Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Диабет тулли пурнăçпа пурăнма чăрмантармасть

14 ноября 2009 г.

Эсир сахăр диабечĕпе чирлине пĕлтĕр. Пуçра тÿрех тĕрлĕ шухăш явăнма пуçлать. Мĕнле пулса тухрĕ-ха; Малалла мĕнле пурăнмалла;

Хăраса ÿкме кирлĕ мар. Эсир пĕччен мар-çке. Паян çĕр çинче миллионшар çын диабетпа чирлет. Вĕсем тулли пурнăçпах пурăнаççĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытни тата диабета хăвна пăхăнтарни хал туйăмне лайăхлатать. Çак чир çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесе эпир Муркашри тĕп больницăн врач-эндокринологĕпе Татьяна Сергеевна ШАРИКОВАПА тĕл пултăмăр.

– Татьяна Сергеевна, калăр-ха, мĕнле чир вăл диабет;

– Инсулин гормонĕ (ăна хырăмай парĕн В-клеткисем туса кăлараççĕ) çителĕксĕр пулнăран юнра сахăр нумайланнипе организмри веществосен ылмашăвĕ пăсăлать. Çакна сахăр диабечĕ теççĕ.

Диабет икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕрремĕшĕ – хырăмай парĕ пачах та инсулин туса кăларма пăрахать пулсан. Çакна инсулина пăхăнса тăракан сахăр диабечĕ тесе калаççĕ. Унпа чирлисем хушшинче ытларах 30 çула çитменнисем тĕл пулаççĕ. Вĕсем типшĕм кĕлеткеллĕ. Чир тăрук пуçланать те çавăн пекех хăвăрт сывлăха хавшатать. Çыннăн йывăрăшĕ чакма пуçлать, час-часах çăмăллипе тула каяс килни палăрать. Вăй чакать, чирлĕ çын пĕрмай выçă пулнине тата шыв ĕçес килнине сисет.

– Иккĕмĕшĕ вара;

– Диабетăн иккĕмĕш тĕсĕ – инсулина пăхăнман сахăр диабечĕ. Ытларах чухне шăпах çак тĕс тĕл пулать те. Хырăмай парĕ (поджелудочная железа) инсулин çителĕксĕр туса кăларать е организм çак инсулин çине нимĕнле реакци те памасть. Диабетăн çак тĕсĕпе чирлекеннисем нумай чух 40-рен иртнисем. Кĕлетке йывăрăшĕн виçи вĕсен ытлашши тата ку пулăм çемьере те йăхран йăха куçса пыма пултарать. Нумайăшĕ чир паллисене туймасть, çавăнпа та диабета тупса палăртма тÿрех пулмасан та пултарать. Шыв ĕçес килни, час-часах шăк тухни, куç япăх курма пуçлани, алăсемпе урасем «çывăрса ларни» е кĕçĕтни, е тата тирсе илни, ÿт çинчи сурансем япăх тÿрленни – çаксем пĕтĕмпех инсулина пăхăнман сахăр диабечĕн паллисем. Çак чире тата час-часах урăх чире сипленĕ чухне те тупса палăртаççĕ.

Енчен те эсир диабетăн иккĕмĕш тĕсĕпе чирлĕ пулсан, ятарлă апатлану режимĕ пулмалла, тĕрлĕ хусканусем тумалла. Кĕлетке йывăрăшĕн виçине чакарассине те, эмел ĕçессине те тĕрĕслемелле. Сывă çыннăн юнĕнче сахăр виçи апат çиес умĕн 3,3-5,5 ммольŸл, апат çинĕ хыççăн икĕ сехетрен 7,8 ммольŸл пулмалла. Чирлисене сипленĕ чухне шăпах çак виçесене тытса пырассине тĕпе хураççĕ те.

– Пирĕн районта çак чир тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлерех;

– Пирĕн районта та Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи майăн 10-мĕшĕнчи 280 " йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн «Социаллă чирсене асăрхаттарасси тата вĕсене хирĕç кĕрешесси» республикăри тĕллевлĕ программăн «Сахăр диабечĕ» программа енĕ ĕçлет. Унта палăртнă тăрăх эпир те районта сахăр диабечĕпе чирлекенсен пĕтĕмĕшле списокне хатĕрленĕ. Паянхи кун тĕлне районта пурĕ 306 тĕслĕх тупса палăртнă. Вĕсенчен 43-шĕ – çĕнĕрен тупса палăртнисем.

Çÿлерех асăннă программăпа килĕшÿллĕн чирлисене эмелсемпе тивĕçтерессине йĕркеленĕ (сахăр шайне пĕчĕклетме пулăшакан таблеткăсемпе инсулинсем). Çак ĕçе 2009 çулта туса пыма федераллă бюджетран 160125 тенкĕ, вырăнти бюджетран 393592 тенкĕ уйăрнă.

Хушма диспансеризацие активлă хутшăнса сахăр диабечĕпе чирлекенсене тупса палăртатпăр. Ку инфекци чирĕсен профилактика ĕçне туса пымалли районти программăпа пулса пырать. Çынсене çак чир çинчен, вĕсен апатланăвĕ еплерех пулмалли пирки сывлăх шкулĕсен урокĕсенче каласа ăнлантаратпăр.

Муркашри тĕп больницăна тĕрĕсленме тата сипленме çÿрекенсем валли çĕнĕлĕх те пур. Кăçал пирĕн больница республикăри эндокринологи диспансерĕпе тунă килĕшÿ тăрăх чирлисен гликивированнăй гемоглобин шайне тÿлевсĕрех тĕрĕс-летпĕр.

– Сахăр диабечĕ организма хавшатать-и;

– Сахăр диабечĕ куçсене те, пÿресене те, нерв системине те хавшатма пултарать. Диабетпа чирлĕ çынсен чĕре чирĕсем те вăй илме пултараççĕ. Кунсăр пуçне çак чир пуç мимипе ал-урана та пырса тивме пултарать. Çавăнпа та врачсем диабетпа чирлеме пултаракансене уйрăм ушкăна кĕртеççĕ. Уйрăмах эсир 45 çултан иртнĕ, кĕлетке йывăрăшĕ те пулмалли нормăран иртет тата юн пусăмĕ пысăккипе аптăратăр пулсан, диабет чирне палăртакан тĕрĕслевсене тăтăшах хутшăнмалла. Тăвансем хушшинче сахăр диабечĕпе чирлисем пулни те – врачсем патне каймалли сăлтавсенчен пĕри.

Сахăр диабечĕпе чирлени вăл хăйне евĕр пурнăç. Çак чире пĕрмаях тĕрĕслесе тăмалли пурнăç. Апатланăва тĕрĕс йĕркелесе, тĕрлĕ хусканусем туса, сахăр шайне тĕрĕслесе тата ăна чакарса малаллах пурăнмалла.

Н. НИКОЛАЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика