Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăша та, тавралăха та вараламĕ

03 ноября 2009 г.

Сывлăша та, тавралăха та вараламĕ

Уйрăммăн палăртрĕ экологи хăрушсăрлăхĕ çывăх вăхăтра хута ямалли полигонра пулса курнă хыççăн Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ С.Э. Дринев.

Çулталăк вĕçлениччен пирĕн районшăн кăна мар, республика шайĕнче те социаллă пысăк пĕлтерĕшлĕ объектăн – Ивановка ялĕ çывăхĕнчи (хаçатăн иртнĕ номерĕнче Ахмане ялĕ тесе йăнăш асăннă, вулакансенчен каçару ыйтатпăр) йăла каяшĕсен полигонĕн пĕрремĕш черечĕ хута каймалла. Республикипе те хальхи требованисене тивĕçтерекен кун пек полигон урăх çук. Хакĕ те йÿнех мар, объект пĕтĕмĕшле 100 миллион тенкĕне кайса ларать. Анчах ăна тумасăр та май çук. Сĕнтĕрти халиччен усă курнă свалка тулса çитнĕ ĕнтĕ, вăл ял çывăхĕнчех вырнаçнă. Çитменнине çитес çултан тытăнса кун пек санкцилемен свалкăсемпе усă курма чараççĕ.

Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ объектра паян ĕçсем епле пыни пирки тулли информаци парас, Муркашсен опычĕпе ыттисене те паллаштарас тĕллевпе Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви Муркаш район администрацийĕпе пĕрле республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттерчĕ.

Тĕл пулăва хутшăнакансем малтанах Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятине çитсе курчĕç. Ăнсăртран мар. Çĕнĕ полигон хута кайсан унпа усă курасси, каяшсене вырнаçтарса технологие пăхăнса хупласа пырасси пĕтĕмпех çак предприятин тивĕçĕ пулса тăмалла. Çитменнине малашне çÿп-çаппа каяшсене район центрĕнчен кăна мар, ытти ялсенчен те турттарса тухассине йĕркелеме пăхнă. Ялĕсем вара сахал мар – 177. Халĕ вара ялсенче мĕнле ÿкерчĕк-ха; Ял çыннисен пахчисен хыçĕсенче кăна мар, çулсем хĕррисемпе те, ытти вырăнсенче те мĕн кăна йăваланса выртмасть пулĕ. Тепĕр чухне вăрмансем патне те пырса кĕме çук. Пĕтĕмпех – çÿп-çап та ăпăр-тапăр. Кун пекех пурăнсан тепĕртакран пуç таранах каяш айне пулма пултаратпăр.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Н.А. Шишкин каласа панă тăрăх, кирлĕ техникăна туяннă. Каяшсене йĕркеллĕ турттарса тăма майсем çителĕклĕ. Халĕ вара уйрăм ял тăрăхĕсемпе ялсенчен каяшсене турттарса тăрассине йĕркелеме килĕшÿсем хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ.

Хыççăн ĕçлĕ тĕл пулăва хутшăнакансем Ивановка ялĕ çывăхĕнчи полигон вырăнне çитсе курчĕç. Кунта хăйне май пресс-конференци пулса иртрĕ темелле. Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен нумай ыйтăвĕсем çине район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В.Г. Никитин, Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ С.Э. Дринев, «Чувашавтодор» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн Çĕмĕрлери территори производство управленийĕн производство пуçлăхĕн çумĕ В.В. Разумов, «Чувашгипроводхоз» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн проект институчĕн проектăн тĕп инженерĕ А. Титов хуравларĕç.

ПОДРЯДЧИК

Кунти ĕçсене «Чувашавтодор» ОАО пурнăçлать. Унччен вара тендер ирттернĕ. Строительство ĕçĕсене пурнăçлассине асăннă предприятие шанса панă. Строительсем объекта вăхăтра ĕçе кĕртессишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшаççĕ. Кирлĕ техникăна куллен çителĕклĕ уйăрса параççĕ.

В.В. Разумов каласа панă тăрăх, кун пек объект республикипе те пĕрремĕш пулнипе пĕрлех асăннă предприяти те кун пек полигона пĕрремĕш тăвать. Çавна май ĕçленĕ май вĕренсе те пыма тивет. Акă котлован тĕпне Р-ПЛАСТ гидроизоляци материалĕпе хуплаççĕ. Анчах ку метериала çыпăçтарма кирлĕ техника хатĕрĕсем те, опыт та çук. Çавна май специалистсене Самарăрăн чĕнсе илме тивнĕ.

ТЕХНОЛОГИ

Полигон 12 гектар лаптăк йышăнмалла. Пĕтĕмпе 4 котлован пулать. Котловансем йĕри-тавра дренаж хурса хăвараççĕ. Кунтах виçмелли, насус станцийĕсем, дизваннăй, гаражсем пулаççĕ. Котлован тĕпне гидроизоляци материалĕпе хупланă хыççăн çур метр таран тăмлă çĕрпе витеççĕ. Ятарласа фильтр пулать. Резервуарсене пухăнакан шыва насуссемпе каялла полигона ăсатаççĕ.

Полигона 30 çуллăха каяш турттарма палăртнă. Каяш 2 метр хулăнăш пухăнсан, ăна техникăпа таптаса пусăрăнтараççĕ, 0,25 метр хулăнăш тăпрапа витеççĕ. Çапла вара 6 хут пуличчен.

Полигон йĕри-тавра карта тытса пÿлме пăхнă. Халĕ те полигон йĕри-тавра пĕтĕмпех вăрман тăрăхĕ вырнаçнă. Таса мар шыв тавралăха юхса тухасси е çĕр айĕнчи шывсене вараласси пулмалла мар.

УКÇА-ТЕНКĔ

Каларăмăр ĕнтĕ, полигонăн сметăпа пăхнă пĕтĕмĕшле хакĕ 100 миллион та 36 пин тенкĕ. Аукцион ирттернĕ май ĕçсене «Чувашавтодор» предприяти 78 миллион та 649 пин тенкĕпе пурнăçлать. Çак вăхăтчен кирлĕ укçа-тенкĕне район бюджетĕнчен уйăрнă. Вырăнти тавар туса хатĕрлекенсене пулăшмалли программăпа техникăпа оборудовани туянма каякан тăкаксен 70 процентне федераллă бюджетран саплаштарма пăхнă.

Полигонăн пĕрремĕш черетне хута яма кăçал 25 миллион тенкĕ ытла кирлĕ. Район бюджетĕнчен ун чухлĕ уйăрма май çук. Райбюджетран 7 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Ытти суммăна саплаштарма «Чувашавтодор» предприяти кредит илет, ăна вара çитес çул район бюджетĕнчен саплаштармалла пулать.

Юлашки вăхăтра тавралăх тасалăхĕ, илемлĕхĕ, тирпейлĕхĕ пирки ытларах та ытларах калаçма пуçларăмăр. Çакă ăнсăртран мар. Унччен ку ыйту пире хумхантарсах кайман. Халĕ вара пурте курса ĕненетпĕр: малашне те тавралăх çине кун пек пÿрне витĕр çеç пăхсан, экологи катастрофи патне çитсе тухасси те инçе мар. Çавăнпа та çĕнĕ полигона ĕçлеттерме тытăнни Муркаш районĕнче пурăнакан кашни çыншăнах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика