Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси çумне хушса тÿлеççĕ

18 ноября 2009 г.

Эпир илтнĕ тăрăх, çитес çултан тытăнса пĕчĕк пенси илекенсене пурăнма кирлĕ минимум таран хушса тÿлеме тытăнаççĕ. Ун пирки тĕплĕнрех каласа пама май çук-ши;

Е. тата В. СТЕПАНОВСЕМ.

Пенси реформине çĕнетсе пынă май, 2009 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче 213-ФЗ номерлĕ Федераллă Саккун йышăннă. Асăннă саккун 1999 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче йышăннă 178-ФЗ «Патшалăх социаллă пулăшăвĕ çинчен» Федераллă Саккуна та улшăнусем кĕртрĕ. Ку саккунăн 12.1 статйипе килĕшÿллĕн 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕçлемен пенсионерсене пурне те, вĕсен пенси виçи регионта палăртнă пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк минимумран сахалрах пулсан, пенси çумне социаллă пулăшу шучĕпе хушса тÿлеççĕ. Ку социаллă тÿлеве РФ субъекчĕсенче пурăнма кирлĕ минимумран кая пенси илсе тăракан ĕçлемен пур пенсионерсене те тÿлеме тивĕç.

Пенси çумне паракан социаллă хушма тÿлев вăл – пенсионерăн укçа тÿлевĕсемпе социаллă пулăшу мерисен уйрăм енĕсене шута илнĕ май пенсионера хушса тÿлени. Ăна палăртнă чухне пур йышши пенси тĕсĕсене, федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансене тивĕçекен укçа суммисене, граждансен уйрăм категорийĕсене пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшмалли регионсенче палăртнă мерăсене те шута илеççĕ. Пĕр хут паракан социаллă пулăшу мелĕсене кăна шута илмеççĕ. Социаллă хушма тÿлевпе РФ Пенси фончĕ федераллă бюджет шучĕпе тивĕçтерет. Анчах та пенси виçипе хушма тÿлев пĕрле Раççей Федерацийĕнчи субъектри пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк минимумран ытла пулаймаççĕ. Пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк минимум виçине Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче социаллă хушма тÿлев парас тĕллевпе кашни çулталăк валли Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен законодательство акчĕсенче палăртаççĕ, ун пирки РФ Пенси фондне пĕлтереççĕ. Сăмахран, 2010 çулхи иккĕмĕш квартал валли Чăваш Республикинче пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк минимум виçине пĕр çын пуçне 3910 тенкĕ тесе палăртнă. Раççейĕпе вăл 4780 тенкĕпе танлашать.

2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса федераллă социаллă хушма тÿлев илсе тăма тытăнас тесен гражданинăн справкăсемпе документсем пухма кирлĕ мар. Кунпа çыхăннă ĕçсене 2009 çулта ĕçлемен пенсионерсем тĕлĕшпе пĕтĕмпех Пенси фончĕн районти управленийĕ социаллă пулăшу органĕпе пĕрле туса ирттерет.

Социаллă хушма тÿлеве 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн палăртас текен пенсионерсен заявлени çырмалла. Пенсионер ку ыйтупа Пенси фончĕн управленине 2010 çулта пынă пулсан, федераллă социаллă хушма тÿлеве 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса тÿлеççĕ, анчах та çакна илме право пулнă хыççăн кăна.

Федераллă социаллă хушма тÿлев илес текен гражданинăн заявленипе пĕрле çак документсем кирлĕ пулаççĕ:

– çын кам пулнине, ăçта пурăннине, гражданлăха çирĕплетекен документ (паспорт);

– обязательнăй пенси страхованийĕн страховани свидетельстви;

– пенсипе ытти тÿлевсен виçи пирки силовой ведомство органĕ панă справка (РФ Оборона министерстви, МВД, ФСБ т. ыт. те урлă пенси илсе тăракан пенсионерсем). Мĕнле документсем тăратмалли пирки РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче те пĕлме пулать.

Инвалид ачасене, 18 çул тултарман ачасене, вĕсене çемьере тăрантаракан пулманнипе пенси пама пăхнă пулсан, вĕсене çÿлте асăннă хушма тÿлеве заявлени çырмасăрах пама тытăнаççĕ, анчах та 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен маларах мар.

Пенси çумне социаллă хушма тÿлеве çак тĕслĕхсенче параççĕ:

– пенсионерăн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк минимумĕ улшăннă чухне;

– хушма укçа тÿлевĕн виçине индексациленĕ чухне;

– социаллă пулăшăвăн тата укçан паракан компенсацисен эквиваленчĕсем улшăннă чухне.

Федераллă социаллă хушма тÿлеве ĕçлемен пенсионерсене кăна панă май, пенсионер ĕçе вырнаçать пулсан, унăн пĕр тăхтаса тăмасăр çавăн пирки Пенси фончĕн районти управленине пĕлтермелле.

Е. АЛЕКСАНДРОВА,

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика