Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун вăл пуриншĕн те пĕрре

14 ноября 2009 г.

Паянхи кăларăмра хаçат вулавçисен ыйтăвĕсем çине район прокурорĕн аслă пулăшаканĕ Э. Сокрашкин тата прокурор пулăшуçисем Г. Еремеевапа Е. Кузьмина хуравлаççĕ.

Тирпейлĕх тата коррупци

Район прокуратурин ĕçченĕсем вырăнсенчи ял тăрăхĕсен йышăнăвĕсене коррупци тĕлĕшпе пăхса тăраççĕ-и;

Ф. ПАВЛОВ, К. ИВАНОВ.

Тавах, паянхи пурнăç аталанăвĕпе çыхăннă ыйту. Район прокуратури вырăнти самоуправлени органĕсен нормăпа право акчĕсем федераллă законодательствăна пăхăнса тăнине тата коррупци факторĕсен пуçламăш утăмĕсене тупса палăртассипе тăтăш ĕçлесе пырать.

Асăннă факторсем вырăнти самоуправлени органĕсем авăн уйăхĕнче йышăннă нормăпа право акчĕсене тĕрĕслесен те куç хĕрринче юлмарĕç.

Акă депутатсен Хорнуй ял тăрăхĕнчи Пухăвĕн сентябрĕн 11-мĕшĕнче йышăннă «О внесении изменений и дополнений в решение Собрания депутатов Хорнойского сельского поселения «Об утверждении Порядка о благоустройстве на территории Хорнойского сельского поселения Моргаушского района ЧР» йышăнăвне тĕрĕсленĕ чух 2.2.8 пункт паян ĕçлекен саккунсемпе килĕшсех тăманни, вăл унпа усă куракансем тĕлĕшпе федераллă саккунсене пăсса коррупциллĕ ĕçсем тума май пани палăрчĕ. «Хорнуй ял тăрăхне тирпей-илем кĕртмелли йĕркен» 2.2.8 пункчĕпе килĕшÿллĕн йăлари каяшсене вăхăтлăх упрамалли вырăнсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе палăртаççĕ. Çав вăхăтрах «Санитарные правила содержания территории населенных мест» СанПиНăн 2.2.3 тата 2.1.4 пункчĕсемпе йăлари каяшсене пухмалли контейнерсене пурăнмалли çурт-йĕртен, ача-пăча учрежденийĕсенчен, спорт лаптăкĕсенчен тата халăх канмалли вырăнсенчен 20 - 100 метрта вырнаçтармалла. Вăл лаптăксенче унпа усă куракан халăх шутне кура 5 контейнертан ытла пулмалла мар. Çак вырăнсене район архитекторĕпе тата санитарипе эпидемиологи службипе килĕштерсе йĕркелемелле.

Çапла вара йăлари каяшсене вăхăтлăх упрамалли вырăнсене уçнă чух саккунпа пăхнă килĕшÿ процедурисем çине алă сулни коррупциогенлă фактор пулса тăрать.

Йĕркене пăсакан кунашкал тĕслĕхсем депутатсен Турай тата Уйкас Янасал ял тăрăхĕсен Пухăвĕсен йышăнăвĕсенче те палăрчĕç. Тĕрĕслев хыççăн депутатсен асăннă ял тăрăхĕсенчи Пухăвĕсен йышăнăвĕсене тÿрлетÿсем кĕртме ыйтрăмăр.

Ĕç саккунĕсем пирки

Паян ĕçе вырнаçма йывăр пулин те, вырнаçнă чух ĕç паракан хăйне майлă «йĕркесем» туни те вăрттăнлăх мар. Мĕн пĕлмелле кун пек чух;

С. ВАСИЛЬЕВА.

Вулакан хускатакан ку ыйтăва та прокуратура кун йĕркинчен кăлармасть. Кунта паян хăйне евĕр «суя» рынок пуррине пурсăмăр та курса тăратпăр. Унпа кĕрешесси те – пирĕн сирĕнпе пĕрлехи ĕç.

«Суя» рынок паллисем: ĕç паракан ĕçлекене хут çинче ĕç килĕшĕвĕсем çырмасăрах ĕçе йышăнни, бухгалтер докуменчĕсемпе шута илмен ĕç укçи пани т. ыт. те.

Ĕçе вырнаçнă тата ĕçе илнĕ чух час-часах тĕл пулакан йăнăшсем вĕсем – Ĕç кодексĕн 67-мĕш статйине пăсса ĕç килĕшĕвне хут çине çырса çирĕплетменни.

Тепĕр чух ĕç килĕшĕвне пачах туманни те пулать. Кун пек чух ĕçлекенĕн палăртнă вăхăт ĕçленĕ хыççăн пачах ĕç укçисĕр юлас хăрушлăх пур. Çавăнпа та ĕçе вырнаçаканăн ĕç параканпа ĕç укçи виçине кăтартса тунă ĕçе килĕшĕвне обязательнăй йĕркепе çырмалла.

Ĕç килĕшĕвĕсенче çавăн пекех ĕç вырăнĕн условийĕсем, ĕçе пуçăнмалли вăхăт, конкретлă ĕç функцийĕсем, ĕç условийĕсем, чи пĕчĕк ĕç укçи виçинчен (паянхи куна вăл 4330 тенкĕ) кая мар ĕç укçи калăпăшĕ пулмалла.

Ĕç паракан вăл е ку çынна ĕçе илет пулсан, ĕçе илнĕ хыççăн виçĕ кун хушшинче приказ кăлармалла та унпа ĕçлекене алă пусса паллаштармалла, ĕçлекен ыйтнипе ăна заверить тунă приказ копийĕ памалла.

Час-часах ĕç укçине «конвертпа» парасси тĕл пулать. Кун пек чухне ĕçлекен хăйне тивĕçекен ĕç укçин пысăк пайне илеймесĕрех юлать. Кунпа пĕрлех çак çула суйласа илнĕ «ĕç паракансем» тăрăшнипе бюджетсемпе бюджет тулашĕнчи фондсем пĕрлехи социаллă налукпа тата тупăшран илекен налукпа хушăнаймаççĕ, çĕршывăн экономика интересĕсем хĕсĕнеççĕ.

Енчен те ĕç паракан ĕç килĕшĕвĕ тума килĕшмест е ĕç укçин пĕр пайне çеç кăтартать пулсан, кун пирки çийĕнчех район прокуратурине, Патшалăх ĕç инспекцине е суда пĕлтермелле.

«Суя» ĕç рынокĕн ыйтăвĕсемпе Муркаш прокуратуринче ятарлă телефон пур: 62-7-59.

Ашшĕ-амăш прависĕррисем

Хăйсен ачисене воспитани парасси çине алă сулнă ашшĕ-амăшĕсене ашшĕ-амăш прависенчен хăтараççĕ тенине илтнĕччĕ, кунашкал тĕслĕхсем районта нумай-и;

В. ЕРШОВА, К. СТЕПАНОВА.

Питĕ шел, анчах пирĕн практикăра кунашкал тĕслĕхсемсĕр те пулмасть. 2009 çулăн 10 уйăхĕ хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Паянхи куна районта ашшĕ-амăш прависенчен хăтарнă граждансем тăваттă. Юлашки икĕ тĕслĕх пирки уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Вĕсем тĕлĕшпе нумаях пулмасть судсем иртрĕç. Малтанах Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Лап Олкашра пурăнакан, çулталăк каялла ирĕке тухнă В. Грачев пирки. Киле таврăнсан та вăл саккуна пăхăнса пурăнассине иккĕмĕш вырăна хăварнă: ниçта та ĕçлемен, эрехрен уйрăлман, килте тăтăш харкашу кăларнă. Çакнашкал лару-тăрура пĕлтĕр амăшне амăш прависĕр хăварнă хыççăн хĕрне ача çуртне вырнаçтарни те ашшĕне тÿрĕ çул çине тухма пулăшмарĕ.

Унчченрех Муркашра пурăнакан Е. Сергеевăн та çак шăпа килсе тухрĕ. Арçыннăн мăшăрĕ Чул хула облаçне кайнă хыççăн унтах инвалид ача çуратсан пепкине пульницăран илсе тухма килĕшмен. Ку ĕç тĕлĕшпе амăшне амăш прависĕр хăварассине Чул хула облаçĕнче татса парĕç. Ашшĕне вара Муркаш район сучĕ ашшĕ правинчен хăтарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика