Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлисене патшалăх пулăшать

25 ноября 2009 г.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕнчи 379-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа граждансен уйрăм категорийĕсене пурăнмалли хваттершĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн уйăхсерен укçан тÿлев парса тăраççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи августăн 19-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн вара маларах асăннă йышăнăва улшăнусем кĕртнĕ. Мĕнлерех улшăнусем вĕсем; Çакăн çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăм та ĕнтĕ эпĕ Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин пирĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕн тĕп специалист-экспертне С.Л. СКВОРЦОВАНА.

– Асăннă улшăнусем граждансен уйрăм категорийĕсен çемье членĕсене пурăнмалли пÿлĕмшĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн уйăхсерен укçан парассине пырса тивеççĕ. Çак улшăнусемпе килĕшÿллĕн пурăнмалли пÿлĕмшĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн уйăхсерен паракан тÿлеве çак çăмăллăха тивĕçекенсене тата вĕсен çемье членĕсене шутласа параççĕ.

Çакна палăртмалла, федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансен уйрăм категорийĕнчи çынсем çемье составĕ çинчен справка илсе килсе пама пултараççĕ. Çак справкăна тăратсан, пурăнмалли пÿлĕмшĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн уйăхсерен паракан тÿлеве çемье членĕсене шута илсе шутласа параççĕ. Енчен те ку таранччен çак çăмăллăха илсе тăракансем çемьере миçе çын иккенне кăтартакан справкăна тăратмаççĕ пулсан, уйăхсерен паракан çав тÿлеве çăмăллăха тивĕçекене кăна шутласа параççĕ. Ун пек чухне унăн сумми июлĕн 1-мĕшĕчченхи чухлех сыхланса юлать.

Кунта асилтерни вырăнлă пулать пулĕ. Июлĕн 1-мĕшĕччен пурăнмалли хваттершĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсем 605 тенкĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем 360 тенкĕ, инвалид ачасем 905 тенкĕ илсе тăнă.

– Светлана Леонидовна, çемье членĕсене шута илсе паракан уйăхсерен паракан тÿлеве мĕн вăхăтлăха палăртаççĕ;

– Пурăнмалли хваттершĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн уйăхсерен паракан тÿлеве çемье членĕсене шута илсе 6 уйăхлăха параççĕ. Енчен те çак федераллă пулăшупа усă куракан асăннă çăмăллăха палăртнăранпа 6 уйăх иртнĕ хыççăн çемье составне çирĕплетекен справкăна çĕнĕрен тăратмасть пулсан, малалла вăл çав çăмăллăха хăй кăна тивĕçет.

Енчен те каярахпа çак справкăна тăратрĕ пулсан, уйăхсерен укçан паракан тÿлеве, çемье членĕсене шута илсе, справка тăратичченхи 6 уйăха кĕртсе шутласа параççĕ.

– Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пурăнмалли хваттер-шĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн уйăхсерен паракан тÿлев миçе тенкĕпе танлашать;

– «Ветерансем çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн вăрçă инваличĕсем, инвалид пулса тăнă Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем тата вĕсен çемье членĕсем, çавăн пекех Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, инвалидноç пур «Блокадăри Ленинградра пурăнакана» паллăна илнисем, вилнĕ вăрçă участникĕсен çемье членĕсем 325-шер тенкĕ илсе тăма пуçларĕç.

Асăннă саккунпа килĕшÿллĕн Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен, инвалидноç пур «Блокадăри Ленинградра пурăнакана» паллăна илнисен çемье членĕсем, çавăн пекех çапăçусене хутшăннă ветерансемпе вĕсен çемье членĕсем 85-шер тенкĕ илсе тăраççĕ.

«Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн инвалид ачасемпе вĕсен çемье членĕсен тата инвалидсен уйăхсерен паракан çак тÿлев 325 тенкĕпе танлашрĕ.

РФ «Чернобыльти АЭС катастрофăна пула инкек тÿснĕ граждансене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн пурăнмалли хваттерпе коммуналлă пулăшусемшĕн çăмăллăх илме право пуррисен уйăхсерен паракан çак тÿлев 325 тенкĕпе, вĕсен çемье члнĕсен 85 тенкĕпе танлашать.

– Светлана Леонидовна, кунта çемье членĕсем пирки сăмах пырать те, камсем кĕреççĕ унта; Тĕслĕхрен, инвалид-ача пур çемьере пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем (çав шутран 18 çул тултарнисем те), çавăн пекех аслашшĕпе асламăшĕсем, çемьепе пĕрле пурăнаççĕ, пĕр хуçалăх тытаççĕ пулсан, çемье членĕсем шутланаççĕ-и;

Ветерансемпе чернобылецсене çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн социаллă пулăшу панă чух камсем çемье членĕ пулнине çурт-йĕр законодательствипе палăртаççĕ. Çурт-йĕр кодексĕн 31 тата 69 статйисемпе килĕшÿллĕн çемье членĕсем тесе харпăрлăх хуçипе пĕрле пурăнакан мăшăрне, ашшĕпе амăшне, ачисене шутлаççĕ.

Раççей Федерацийĕн çемье çинчен калакан кодексĕпе килĕшÿллĕн инвалид ача пур çемье составне инвалид ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе çул çитмен пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем кĕреççĕ.

– Калăпăр, инвалид ача пур çемьене вĕсен членĕсене шута илсе паракан уйăхсерен тивĕçекен тÿлев пурăнмалли пÿлĕмпе коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлемелли суммăран иртсе каять тейĕпĕр. Кун пек чухне мĕн тумалла;

– Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи декабрĕн 11-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансемпе вĕсен çемье членĕсене улшăнман суммăпа тÿлеççĕ: урăхла каласан, вăл пурăнмалли хваттер лаптăкĕнчен те, çав çуртра мĕнле условисем пурринчен те, пурăнмалли хваттерпе коммуналлă пулăшусемшĕн мĕн чухлĕ тÿленинчен те килмест.

– Пирĕн калаçу вĕçленсе пырать. Светлана Леонидовна, халĕ ноябрь уйăхĕ. Пурăнмалли хваттерпе коммуналлă пулăшусемшĕн июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса кĕртнĕ улшăнусене çак кунран пуçласа параççĕ-и; Е мĕнле те пулин хăйне евĕрлĕхсем пур;

– Вилнĕ Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсен мăшăрĕсемпе инвалидсене уйăхсерен паракан тÿлеве июль уйăхĕнчен пуçласа çĕнĕрен шутласа панă.

Çÿлерех асăннă çăмăллăхсене тивĕçекенсем справка тăратнă уйăхран уйăхсерен тивĕçекен тÿлеве çĕнĕ калăпăшпа илме пуçлаççĕ.

Юлашкинчен çакна палăртам. Хăвăра хумхантаракан ыйтусемпе эсир районти социаллă хÿтлĕх пайне çак телефонсемпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр: 62-2-69, 62-2-40. Муркаша килсен пирĕн пата кĕрсе тухма май тупсан та аван пулмаллав.

Л. ПАВЛОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика