18 ноября 2009 г.
Ноябрь уйăхĕн кашни виççĕмĕш кĕçнерни кунĕнче пирус туртма пăрахмалли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Кăçал вăл ноябрĕн 20-мĕшне килет. Çак кун пирĕн календаре 1977 çулта Америкăри онкологи обществи пуçарăвĕпе кĕнĕ.
Палăртса хăвармалла, районта 2009-2011 çулсенче пирус тата пирус изделийĕсене туртассинчен профилактика ĕçĕсене туса ирттермелли ятарлă программа йышăннă. Районти тĕп больницăра вара çак кун умĕн ятарлă акци ирттереççĕ. Кам та кам çак кун тĕлне пирус туртма пăрахать, çавсем хушшинче Муркашри «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейна çÿремелли абонемент выляттараççĕ. Çакăн пек ырă пулăм ытти предприятисемпе организацисенче те пурнăçа кĕрессе шанас килет.
Унччен вара хамăр сывлăх çинчен калаçни те ытлашши пулмĕ. Пирус сиенĕ тата унран хăтăлмалли меслетсем çинчен каласа пама кăмăл турĕ те ĕнтĕ районти тĕп больницăн наркологĕ тата психотерапевчĕ Л.М. ИВАНОВА.
– Лариса Меркурьевна, чи малтан хаçат вулакансене пирус сывлăха хавшатмаллипех хавшатни çинчен аса илтерни ытлашши пулмĕ.
– Малтанах ман çакна палăртас килет: тĕнчипе ÿпке ракĕнчен вилекенсен 90, вăраха кайнă бронхитпа вилекенсен 75, чĕрен ишеми чирĕпе вилекенсен 25 процентĕнче пирус туртни пĕтĕм инкекĕн сăлтавĕ пулса тăрать.
Пирус туртнă чухне туртакан çын хăй сисмесĕрех çăварĕпе сывлăша çăтать. Çав сывлăш пирус тĕтĕмĕн температуринчен чылай пĕчĕкрех. Температура çапла хăвăрт улшăнни чи малтан шăл эмальне сиен кÿрет. Пĕчĕккĕн шăлсем тĕпренме пуçлаççĕ.
Шăл эмалĕ сиенленнипе çăварта пирус сухăрĕ пуçтарăнма пуçлать. Шăпах ăна пула ĕнтĕ пирус туртаканăн çăварĕнчен шăршă кĕме пуçлать. Тĕтĕм температурине пула çăварăн тата сăмса пырĕн лăймака сийĕсем сиенленеççĕ. Тĕтĕм ăшшипе унри химилле веществосене пула туртаканăн çăварта сурчăк нумай пуçтарăнма пуçлать, вар-хырăм пăсăлать.
Пирус тĕтĕмĕ пур сывлав органĕсене те сиен кÿрет, ÿпкен лăймака сийĕсене те. Пĕрмаях пирус туртакансем бронхитпа аптăраççĕ, вĕсен сассисем те улшăнаççĕ. Пирус тĕтĕмĕ юна лексен пулнă наркăмăшлă вещество юнри гемоглобинсен пĕр пайне унран кăларса пăрахать.
Синиль кислоти пирус тĕтĕмĕпе пĕрле юна лекет те организма кислород çитми пулать. Çакă нерв клеткисене тÿрремĕнех пырса çапать. Вăл организма уйрăмах нумай лексен çын сывлайми пулать, чĕре ĕçлеме пăрахать.
Пирус тĕтĕмĕнчи ытти веществосем те сывлăхшăн питĕ сиенлĕ. Çавăнпа та хамăр ирĕкпех сывлăха хавшатас, пурнăçа кĕскетес марччĕ.
– Туртма пăрахма çăмăл мар, теççĕ.
– Ним йывăрри те çук кунта. Урăх туртмастăп тесе çирĕппĕн татса калăр хăвăра. Тата туртма пăрахрăм тесе депрессие кĕрсе ÿкмелле мар.
Калама кăна çăмăл, теме пултараççĕ хăшĕсем. Апла мар. Туртмах пăрахас тесен çакна асра тытмалла. Хăвăра хăвăр урăх нихçан та туртмастăп, тесе сăмах парăр. Пирус туртма пăрахни хăвăр пурнăçа лайăхлатма пулăшнине ăнланса илмелле. Туртма пăрахайман çын пулма пултараймасть. Эсир «эп туртма пăрахаймастăп пуль» тесе шутлакан пĕр миллион çынран пĕри кăна. Туртмалли çинчен шутлатăр пулсан, хăраса ан ÿкĕр. Эсир шухăшăра урăх йĕрпе çеç ярăр: «Эп мĕнле маттур. Урăх туртмастăп вĕт», – тесе шутлăр. Пируса улăштаракан нимĕнле урăх япаласемпе те усă ан курăр. Çумра туртмалли илсе ан çÿрĕр. Туртакансенчен те пăрăнса çÿреме кирлĕ мар. Туртма пăрахрăм тесе хăвăрăн майлашăнса кайнă пурнăç йĕркине улăштарма кирлĕ мар.
Çак сĕнÿсене пурнăçласан, вĕсем чăн сăмахсем иккенне хăвăрах курса ĕненĕр. Анчах та çак самант хăй тĕллĕн килменнине, çав тĕрĕслĕх патне хăвăрăнах утмаллине те пуçран кăларса пăрахма кирлĕ мар.
Л. ПАВЛОВА калаçнă.