Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нивушлĕ никамăн та чунĕ ыратмасть е мĕн патне çитĕпĕр капла пурăнсан

21 ноября 2009 г.

Тем каласан та çăмăл мар пурнăçра пурăнатпăр. Йывăрлăхсене вара пĕрле пулсан çеç çĕнме пулнине те кашниех ăнланатпăр, анчах мана ял çыннисем, ответлă специалистсем нумай çитменлĕхсем çине куç хупса иртни шухăшлаттарать.

Паянхи пурнăç пирки эпĕ район хаçачĕ çине темиçе хут та тĕрленчĕксем çыртăм. Вулакансен шухăшĕсене пĕлес тесе вĕсенчен çакăн пирки ыйту та парса пăхрăм. Анчах... 10-15 çул маларах вăл е ку ыйтăва сÿтсе явма активлă хутшăнаççĕччĕ пулсан, ку хутĕнче апла пулмарĕ. Никам та нимĕнле хурав та памарĕ. Çынсем çитменлĕхсемпе лăпланнă пулас. Шутлатăн та чунра лăпкă мар пулса килет. Нивушлĕ паянхи пурнăç кăлтăкĕсем никама та хумхантармаççĕ; Мĕнле-ха эпир çав териех суккăрлантăмăр; Çав вăхăтрах ял урамĕсенче пăхатăн та тĕлĕнетĕн: чип-чипер çамрăк арçынсем пĕрин хыççăн тепри эрех авăрне путаççĕ. Паллах, вĕсене нимĕн те кирлĕ мар. Питĕ шел, анчах ĕçмен хĕрарăмсен шучĕ те кунсерен чаксах пырать. Çитменнине çамрăк хĕрсем те эрех ĕçме, пирус туртма тытăнни палăрать. Мĕн патне пырса тухатпăр-ха капла пурăнсан; Мĕнре-ха çакăн сăлтавĕ; Паллах, ял çыннисем, уйрăмах çамрăксем, пурнăçăн киревсĕр енĕсене сулăннин пĕр сăлтавĕ, ман шутпа, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене (унчченхи колхозсемпе совхозсене) пĕтерсе ял хуçалăхне аркатни. Çавăнпа пĕрлех ялсенче пурăнакансен тăван çĕр çинче Тăван çĕршывшăн вăй хурса ĕçлес кăмăлне пĕтерсе пынинче. Хресченсем хушшинче, ман шутпа, кахал этем çук. Патшалăх ертÿçисен кăна ял хуçалăхĕ енне «çурăмпа» тăмалла мар. Анчах, шел пулин те, çитес 2010 çул валли «çÿлте ларакансем» ял хуçалăхĕ валли укçа-тенкĕ кăçалхинчен те сахалрах уйăрса панă. Кунпа пĕрлех малалла çут çанталăк газĕ, электроэнерги хакланаççĕ. Ял ĕçченĕ ыйхă вĕçтерсе туса илнĕ продукцие «хаклатма вара чарса тăраççĕ». Çакăн пек çул-йĕр мĕн патне илсе пырасси паллă.

Нумай пулмасть манăн унчченрех пулнă «Сундырский» совхозăн, халĕ «Рассвет» агрофирмăн йĕтемĕ çинче пулма тÿр килчĕ. Пăхатăп та, арçынсен пĕр ушкăнĕ кунта темĕскер кĕмсĕртеттерет. Çывăхарах пытăм та тĕлĕнсе кайрăм. Чип-чипер ларакан тырă сортламалли механизациленĕ установкăна сваркăпа касаççĕ. Кунти хуçасене тĕнчери экономика кризисĕн тапхăрĕнче укçа-тенкĕ тума тимĕр-тăмăр кирлĕ пулнă иккен. Нивушлĕ эпир çав териех ăсран тухрăмăр е малашне тырă акса тумăпăр-и, е ăна ĕлĕкхилле алă вăйĕпе тирпейлеме пуçлăпăр; Мĕншĕн-ха йĕркеллĕ ларакан агрегата аркатмалла; Халĕ кирлĕ мар пулсан та, çитес вырма тапхăрĕнче е хыççăнхи çулсенче унсăр малалла каяймăн! Çумăр айĕнче тутăхса ларман техника çăкăр ыйтмасть вĕт; Ăна пирĕн пек çынсемех хăй вăхăтĕнче ял хуçалăхĕнче кирлишĕн тунă! Кун пек пурăнни вăл ыранхи пирки шутлани пулмасть. Кăçалхи çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче асăннă хуçалăхра пĕр пуç выльăх та юлмарĕ. Хуçалăх пĕтмеллипех пĕтрĕ тесен те тĕрĕс пулать.

Паллах, ял хуçалăхĕ арканса пĕтсе пынине пурте кураççĕ, анчах вăл никама та хумхантармасть пулас тесе шутлатăп. Колхозсем мĕнле йĕркеленнине аслăрах ăрурисем пурте лайăх пĕлеççĕ. Хуçалăхсене пĕрлештерсе колхозник пулма ял çыннисем хăйсен лашисене, ĕнисене, ĕçлемелли хатĕрĕсене колхоза панă. Кайран нумай çул хушши тÿлевсĕр тенĕ пек ыранхи куншăн колхозсенче вăй хунă, ял хуçалăх аталанăвне пысăк шая çĕкленĕ. Хаяр вăрçă çулĕсенче е ун хыççăнхи тапхăрта хĕрарăмсем пĕчĕк ачисене килте пĕр-пĕччен хăварса фронта кайнă е унта пуç хунă арçынсем вырăнĕнче Çĕнтерÿшĕн, хамăрăн Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн вăй хунă, йывăр ĕçре тертленнĕ. Ĕç укçишĕн ĕçлемен вĕсем, мĕншĕн тесен вăл вăхăтра ăна тÿлеймен те. Нивушлĕ вĕсен ĕçĕ çулсем иртсен хуçалăх аталанăвĕшĕн нимĕн чухлĕ те тар юхтарман çаратакансемшĕн пулнă; Мĕнле-ха вăл халăх пурлăхĕ ним сисĕнмесĕрех пĕчĕк ушкăн кĕсйине кĕме пултарать; Юратчĕ-ха «çаратнă» хыççăн хуçалăхĕ тыр-пул, аш-какай, сĕт туса савăнтарать пулсан. Анчах вăл та, ку та çук вĕт-ха! Ăçта пирĕн ăслă-пуçлă ертÿçĕсем;!

Хаçатсенче çырнă тăрăх пирĕн тыр-пул, аш-какай тата ытти йышши ял хуçалăх продукчĕсем туса илесси ÿсет кăна. Район йĕркеллĕ ĕçлесе пынă вăхăтрипе танлаштарсан, çак цифрăсем мĕнлерех; Ÿсĕмсен ретне килти хушма хуçалăхсенче туса илнĕ продукци шутне те кĕртнĕ. Анчах кам виçсе пăхнă ăна; Е тата мĕнле майпа виçме пултарнă; Тĕслĕхрен, манран нихăçан та мĕн чухлĕ хамăр килти хуçалăхра çĕр улми, купăста, ытти йышши пахча çимĕç, аш-какайпа сĕт туса илнине ыйтман.

Эпĕ районăн тĕп агрономĕнче ĕçленĕ чух хуçалăхсенчен тăратакан отчетсене районти статистика управленийĕн ĕçченĕсем еплерех тишкеретчĕç! Кашни гектар çĕр çирĕп тĕрĕслевреччĕ. Халĕ вара агротехникăна сĕмсĕррĕн пăсса, уйран уя сиксе çÿресе ĕçлекен фермерсем миçе гектар акса миçе тонна тыр-пул пухса кĕртнине кам виçнĕ, тĕрĕсленĕ; Е тата районта миçе гектар çĕр çум курăк айĕнче выртнине кам пĕлет;

Шухăшлатăн та чун ыратать. Мĕнле-ха чип-чипер ĕçлесе пынă хуçалăхсем темиçе çул хушшинче «çук» пулма пултарчĕç. Тĕслĕхĕсене нумай илсе кăтартма пулать. Акă Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоз районта яланах малти ретреччĕ. Лайăх кăтартусемпе савăнтарса пыратчĕ. Ăна ăслă та талантлă ертÿçĕ Алексей Петрович Петров ертсе пыратчĕ. Кунти ĕçсемпе паллашма аякран нумаййăн килетчĕç. «Хлебороб» колхоз та Владимир Андреевич Храмов ертсе пынипе районти чи япăх пахалăхлă çĕрсем çинче тухăçлă тыр-пул туса илетчĕ. Е тата Жданов ячĕпе хисепленекен (кайран – «Нива») колхозра Пĕтĕм Раççейри семинарсем ирттернине епле манăн-ха; Ку хуçалăха хăй вăхăтĕнче Юлий Павлович Ильин, Василий Александрович Белов, Георгий Георгиевич Симаков ăнăçлă ертсе пычĕç. Ăçта-ха паян ку колхозсем;

Маларах каланă пек хуçалăхсен ячĕсене татах илсе кăтартма пулать: «Гигант» совхоз, «Новая Юнга», Киров ячĕпе хисепленекен, К. Иванов ячĕпе хисепленекен колхозсем... Ыран-паян «çук» пулма черетре тăракансем те пур. Хăй вăхăтĕнче чăннипех те чунĕсене парса ĕçленĕ хуçалăх ертÿçисемпе специалистсем, рядовой ĕçченсем умĕнче вĕсене хисеплесе эпĕ пуç таятăп. Вĕсем чăннипех халăхшăн, районшăн, Тăван çĕршывшăн тăрăшнă. Çав паттăрсене хăйсен кĕсйи кăна интереслентермен. Вăл çулсенче хуçалăх ертÿçисем мĕн кăна туман пулĕ: шкулсем, клубсем, больницăсемпе ача сачĕсем, çулсем, трактор-машина паркĕсемпе механизациленĕ йĕтемсем, фермăсемпе хранилищĕсем, çĕр улми сортламалли пунктсем... Ыранхи кун пирки шутлаканăн пурне тума та укçи-тенки çитсе пынă...

Халĕ вара унччен тунă-туяннă пурлăха тимĕр-тăмăр туса сутса ларатпăр. Çак тĕллевпе мĕн чухлĕ объектсене ĕçлейми туса аркатса пĕтертĕмĕр. Ял хуçалăх е промышленность предприятийĕсем хупăнса ларсанах чип-чипер ларакан çуртсене, тĕрлĕрен оборудование «саккунпа килĕшÿллĕн» вăрлама-салатма тăрăшакансен шучĕ ÿсет. Кама çарататпăр-ха эпир; Паллах, хамăра! Çакăн пек пурăнсан-аталансан пирĕн ачасемпе мăнуксем валли мĕн юлĕ-ха; Нивушлĕ пурте тĕнче пĕтет тесе шутлаççĕ;

Ĕлĕкрех пулсан пире яланах: «Коммунизм тăватпăр», – тетчĕç. Çав ăнтăлупа пурăнаттăмăр, ĕçлеттĕмĕр. Паян вара эпир мĕн тăватпăр; Çак ыйту çине паян районта кам та пулин ответлейрет-ши; Е тата çакăн пек арканушăн яваплă çын пур-ши районта;

Республикăра тухса тăракан «Капкăн» журналта тахçанах пĕррехинче ĕнесене симĕс куçлăхсем тăхăнтартсан, вĕсем улăма та симĕс утă вырăннех çиме пултараççĕ тесе шÿтленĕччĕ. Эпир те паян çавăн пек тĕлĕнтермĕш куçлăхсем тăхăнман-ши; Тен çавăнпа эпир паянхи арканăва çитĕнÿ вырăнне хуратпăр; Мĕн шутлать-ши кун пирки хаçат вулакан;

П. ВОРОБЬЕВ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика