31 октября 2009 г.
Грипп сарăласран асăрханмалла
Кĕркуннехи тата хĕл кунĕсенчи йĕпе-сапаллăрах çанталăкпа пĕрле яланах грипп çула тухать. Нумайăшĕ çак чире йывăр чир тесе те шутламасть. Ку вара пĕртте çапла маррине Муркашри тĕп больницăри врач-эпидемиолог Г. СОКОЛОВА каласа панинчен тÿрех курма пулать.
– Галина Георгиевна, малтанах вулакансене грипп пирки кĕскен аса илтерĕр-ха, тархасшăн.
– Грипп питĕ час ерекен вируслă инфекци. Грипп вирусĕсем виçĕ тĕрлĕ пулаççĕ: А, В тата С. Грипп вирусĕ хăйĕн антиген тытăмĕпе час-часах улшăнма пултарать. Сăмахран, А вирус çулсеренех, В вирус кăшт сайрарах улшăнма пултараççĕ. С вирус çеç улшăнмасть. Çавăнпа та грипп вирусĕн çĕнĕ тĕсĕсем тĕл пулаççĕ. Çакăнсăр пуçне тата грипп вирусĕ 75 градус таран сивĕне те чăтса ирттерме пултарать. Çапла вара гриппа чирлекенсен хисепĕ те кашни çулах пысăк.
– Хальхи вăхăтра грипп вирусĕн пĕр тĕсĕ – Н1N1 пирки нумай калаçаççĕ. Мĕнлескер вăл; Прививка тăваççĕ-и унран;
– Хальхи вăхăтра чăнах та вирусăн Н1N1 тĕсĕ пурри пурне те паллă. Ку – çĕнĕ вирус. Малтанах унпа ачасем те, чĕр чунсем те чирлемен. Вăл эпир пĕлекен тата кашни çулах килекен грипран та хăвăртрах ерет. Çак вируса ертсе ыйвăр тата организма вĕлерекен инфекци чирĕсемпе чирлекенсем хушшинче çамрăк ăрурисем ытларах пулни те унăн палăрăмлă енĕ. Çĕршывра грипп вирусĕн Н1N1 тĕсĕнчен вакцина шутласа кăларнă. Хальлĕхе вăл пирĕн пата килсе çитесси пирки сăмах пымасть. Прививка тăвас пулсан вара халĕ грипран тăвакан прививка хыççăн сахалтан та пĕр уйăх иртмелле.
– Инфекци мĕнле ерме пултарать;
– Инфекцие ертекенни – чирлĕ çын. Вăл хăй чирлесе ÿксен тÿрех ыттисене инфекци ертме пултарать. Уйрăмах малтанхи икĕ кунĕнче. Çапла майпа чире сарасси 5-7 кун таранах тăсăлать. Çакнашкал лару-тăрура хăйсен ĕçĕсĕр пурăнайманнисем, пĕрмай ĕçлесшĕн çунакансем ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Вĕсем чирлĕ пулсан та ĕçе çÿреççĕ вĕт-ха. Çапла чир çине алă сулнипех чир тата йывăртарах, тарăнраххăн иртме пултарать.
– Грипп вирусĕ ернине часах пĕлме пулать-и;
– Грипп сывлăш урлă ерет, ăнсăртран, çивĕччĕн пуçланать. Организма вирус лекнĕ хыççăн 12-48 сехетренех чирĕн паллисене сисме пулать. Çакă вирус питĕ вăйлă хăвăртлăхпа аталанни çинчен калать. Чылай чухне чир йывăррăн пуçланать: пуç ыратать, ÿт-пÿ температури хăпарса каять – 38-40 градуса çитет, вăй чакать, сăмсана та сывлама йывăр, куççуль юхать. Йывăртарах чирленĕ чух тата хăстарма та пултарать. 5-10 кун хушшинче организм вирусран тасалса çитет.
Грипа ура çинчех ирттерсе яракансем вара вирус энцефаличĕпе, миокардитпа, гайморитпа, ÿпкесем, хăлха шыçнипе тата ытти чирсемпе те чирлеме пултараççĕ.
– Чирлерĕнех пулсан малтанах мĕн тумалла-ха;
– Малтанах ĕçе е шкула каясси пирки пĕр 5 кунлăх манма тивет. Гриппа чирленĕ чух вырăн çинче выртмалла. Пĕр чирлĕ çын харăсах 20 çынна та чир ертме пултарать-çке-ха. Вырăнпа выртмасан чир тарăна кайма пултарать. Чай, морс, сĕткен ытларах ĕçмелле. Антибиотиксем ĕçме вара тăхтаса тăмалла, мĕншĕн тесен вĕсем организмри усăллă микробсене вĕлереççĕ, анчах та грипп вирусĕ ăна парăнаканни мар. Сипленессе тухтăрсемпе канашламасăр сипленмелле мар.
– Гриппа чирлес мар тесен...
– Гриппа чирлес мар тесен, эпидеми вăхăтĕнче халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче сахалтарах пулма тăрăшмалла. Ыхра, сухан, пыл – çаксем те организмăн хÿтĕлекен вăйне пысăклатма пулăшаççĕ. Арбидол, интерферон, озельтамивир препаратсем грипран хÿтĕлеме пултараççĕ.
– Вакцинаци вара;
– Вакцинаци – грипп вирусне хирĕç кĕрешекен чи шанчăклă утăм. Прививка тунă чухне организма вирусăн антигенĕсене яраççĕ. Çаксем шăпах кайран грипп вирусне йышăнмаççĕ те. Организмра пухăннă хÿтлĕх клеткисем вара 12 уйăх хушши организма сыхлама тивĕç. Тепĕр çулталăкран – тухтăр патне.
– Тавах, Галина Георгиевна, калаçушăн.
Н. НИКОЛАЕВА.