03 ноября 2009 г.
Каç пулчĕ, ачасем, килелле!
Октябрĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ республика прокуратурин пуçарăвĕпе çул панă «Чăваш Республикинчи административлă майпа правăна пăсни çинчен» Чăваш Республикин Саккунĕн 24-1 тата 33 статйисене улшăнусем кĕртесси çинчен» Чăваш Республикин Саккунне йышăнчĕ. Октябрĕн 19-мĕшĕнче ăна ЧР Президенчĕ Н. Федоров алă пусса çирĕплетрĕ. Мĕн çинчен пырать-ха çĕнĕлĕхсенче сăмах; Çакăнпа паллаштарма паян район хаçачĕн тĕпелне район прокурорĕн пулăшаканне Екатерина Николаевна КУЗЬМИНАНА чĕнтĕмĕр.
– Екатерина Николаевна, çĕнĕ саккунăн тĕп çĕнĕлĕхĕ мĕнре-ха;
– Çĕнĕ саккунăн тĕп никĕсĕ – çул çитмен çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстересси тата вĕсенчен çĕр-шывăн шанчăклă ăрăвне хатĕрлесси, çакăншăн ашшĕ-амăшĕсемпе çамрăксене воспитани парассипе яваплă пулса тăракансен ответлăхне ÿстересси.
– Саккунăн 24-1 статйинче ачана ăс-тăн, вăй-хал, психика, чун тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тĕрĕс-тĕкел аталанма ыйтакан требованисене пăхăнманни пирки пырать. Мĕнле çĕнĕлĕхсем пур кунта;
– Çĕнĕлĕхсем ачана тивĕçлĕ воспитани парассишĕн яваплă пулса тăракан кашни ашшĕ-амăшне тата çак ĕçе хăйсем çине илнĕ воспитательсене пырса тивеççĕ. 18 çул тултарман çамрăксене сексуаллă характерлă таварсем сутнă çуртсене, сăра-эрех ресторанĕсемпе барĕсене, алкоголь продукцийĕ çеç сутма пăхнă ытти суту-илÿ учрежденийĕсене тата ачасене ăс-тăн, вăй-хал, психика, чун тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕн-чен тĕрĕс-тĕкел аталанма чăрмантаракан вырăнсене кĕртнĕшĕн должноçри çынсене 1-3 пин тенкĕ, юридически лицосене 3-5 пин тенкĕ административлă штраф пама пултараççĕ.
– Çамрăксем ресторан-барсенче çеç мар, каç пулттипе урамсенче те нумай çапкаланса çÿренине асăрхама пулать.
– Ку тĕлĕшпе те йĕркесем çирĕпленеççĕ. 18 çул тултарман çамрăксен çĕрлехи вăхăтра обществăлла вырăнсенче, çав шутра стадионсенче, парксемпе скверсенче, обществăлла транспортсенче тата Интернет-салонсенче, саккуна пăсмасăр эрех-сăрапа суту-илÿ тума ирĕк пур обществăлла апатлану предприятийĕсенче тата ытти обществăлла вырăнсенче ашшĕ-амăшĕсемсĕр е вĕсене ылмаштаракан çынсемсĕр пулма юрамасть. Çак йĕркене пăсакан должноçри çынсене 1-3 пин тенкĕ, юридически лицосене 3-5 пин тенкĕ административлă штраф кĕтет.
Ачасене хутшăнтарса ирттерекен мероприятисене йĕркелекенсем маларах пăхăннă саккун йĕркисене пăхăнмасан, вĕсем тĕлĕшпе те саккунра пăхса хăварнă. «Тăрăшуллă» ашшĕ-амăшĕсемпе вĕсене ылмаштаракансене кун пек чух 100-500 тенкĕ административлă штраф кĕтет.
– Тавтапуç, Екатерина Николаевна, ăнлантаруллă калаçушăн. Çĕнĕ саккун çамрăксем хушшинче право йĕркине пăсассине те чакарма пулăшасса шанас килет.
– Эпир те çапла шутлатпăр. Ашшĕ-амăшĕсем те, çамрăксем те саккунри çĕнĕлĕхсене тивĕçлĕ ăнланса йышăнасса шанатпăр.
А. БЕЛОВ калаçнă.