Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр-аннемĕре юратакансене, тайма пуç!

18 ноября 2009 г.

Иртнĕ эрне кун, чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республикăри çĕр ĕçченĕсемпе ял хуçалăх продукцине тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен савăнăçлă уявĕ иртрĕ. Чăваш Енре çакнашкал мероприятие уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен ирттересси ырă йăлара ĕнтĕ. Ку хутĕнче те театрта савăнăç шевлипе тулнă ял ĕçченĕсем йышлă пулчĕç. Вĕсен куçĕнче те, калаçăвĕнче те кашнийĕнех хăйсен ĕçĕпе кăмăллă пулни тата малашлăха çирĕп шанни, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама çирĕп кăмăл пурри палăрчĕ. Ку вăл – ыранхи кун шанчăкĕ.

Савăнăçлă уява пирĕн районăн делегацийĕ те хутшăнчĕ, ырă ятпа парнесемпе, республика шайĕнчи ĕç кăтартăвĕсемпе паллашса çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсемпе таврăнчĕ.

Республикăри çĕр ĕçченĕсемпе ял хуçалăх продукцине тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен савăнăçлă уявне ЧР Президенчĕ Николай Федоров уçрĕ. Пĕрремĕш сăмахсенчех вăл уй-хирте ĕçлекенсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене тата ял хуçалăх продукцине тирпейлессипе тăрăшакансене саламласа çĕнĕ çитĕнÿсене алла илме ăнăçу сунчĕ.

– 2009 çул Чăваш Еншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Вăл «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ» девизпа палăрса юлать. Çакна эсир ăнланни Сирĕн ĕç кăтартăвĕсенчен курăнать. Эсир тăрăшуллă пулнипе Чăваш Енри ялсен сăн-сăпачĕ лайăхланать: çуртсене çут çанталăк газĕ кĕрет, ялсем патне асфальт сарнă çулсем çитрĕç, ялсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем, тĕслĕх библиотекăсем тата бассейнлă физкультурăпа спорт комплексĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Çĕнĕ специалистсемпе çамрăк çемьесем çурт-йĕр тума субсиди илеççĕ. Çакă ял хуçалăх производствине çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе малалла аталантарма, ял çыннисен пурнăç пахалăхне ÿстерме пулăшать, – терĕ ЧР Президенчĕ Николай Федоров.

Раççей Президенчĕ çул панă «АПКна аталантарасси» программа пурнăçа кĕни республика бюджетне тăтăш ÿстерме май парать. Чăваш Енри уй-хир ĕçченĕ маттуррине кăçал Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне» курав-фестиваль аван çирĕплетнĕ. Унта пирĕн делегаци 32 награда çĕнсе илнĕ: 15 «ылтăн», 9 «кĕмĕл», 8 «бронза».

Чăваш Республикин экономики ÿсĕмлĕ аталаннине кăçалхи ял хуçалăх çулĕ те кăтартса парать. Мĕн пур йышши хуçалăхсем продукци туса илесси январь-сентябрь уйăхĕсенче 103,8 процентпа ( Раççейре – 99,2 процент) танлашнă. Чăваш Ен хăйĕн аталанăвĕнче Пушкăртпа Тутар Республикисенчен, Пермь крайĕнчен, Оренбург, Самар, Ульяновск облаçĕсенчен иртнĕ.

Республикăри ял хуçалăхне çĕкленсе аталанма пулăшас тĕллевпе федераци тата республика бюджечĕсенчен 1065 миллион тенкĕ ытла уйăрнă.

Агропромышленность комплексĕн организацийĕсем патшалăх панă çăмăллăхсемпе тĕллевлĕ усă курса кăçал 545 пин тонна тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 4,2 процент ытларах. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăтам тухăçĕ 23,6 центнерпа танлашнă. Кунта Муркашсен ĕç кăтартăвĕ республикăн кăтартăвĕнчен маларах тăнине Президент та палăртрĕ. Пирĕн район иртнĕ вырмара технологисене пăхăнса пĕтĕмпе 302042 центнер тыр-пул пуçтарса илнĕ, вăтам тухăç 25,3 центнерпа танлашнă.

Республикăра пĕтĕмпе 810 пин тонна çĕр улми туса илнĕ пулсан, кунта та Муркашсем кайрисен ретĕнче юлман: пирĕн районти хуçалăхсем пурĕ 179626 центнер «иккĕмĕш çăкăр» пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç 130 центнер ытла. Муркашра та, республикăра та пахча çимĕç туса илессипе, кĕрхи культурăсем акса хăварассипе ĕçсем кăçал ытти çулхисенчен ăнăçлăрах иртнĕ.

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2009 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче мĕн пур харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илесси пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 6,5 процент ÿснĕ (76,3 пин тонна), сĕт – 0,5 процент (409,8 пин тонна), çăмарта – 9,5 процент (222,9 млн штук). Çавăнпа та кунти кăтартусемпе «Моргаушская» чăх-чĕп фабрики ЧР Президенчĕн аллинчен уяв парни илме тивĕçни Муркашсене савăнтарчĕ кăна. Савăнăç тенĕрен. Кăçал уявра ĕçре ĕлкĕрсе пыракансене тав туса ЧР Президенчĕ чечек çыххисем парса чылани республика ертÿçи халăхпа çывăх пулнине çирĕплетсе пачĕ. Çак хисепе Муркаш районĕнчен иккĕн тивĕçрĕç: кăçалхи 9 уйăхра хăй пăхакан цехри чăхсенчен кашнинчен 249 çăмарта илнĕ Светлана Васильевна Любимова («Моргаушская» чăх-чĕп фабрики) тата «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕнче мăйракаллă шултра выльăхсем пăхнă çĕрте кăçалхи тăхăр уйăхра кашни выльăха 1153 грамм ÿт хуштарма мехел çитернĕ Вячеслав Николаевич Иванов.

Районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансене пĕлме. Чăваш Ен выльăх-чĕрлĕх тухăçлăхне ÿстерессипе Атăлçи округĕнче малтисенчен пĕри: 9 уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 3403 килограмм (107 процент) сĕт суса илнĕ, чăхсенчен 224 штук çăмарта илнĕ. Кусем вĕсем округри виççĕмĕшпе пĕрремĕш кăтартусем.

Савăнăçлă уявра республика ертÿçи тырă çапса илес, мăйракаллă шултра выльăхпа сысна самăртас, чăхран çăмарта илес енĕпе палăрнă ĕçченсене ятран асăнчĕ, ÿсĕмлĕ вăй хунăшăн тав турĕ. Ĕçре хастарлăхпа палăрнисем уявра правительство наградисене, хисеплĕ ятсене тивĕçрĕç. Çаксем йăлтах çĕршывра ял хуçалăхĕ çинчен манманнине çирĕплетрĕç.

– Кризиссем килеççĕ те иртеççĕ, анчах пирĕн ыранхи пирки шутлама манмалла мар. Пирĕн умра пуçăнман ĕçсем те пайтах. Вĕсене пурнăçа кĕртесси – пирĕн тĕллев. Çак ĕçре эсир аталану тĕслĕхĕ пулса тăратăр. Сирĕн хыççăн ыттисем те шанчăклăн утĕç, – терĕ ЧР Президенчĕ ĕçре палăрнисене саламланă чух çак уява килнисем ырă малашлăх хунавĕсем пулнине палăртса.

Уява хутшăннă ентешĕмĕрсем çинчен калас пулсан, районăмăр ĕçĕ-хĕлĕ мала тухать. Муркаш Енри агропромышленность комплексĕнче хастар та маттур, çĕр ĕçне чунтан парăннă çынсем вăй хуни района тивĕçлĕ шайра аталанса пыма пулăшать.

Хăйсен професси уявне Муркашсем кăçал япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Кăçалхи уй-хир ĕçĕсенче эпир наука çитĕнĕвĕсемпе пĕлсе усă куракан, ял хуçалăх техникине тăтăш çĕнетсе агротехника ыйтăвĕсене пăхăнса ĕçлекен, çĕр пахалăхне çулсерен хăпартса пыракан, пысăк репродукциллĕ çĕнĕ сортсемпе усă куракан хуçалăхсем çанталăкăн кирек епле условийĕсенче те пысăк тухăç илме пултарнине куртăмăр. Ку вăл çапла пулмалла та.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кăçал ампар виçипе 30 пин тонна пухса кĕртрĕмĕр, ку вăл пĕлтĕрхинчен 1 пин те 800 тонна ытларах. Гектар пуçне тивекен вăтам тухăç 25,3 центнер пулчĕ. Пĕрешкел условисенчех ăнăçлăрах ĕçлекенсем те пур. Акă Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра вăтам тухăç 33,6 центнер, Ильич яч. хис. – 33,1 центнер, «Ударник» - 32,7, «Восток» - 31,1, «Герой» - 30 центнер. Муркашри чăх-чĕп фабрики 76 гектар çинчен пĕр гектар пуçне 50 центнер таран тĕш тырă пухса кĕртме пултарни çĕнĕ тĕллевсем уçать.

Кăçалхи уява ял хуçалăх предприятийĕсенчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илчĕç. Хĕл тапхăрне обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли районĕпе 7110 тонна утă хатĕрленĕ. Унсăр пуçне фермер хуçалăхĕсем – 755 тонна. Хатĕрленĕ утăн 47 проценчĕ – 3368 тонна – 1 класлă, 36 проценчĕ - 2530 тонна – 2 класлă, 17 проценчĕ – 1209 тонна – 3 класлă. Пĕрремĕш класлă утăна Чкалов яч. хис. хуçалăхра 100 процент, Суворов яч. хис. хуçалăхра 86 процент, «Ударник», Е. Андреев яч. хис., Ильич яч. хис. хуçалăхсенче 70 процента яхăн хатĕрленĕ. Районĕпе 17231 тонна силос, 4192 тонна сенаж янтăланă. «Передовикпа» «Свобода» хуçалăхсен специалисчĕсемпе механизаторĕсем 100 проценчĕпех 1 класлă силос хатĕрлеме пултарчĕç. Кăçалхи çул силоспа сенаж хатĕрленĕ чух «Герой», «Оринино», «Передовик», Суворов яч. хис., Ильич яч. хис. хуçалăхсем консервантсемпе, «Свобода», «Ударник», Чкалов яч. хис. хуçалăхсем закваскăпа ăнăçлă усă курчĕç.

Районĕпе çитес хĕл валли кашни условнăй выльăх пуçне 25,4 центнер апат единици хатĕрленĕ. 2008 çулта 19,1 центнер пулнăччĕ. Хĕл тапхăрĕнче пурте тăрăшса ĕçлесен выльăх-чĕрлĕхрен çителĕклĕ продукци илесси куçкĕрет.

Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне кăçалхи тăхăр уйăхра 36 центнер аш-какай, 227 центнер сĕт туса илтĕмĕр. Районти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем республика шайĕнче те пултарулăхпа палăрса тăраççĕ. Сăмахран, «Герой» хуçалăхра кашни ĕне çулталăк пуçланнăранпа вăтамран 4038 килограмм, Суворов яч. хис. хуçалăхра 4026 килограмм сĕт антарнă. Çакнашкал кăтартусем пирĕн малашлăх çулĕсене уçаççĕ.

– Мĕн пурнăçланипе лăпланма юраманнине ăнланса тăратпăр. Ăна тĕпе хурса малашлăх планĕсене палăртатпăр. Кăçалхи ĕç кăтартăвĕсене кура вĕсем те пурнăçланасса шанатпăр, – терĕ уявра хамăрăннисем пĕрле пухăнсан райадминистраци пуçлăхĕ Ю. Иванов ĕçре палăрнисене районăн Хисеп грамотисемпе чысланă май. Вĕсене тивĕçнисем: «Ударник» сăнавлă производство хуçалăхăн Вăрманкассинчи сĕт фермин заведующийĕ Лидия Ивановна Васильева, Чкалов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп инженерĕ Николай Валерианович Белов, Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн бухгалтерĕ Людмила Анатольевна Михайлова, «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕ Лира Михайловна Бурцева, «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕн водителĕ Александр Михайлович Фадеев.

Мĕн тунипе лăпланса ларас марччĕ çеç. Малалла туртăнса, çĕнĕ технологисене алла илсе курăмлăрах ÿсĕмсем тăвасчĕ. Уявра пулнă май вĕсем пулаççех тесе шанăç çуралчĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика