Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха çывăх пулмалла

18 ноября 2009 г.

Участковăй ĕçне çăмăл тесе калаймăн. Ытларах çемьесенче хирĕçÿ-çапăçу кăларакансемпе, эрех юхтарса сутакансемпе, юнашар хваттерсенче пурăнакансене лăпкă пурăнма чăрмантаракансемпе, обществăлла лăпкăлăха пăсакансемпе ĕçлеме тивет вĕсен. Олег Николаевич Яковлев участковăй та çакнашкал «пултаруллисене» 2005 çултанпа «лăплантарать». Чулхулари МВД академийĕн Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухсан çамрăк специалист районти шалти ĕçсен пайĕнче вăй хума тытăнать. Ăна Хорнуй ял тăрăхĕнчи участковăй пулма çирĕплетеççĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕнчен тытăнса Олег Николаевича йывăртарах участок шанса панă – Муркаш ял тăрăхĕ. Район центрĕнче вара пурнăç вĕресех тăрать. Нумаях пулмасть-ха çĕрлехи дежурство вăхăтĕнче аслă лейтенант лавкка çаратакансене тытса чарма пултарнă. «Малашлăхлă çамрăк сотрудниксенчен пĕри», – теççĕ ун пирки районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Е.И. Плечовпа милицин участковăй уполномоченнăйсен уйрăмĕн ертÿçи А.Н. Осипов.

«Участковăйăн универсал пулмалла. Акă Олега та ĕçĕнче спортпа çывăх пулни питĕ пулăшать. Участковăй вăл – юрист та, психолог та, водитель те, спортсмен та... Милици ĕçченĕсенчен халăха чи çывăх сотрудник-çке вăл», – тет милици майорĕ Александр Николаевич пĕтĕмлетсе.

Участковăйсен тĕп ĕçĕсенчен пĕри вăл – преступленисене асăрхаттарасси, вĕсене уçса парасси. Кăçалхи 10 уйăхра участковăйсем пурĕ тупса палăртнă 294 преступленирен 84-шне уçса панă. Ку кăтарту пĕлтĕрхи шайран хăпарнă – 28,7 процентпа танлашать (республикипе – 23,2 процент).

Йĕркене пăснă тĕслĕхсем Оринин (31), Мăн Сĕнтĕр (50), Ильинка (26), Катькас (45), Чуманкасси (16), Ярославка (21) ял тăрăхĕсенче уйрăмах нумаййине палăртаççĕ шалти ĕçсен пайĕнче.

Çемьесенче тухнă хирĕçÿсене чарма участковăйсене çак тапхăрта пурĕ 71 хутчен чĕннĕ. Йĕркене пăсакансенчен ытларахăшĕ малтан та преступлени туса палăрнăскерсем.

Участковăйсем хăйсен ĕçĕнче профилактика мелĕсемпе анлă усă курма тăрăшаççĕ. Çавăнпа та йĕркене пăсакансене административлă яваплăх пурри çинчен аса илтерсех тăма тивет вĕсен. 10 уйăхра – 1447 административлă протокол. Ытларахăшĕ – обществăлла вырăнсенче ÿсĕр çÿренĕшĕн, вак-тĕвек хулиганла ĕçсемшĕн, обществăлла вырăнта алкоголь продукцине ĕçнĕшĕн. Чăваш Республикин «Административлă право нормисене пăсни çинчен» саккунĕнче палăртнă статьясемпе те протокол пĕрре мар çырма тивнĕ участковăйсен. Çемьери хирĕçÿсем тата таврана тирпей-илем кĕртессипе йĕркене пăснă тĕслĕхсем сахал мар пулнă. Районти участковăйсен аллинче 4 машина пурри ĕçе оперативлăрах пурнăçлама май парать.

Паянхи кун тĕлне вара шалти ĕçсен пайĕн участковăй уполномоченнăйсен уйрăмĕнче пурĕ 13 сотрудник тăрăшать. Вĕсенчен пĕрремĕш çул ĕçлекенсем тăваттăн, 3-5 çул вăй хуракансем иккĕн, 5-10 çул ĕçлекенсем çиччĕн. Сакăр сотрудник аслă пĕлÿ илнĕ, вĕсенчен пиллĕкĕшĕн – аслă юридици пĕлĕвĕ. Ыттисем хальлĕхе ятарлă вăтам юридици пĕлĕвĕ илнĕ. Ĕçĕ йывăр. Чăн-чăн арçын ĕçĕ темелле. Ялсенчи лăпкăлăха сыхлакансен штачĕ вара тулли мар, икĕ çын çитмест-ха. Анчах та таçти Мускав стройкисенче ĕçленинчен тăван вырăнсенче ĕçлени тем тесен те тăнăçлăха, çемье çирĕплĕхĕпе малта тăрать. Апла пулсан аслă юридици пĕлĕвне илнĕ çамрăксен шутласа пăхмалли çук мар. Уйрăмах спортпа çывăххисен тата водитель правине алла илнисен.

Н. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика