Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп çемье – тăнăç общество

14 ноября 2009 г.

Чăннипех те хальхи вăхăтра çемьен пĕлтерĕшĕпе обществăри вырăнĕ çĕнĕ пусăма çĕкленчĕ темелле. Çитĕнекен ăру пуласлăхĕпе малашлăхĕ, ачасем тивĕçлĕ воспитани илсе ÿссе пурнăçра хăйсен вырăнне тупасси, çĕршыва юрăхлă çынсем пуласси çемьери йĕркелĕхпе, ашшĕ-амăшĕ хушшинчи хутшăнусемпе тачă çыхăннă. Çемье пĕлтерĕшне юлашки çулсенче патшалăх шайне кăларни ăнсăртран мар.

Çавна май район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕпе Маргарита Петровна РУБЦОВАПА тĕл пулса çемьепе çыхăннă ыйтусем çине хурав илес терĕм.

– Маргарита Петровна, чи малтанах районти çак вăхăтри демографиллĕ лару-тăрупа паллаштараймăр-ши; Кăçалхи кăтартусене иртнĕ çулхи çав вăхăтрисемпе танлаштарса пăхсан, мĕн палăртма пулать;

– Малтанах çемье чăмăртакансен шучĕ ÿснине палăртнă пулăттăм. Кăçалхи январь–октябрь уйăхĕсенче çĕнĕрен 180 çемье чăмăртанчĕ. Иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен ку вăл 14 çемье нумайрах. Ку япăх мар тейĕпĕр. Çав вăхăтрах вара мăшăрсем уйрăлакан çемьесен шучĕ те ÿсни палăрать. Иртнĕ çул çак вăхăта 64 çемье арканчĕ пулсан, кăçал кун пеккисем 68 пулчĕç.

Çемьесем арканни вăл пĕр ыйту. Анчах та кашни çемье вăл – çын шăпи. Çитменнине çемьесенче ытларах чухне çул çитмен ачасем е ашшĕсĕр, е амăшĕсĕр тăрса юлаççĕ. Кун пек чухне вĕсем çителĕклĕ те тулли воспитани илме пултарасси шухăшсем çуратать.

Иртнĕ 10 уйăхра пĕлтĕрхинчен 19 ача сахалрах е пĕтĕмпе 326 ача çуралчĕ. Вилекенсен шучĕ пĕтĕмĕшле çав шайрах юлчĕ темелле: иртнĕ çул 517 çын çĕре кĕнĕ пулсан, кăçал – 518 çын.

– Халĕ ĕлĕкхи пек ватă çынсем, ашшĕ-амăшĕ хушнипе, пăхса хунипе мар, хăйсен ирĕкĕпе пĕрлешеççĕ-çке çамрăксем. Туйсем кĕрленĕ чухне çĕнĕ çынсенчен телейлĕреххи никам та çук тейĕн. Мĕнле хура кушак татать-ха кайран мăшăрсен пĕрлехи çулне;

– Çĕршыв правительстви демографи политикин ыйтăвĕсене татса парассипе вĕçĕм ĕçлет. Кусем вĕсем çамрăк çемьесене хваттер туянма уйăрса паракан кредитсем те, çемье пособийĕсен системин реформи те, иккĕмĕш е хыççăн çуралнă ачасемшĕн паракан ача амăшĕн капиталĕн сертификачĕ те.

Çакăн пек тимлĕх уйăрнине пăхмасăрах хăш чухне ачасен тулли мар çемьесенче воспитани илсе ÿсме тивет. Çемьесем арканнин сăлтавĕсене тишкерсе пăхни çавна çирĕплетсех калама май парать: 4 пайĕнчен 3 пайĕнче çамрăксем хăйсем çемье пурнăçĕпе пурăнма нравственность тата психологи тĕлĕшĕнчен хатĕр мар. Тепĕр майлă каласан, ашшĕ-амăшĕсем чи малтанах хăйсем çинчен шухăшлаççĕ, ачисем çинчен вара манса каяççĕ.

10 уйăх итогĕсем çапла. Арканса кайнă 68 çемьерен 42 çемйинче çул çитмен 53 ача е ашшĕн, е амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлчĕ. Вĕсене вара ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ куллен тата вĕçĕм кирлĕ.

Ыйтса тĕпченĕ чухне уйрăлнине ытларахăшĕ хăйсен çемье пурнăçĕ ăнманнипе ăнлантарать. Анчах та çамрăксем, уйрăмах çемье пуçĕсем хушшинче хăйсен пурнăçне шыв юххипе янисем сахал мар. Вĕсем малашлăхпа мар, паянхи кунпа пурăнма хăнăхнă. Тĕрĕссипе хăйсемшĕн те пурăнмаççĕ, пурнăçне çулăмсăрах çунтарса яраççĕ кăна, малашлăх пирки те, хăйсене çывăх çыннисем пирки те аса илмеççĕ.

Хăшĕсемшĕн хаяр шĕвек çемйипе ачисемшĕн хаклăрах. Кун пеккисемшĕн «юрату», «çемье», «ачасем», «ответлăх» ăнланусем çук ĕнтĕ. Çакăн çине социаллă факторсем те витĕм кÿмеççĕ мар. Кусем вĕсем ĕçсĕрлĕх, çирĕп ĕç укçи пулманни. Чылайăшĕ кун пек чухне çăлăнăçа эрех черккинче шырать. Çакă вăл тĕпсĕр авăр пулнине кун пеккисен хăвăртрах ăнланса илсе тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тăвасчĕ.

– Официаллă майпа саккунпа çамрăксем 18 çул тултарсан вĕсене пĕрлешме ирĕк параççĕ. Енчен те вĕсем çав вăхăтченех çемье çавăрасшăн пулсан е арăм пулассин çие юлнă пулсан; Пур-и кун пек тĕслĕхсем районта;

– РФ Çемье кодексĕн 13-мĕш статйипе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕнче яшпа хĕр 18 çул тултарнă пулсан, вĕсене пĕрлешме ирĕк параççĕ. Анчах та шута илме кирлĕ сăлтавсене те пăхса хунă. Ача çие юлнă, ача çуралнă е пĕрлешес текенсенчен пĕрин сывлăхĕшĕн е пурнăçĕшĕн хăрушлăх пур пулсан т. ыт. те – 16 çул тултарнисене пĕрлешме ирĕк пама пултараççĕ. Анчах та 16 çул тултарманнисен кун пек ирĕк пулаймасть.

18 çул тултармасăрах пĕрлешес текенсен регистрацие тăнă вырăнти самоуправлени органне заявлени çырса парас пулать. Пирĕн район администрацийĕнче ку функцие – çемье çавăракансен ÿсĕм шайне чакарассипе район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕн проектне хатĕрлессине – район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн опекăпа попечительство органĕ çине хунă.

Кун пек ирĕк илнĕ хыççăн çамрăксем ытти чухнехи пекех ЗАГС пайне пырса заявлени параççĕ, кунтах вĕсем мăшăрланнине регистрацилеççĕ. Ку енĕпе ЗАГС пайĕн статистики çапла: кăçал 18 çула çитмен 2 хĕр качча тухнă. Яшсем хушшинче кун пеккисем пулман. Пĕрремĕш сăлтав кунта – çие юлни. Çавна май вĕсем хăвăртрах çемье хутшăнăвĕсене регистрацилеме тăрăшаççĕ.

– Çынсем вилессин шайĕ чакманни пăшăрхантарать. Сăлтавĕсене мĕнре куратăр;

– Анализ кăтартăвĕсем çапларах. Кăçалхи 10 уйăхра арçынсем 258, хĕрарăмсем 260 вилнĕ. Вăл шутра 1 çулталăка çитмен 1 ача. Арçынсем вăтамран 61 çулта, хĕрарăмсем 75 çулта çĕре кĕнĕ. Хăйсен вилĕмĕпе вилменнисем 146 пулнă. Вăл шутран суицид тĕслĕхĕсем 30, наркăмăшланса вилнисем 5, 12 çын шăнса вилнĕ, сурансене пула 20 çыннăн, çулсем çинчи аварисенче 6 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 4 çын шывра путса вилнĕ. 69 çын мĕншĕн вилни вара лаборатори тĕпчевĕсем ирттернĕ хыççăн паллă пулĕ. Ку вăл çак çынсем палăртман сăлтавсене пула пурнăçран уйрăлса кайни пирки калать. Ытти 259 çын чирлесе вилнĕ, 113 çын – ватлăха пула.

– Çемьере йыш хушăнни – яланах телей. Хăйсен пепкисене мĕнле ятсем пама кăмăллаççĕ паянхи çамрăк мăшăрсем;

– Çемьере çуралакан ача яланах пĕр-пĕрин хушшинчи юрату кăшăлĕ пулса тăнă. Çак тапхăрта ЗАГС пайĕнче 326 ачана регистрацилерĕмĕр терĕм ĕнтĕ. Вăл шутран 153 хĕр ача тата 173 арçын ача.

Чи анлă сарăлнă ятсем арçын ачасен Максим (15), Кирилл (11), Никита (10), хĕр ачасен Анастасия (15), Дарья (14), Виктория (11).

Сайра тĕл пулакан ятсем хушшинче Айрат, Радомир, Доминик, Савелий, Виталина, Зулайхо, Доминика, Серафима, Фекла.

– Маргарита Петровна, мĕн сĕннĕ пулăттăр Эсир çемье çавăрас текен çамрăксене;

– Аслă юрату туйăмĕ икĕ чĕрене яланах туй патне илсе çитерет. Туй вара вăл авалтанпах кирек камшăн та чи асра юлмалли те чи лайăх уявсенчен пĕри шутланнă. Уйрăмах пĕр-пĕрне юратакансемшĕн.

Çамрăксене вара çавна каласа хăварасшăн. Хăвăрăн çемье телейне эсир хăвăрах çул уçса паратăр. Эпир вара çавна кăна хушса калама пултаратпăр: пĕр-пĕрне юратса та килĕштерсе пурăнăр, сирĕн мăшăрлану ĕмĕрлĕхе пултăр, çемье пурнăçĕнче килĕшÿ хуçалантăр.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика