Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем ыранхи кунпа пурăнаççĕ

14 ноября 2009 г.

Çĕр пичĕ шурă юрпа витĕнчĕ. Çавăнпа пĕрлех ял хуçалăхĕнчи уй-хир ĕçĕсем те вĕçленчĕç. Анчах мĕн иртекенни йăлтах çаврăнса килет. Акă сисмĕпĕр те, çур аки ума тăрĕ. Ыранхи кунпа пурăнакансем вара ăна хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ. Çакна ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче иртнĕ çуркуннерен кĕркуннеччен хирте ĕçленĕ техникăна хĕллехи управа лартассипе епле тăрăшнине пăхсан та хаклама пулать. Иртнĕ кунсенче район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе çакна пурнăçлама йĕркеленĕ комисси хăйĕн ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Унпа килĕшÿллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов «Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 2009 çулта ял хуçалăх техникине управа лартассине чи лайăх йĕркелессипе ирттернĕ смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен» йышăну кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн смотр-конкурс çĕнтерÿçи, унчченхи çулхисенчи пекех, «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕ пулса тăчĕ. Вĕсене район администрацийĕн 1-мĕш степеньлĕ дипломĕпе тата 3000 тенкĕ укçан премипе наградăланă.

Иккĕмĕш вырăнта ял хуçалăх техникине управа лартассипе малалла пысăк утăм тунă Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕ. Вĕсем район администрацийĕн 2-мĕш степеньлĕ дипломĕпе 2000 тенкĕ укçан премине тивĕçнĕ.

Виççĕмĕш вырăнта «Оринино» пĕрлешÿллĕ хуçалăхпа Шетмĕпуçĕнчи Виталий Владимирович Горбуновăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ. Вĕсене район администрацийĕн 3-мĕш степеньлĕ дипломĕпе тата 1000-шер тенкĕ укçан премипе чысланă.

Çулсеренех республикăра техникăна управа лартассине чи лайăх йĕркелессипе ирттерекен смотр-конкурс положенийĕпе килĕшÿллĕн «Герой» хуçалăха республикăри конкурса тăратнă.

А. БЕЛОВ.

Хушса калани. Тĕрĕслев комиссийĕ çакна палăртать. Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче ыранхи кунпа пурăнакан тата аталанакан хуçалăхсен йышĕ палăрать. Пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿçисемпе инженери службисем, уйрăм механизаторсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем паян пурнăçланă ĕçпе çеç лăпланмаççĕ, ыранхи кунпа пурăнаççĕ, çĕннине шыраççĕ.

Çÿлерех асăннă предприятисемпе пĕрлех пĕр климат условийĕсенчех ĕçлесе пурăнакан «Хлебороб», «Волга», «Сеятель», «Лидер», Ленин яч. хис., К. Иванов яч. хис., «Рассвет», «Агро-Урожай», Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсенче «Ял хуçалăхĕнче усă куракан техника. Управ правилисем» ГОСТ-7751-85 ыйтнине пăхăнмаççĕ. Ку хуçалăхсенче инженерипе техника персоналне ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартассипе технологие пăхăнма хавхалану условийĕсем туса паман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика