Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçланă ĕçе вĕçне çитересчĕ

11 ноября 2009 г.

Эй, тăвансем! Хисеплĕ ял-йыш, пĕлĕш-хурăнташсем, аякра пурăнакан ентешсем!

Ватă асаттесен йăли-пилĕсене малалла тăсар. Чуна тасатма, ăс-кăмăл туйăмне çÿлти шайра тытса тăма, пĕрле пухăнса Турă умĕнче кĕлĕ тума Таса вырăн – чиркÿ кирлех. «Чиркÿ мĕнле – халăхĕ çапла»,– тенĕ.

Сурăм тăрăхĕнчи Йÿçкасси ялĕнчи иртнĕ ĕмĕрсенче Çветуй Николай ячĕпе уçнă чиркĕве çĕнетсе хута яма юсав ĕçĕсем пуçланнă. Христос çÿле çĕкленнин хăвачĕпе куполпа хĕресе хăйсен вырăнне вырнаçтарнă. Чан çакмалли чиркÿ тăррине хатĕрлесе çитернĕ.

Чиркĕве туса пĕтерме проектпа 4 миллион çурă тенкĕ укçа кирлĕ. Авалтанпах асăнмалăх çурт-йĕре тата палăксене халăхпа пĕрле тунă. Çак пысăк ĕçе пурнăçлама пулăшакансен хисепĕ ÿссех пырать. Хăшĕсем укçан, теприсем строительство материалĕсемпе, тÿлевсĕр ĕçлесе пулăшакансем те пур. Вĕсен йышĕ 400 çынран та иртрĕ. Çапла вара Йÿçкассинче капмар çуртсем хушшинче «Сурăм çăлтăрĕ» мăнаçлăн ялкăшса таврана илем кÿме тытăнĕ.

Хисеплĕ юлташсем!

Пуçланă ĕçе вĕçне çитересчĕ тесе ыр кăмăллăх фондне хутшăнмасăр ан юлăр. Çуталса ларакан куполсен пайăркинче, чансен илемлĕ сассинче «кунта ман тÿпе те пур» тесе çынсем умĕнче, ăшра та хăюллăн каламалла пултăр.

Пулăшни сая каймасть, ырăпа таврăнать. Акă Юрий Петров пĕр «КамАЗ» хăма килсе пушатрĕ. «Тахçанах пулăшас тенĕччĕ, халь чуна та çăмăллăх килчĕ»,– тет вăл.

Хăвăрăн ирĕкпе, ырă кăмăлпа уйăракан укçа-тенкĕне «Россельхозбанк» урлă та, почтăпа е алăран Прихут кассине те хывма пулать. Пулăшакана Турă та пулăшать. Çапла пултăр! Турă сире пулăштăр!

Реквизитсем çапла:

Местная православная религиозная организация

Приход православной церкви Вознесения Христова села Юськасы Моргаушского района Чувашской Республики Чебоксарско-Чувашской Епархии Русской Православной Церкви

ИНН 2112390480,

КПП 211201001

РŸс 40703810811100000015

Чувашский РФ ОАО «Россельхозбанк»

г. Чебоксары, БИК 049706752

КŸс 30101810600000000752

Прихут Канашĕн председателĕ З.М. КУТУЗОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика