03 ноября 2009 г.
Ача çуратакансене 190 сертификат панă
Çĕршыври халăх йышĕ тĕлĕшпе патшалăх тытса пыракан хальхи политика пачах çĕнĕ документ – ача çуратаканăн сертификатне пурнăçа кĕртрĕ. Асăннă программăн тĕллевĕ вăл – çие юлнă хĕрарăмсене ача çуратичченхи тата çуратнă тапхăрта медицина пулăшăвĕ парассин мелĕсемпе майĕсене палăрмаллах лайăхлатасси. Ку вăл медицина ĕçченĕсене экономика тĕлĕшпе хавхалантарнипе, ача çуратмалли патшалăх (муниципаллă) учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме хушма укçа-тенкĕ уйăрнипе çыхăннă. «Муркашри районти тĕп больница» муниципаллă сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче 2009 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ача çуратаканăн сертификатне 190 çынна панă.
Сертификат 4 тĕп пайран тăрать: корешокран (сертификат панине çирĕплетет); 1 " талонран (хĕрарăмсен консультацийĕнче панă услугăсемшĕн тÿлемелли); 2 " талонран (ача çуратмалли çуртра панă услугăсемшĕн тÿлемелли); 3 " талонран (çуралнă хыççăн ачана пĕрремĕш çул диспансеризацилессипе ача-пăча консультацийĕнче панă услугăсемшĕн тÿлемелли); ача çуратаканăн сертификатĕнчен хăйĕнчен (ача çуратичченхи тата çуратнă чухнехи тапхăрта медицина пулăшăвĕ панине çирĕплетет).
Медицина пулăшăвĕн услугисемшĕн ача çуратаканăн сертификачĕн талонĕсене кура тÿлеççĕ. Сертификата çие юлнă хĕрарăма хĕрарăмсен консультацийĕнче çие юлнин тапхăрĕ 30 эрнене çитсен параççĕ (пĕр ача кăна мар çуратнă чухне – 28 эрнене çитсен, вăхăт çитмесĕрех çуратнă чухне – маларах вăхăтра та, ача çуртмалли çуртран илнĕ информацие кура). Кунпа пĕрлех хĕрарăма çие юлнă май асăннă консультацире учета илни тата хыççăн 12 эрнерен кая мар амбулаторипе поликлиника тапхăрĕнче вĕçĕм пăхса тăни кирлĕ.
Обязательнăй медицина страхованийĕн страховани полисĕ е патшалăх пенси страхованийĕн страховани свидетельстви пулманни ача çуратаканăн сертификатне памалла маррин сăлтавĕ пулма пултараймасть. Сăмахран, харпăр хăйĕн лицевой счечĕн страховани номерĕ ĕçлекен граждансен кăна пур. МВД тата Раççей Оборона министерствин системинче ĕçлекенсен вара обязательнăй медицина страхованийĕ кирлĕ мар.
Çавна пĕлни те вырăнлă. Сертификата çуралакан ачана мар, çие юлнă хĕрарăма параççĕ. Çавăнпа та пĕр ача кăна çуралмасть пулсан та, сертификат пĕрре кăна пулать.
Ача çуратаканăн сертификатне ытти хăш-пĕр категорисене кĕрекенсем те илме пултараççĕ. Вĕсем хушшинче: ют çĕршывсенче çуралнă хĕрарăмсем (обязательнăй медицина страхованийĕн страховани полисĕ пулмалла); 14 çул тултарман хĕрарăмсем (çурални çинчен панă свидетельство тăратмалла); судпа айăпланисем тата ирĕкрен хăтарнисем (исправительнăй учреждени администрацийĕн сывлăха сыхлас ĕç патшалăх е муниципаллă учрежденине ирĕкрен хăтарнă çын кам пулнине çирĕплетекен паспорт е ытти документсенчи сведенисене тăратмалла).