28 ноября 2009 г.
Раççей Геройне Н.М. Бударин космонавта паян эпир ытларах Патшалăх Думин депутачĕ пулнă май пĕлетпĕр. Епле пуçланнă-ха пирĕн мухтавлă ентешĕн пурнăç çулĕ;
Ытлари кун республикăри журналистсемпе тĕл пулнă май Николай Михайлович хăй 1953 çулта Улатăр районĕнчи Кире поселокĕнче çуралнине палăртрĕ. Ачаранах космонавт пулма ĕмĕтленнĕ. Мускаври авиаци институтĕнче вĕреннĕ. Хыççăн «Энергия» НПОра инженерта ĕçленĕ, «Мир» орбита карапне, «Буран» карапа тума хутшăннă. Анчах космоса çĕкленес ĕмĕтне пăрахман.
1989 çулта ăна космонавтсен отрядне илнĕ. Пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне 1995 çулта, иккĕмĕш хут 1998 çулта, виççĕмĕш хут 2002 çулта вĕçнĕ. Космосра пĕтĕмпе 444 талăк пулнă. Уçă космоса 8 хут тухнă. 1995 çулта Н.М. Бударина Раççей Геройĕн ятне панă.
Космоса 3 хут çĕкленнине, уçлăха 8 хут тухнине паттăрлăхпа кăна танлаштарма пулать! Николай Михайлович космоса арçынсен ĕçĕ тесе шутлать. Мĕншĕн тесен вăл кăткăс та йывăр.
Унăн асĕнче карапран уçă космоса тухни яланлăхах юлнă: «Çĕр çинче тренировкăсене шывра йĕркелеççĕ - çутă, илемлĕ. Унта вара люка уçса ятăм та – сĕм тĕттĕм. Станци çеккунтра 8 километр хăвăртлăхпа вĕçет. Çав самантра пирĕн карап уçлăхра хăйăр пĕрчи евĕр пулнине туйса илтĕм, эсĕ вара тата пĕчĕкрех. Манăн люкран ура ярса пусмалла...» Вĕрсе хăпартнă скафандрăра умлă хыçлă 6 сехет ĕçлеме те çăмăл мар. Калăпăр, пÿрнесене хутлатма кăна 13 килограмм чухлĕ вăйпа пусăм тумалла иккен.
Космонавтикăна аталантарассипе малашне те ĕçлеме кирлине палăртрĕ ентеш. Кăçалтан вĕçевсен программи икĕ хут ÿснĕ. Карапсене цифра формачĕ çине куçараççĕ. Çамрăк ăру та космоса тухма хатĕрленет.
Çав хушăрах Н.М. Бударин космонавтсен паянхи отрядĕнче пирĕн ентешсем çуккине пăшăрханса палăртрĕ. Казахсемех иккĕн тан иккен. Ĕç-пуç каплах пырсан чăвашсен космоспа çыхăннă йăли пăрахăçа тухасси те инçе мар. Кун пирки вăл Н.В. Федоровпа та калаçнă. Хăй енчен Николай Михайлович пултарнă таран пулăшма хатĕр.
Тĕл пулура Н.М. Бударин хăюллă та сăпайлă, çав хушăрах тÿрĕ чунлă та çирĕп кăмăллă çын пулни курăнчĕ. Кун пек çынсем политикăра ытларах пулинччĕ!
Авторăн вара материала паллă ентеш чăваш ачисене космоса тухма чĕнсе каланине тепĕр хут аса илтернипе вĕçлемелли çеç юлать. Эсир, паянхи яшсем, Николаевпа Бударин йăхĕнчен, сире тĕнче уçлăхĕ кĕтет!
А. ИВАНОВ.