тупăш пайĕ 1 млд. та 60 млн. тенкĕ чухлĕ ÿсет. Вĕсенчен 424,5 млн. тенкине бюджет дефицитне чакарнă çĕре яма палăртнă, 635,6 млн. тенкине – паянхи приоритетлă задачăсене пурнăçлама. Урăхла каласан, халăхăн социаллă гарантийĕсене тивĕçтерме, социаллă сферăпа обществăлла инфраструктурăна йĕркеллĕ ĕçлеттерме, ытти ыйтусене татса пама. Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн бюджетĕнчен килекен укçа-тенкĕ сумми те палăрмаллах пысăкланать.
Район администрацийĕн йĕркелÿпе кадр, право ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай ертÿçи Л.Ю. Тарасова пуçтарăннисене район ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Районта халĕ çитес çулхи район бюджетне йĕркелес ĕç пынине, ноябрĕн 20-мĕшĕнче ăна халăхпа итлеме палăртнине асăнчĕ. Лилия Юрьевна çавăн пекех паян ĕçсĕр юлнисене хăйсене ĕçпе тивĕçтерес ĕçре патшалăх пулăшни, районта çÿп-çап тăкмалли çĕнĕ полигон туни, 131-мĕш федераллă саккун çинче чарăнса тăчĕ. Çитес çул Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитет. Хатĕрленÿ ĕçĕсем районта епле пыни çинчен те пулчĕ сăмах.
Тĕл пулура сăмах хаçат-журналсене çитес çулхи 1-мĕш çур çулта илсе тăма çырăнасси çинчен те пулчĕ. Пуçтарăннисем район хаçатне те сĕнÿсем пачĕç.
– Çамрăксене алкоголизмран, наркоманирен, ытти сиенлĕ йăларан пăрма пулăшакан материалсем ытларах пулсан аванччĕ, – терĕç вĕсем.
– Хĕрсене кирлĕ сĕнÿсем, хĕрарăмсемшĕн усăллă канашсем час-часрах курас килет унта, – хушса каларĕç теприсем.
Пуçтарăннисем Муркаш çĕнĕрен калаçма пуçланăшăн кăмăллă пулнине палăртрĕç, çакăншăн район администрацине тав турĕç.
– Передачăсене кĕтсе кăна тăратпăр. Чуна хускатакан, кулленхи пурнăçра кирлĕ темăсем хускатаççĕ унта, – терĕ ял тăрăхĕн тĕп специалист-эксперчĕ М.М. Исакова.
Пĕрлехи информаци кунне Хорнуйсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Вĕсене алкоголизм, тавралăха тирпей-илем кĕртес, вырăнти çулсене тăвас, тытса тăрас ĕçсем кăсăклантараççĕ.
Садовая урамри çул йĕркеллех марри те пăшăрхантарать вĕсене.
Ял администрацийĕ вырăнти ял хуçалăх предприятийĕпе пĕрле татса памалли ыйтусем те çук мар кунта. Тĕл пулура хуçалăх ертÿçи О.П. Яндимиркин ку ыйтусене татса пама май пулнине палăртрĕ.
Палăртмалла, çитес çулхи район бюджечĕ кăçалхинчен пĕчĕкрех. Ял тăрăхĕсен те вăл çаплах.
Çавăнпа та ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.А. Любимова палăртнă ĕçсене пурнăçласах тесен вырăнта хăйсен те пуçаруллă, тăрăшуллă пулмаллине палăртрĕ. Палăртнă ĕçсем кунта вара вĕсен çителĕклех. Çав шутран Тойкилтĕри Культура çуртне юсасси те, тата ытти те.
Пуçтарăннисем вырăнти пурнăç тулăхрах та туллирех пултăр тесе çунса тăни яр уççăн курăнать. Апла пулсан вырăнти ыйтусене кунта хăйсене кирлĕ пек тĕрĕс татса парас шанчăк пысăк.
Н. НИКОЛАЕВА, Л. ПАВЛОВА.