Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Оперативлăхпа тимлĕх – малашне те

07 ноября 2009 г.

Оперативлăхпа тимлĕх – малашне те

Професси уявĕ яланах кĕтнĕ уявсенчен пĕри. Милици кунне уявлама тивĕçлисен вара нумай чух уяв та канăçсăр иртет. Ĕçĕ таçти ещĕке чиксе хумалли мар çав, оперативлăх ыйтать. Эпир те районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхне Евгений Иванович ПЛЕЧОВА редакцие уяв кунĕчченех чĕнме шутларăмăр.

– Евгений Иванович, Сире çитес професси уявĕпе саламлатпăр. Çакăнпа пĕрлех пирĕн ыйтусем çине те хуравлама ыйтатпăр.

Пур çĕрте те финанс кризисĕн витĕмĕ пирки калаçаççĕ. Сирĕн ĕç çине çак лару-тăру витĕм кÿмерĕ-и; Уяв умĕн иртнĕ 10 уйăхри кăтартусем кăмăла хăпартаççĕ-и;

– Саламшăн тавах. Уяв умĕнхи кăтартусем кăмăла питех хуçмаççĕ темелле пулĕ. Малтанах республикăра çак тапхăрта преступленисен хисепĕ 9,3 процент чухлĕ чакнине каласа хăвармалла. Пирĕн района илес пулсан вара пĕтĕмпе асăннă тапхăрта йĕркене пăснă 374 тĕслĕх тупса палăртрăмăр. Пĕлтĕр пурĕ 413 преступлени пулнине çирĕплетнĕччĕ. Çапла вара районта преступленисен хисепĕ иртнĕ 10 уйăхра пĕлтĕрхинчен 9,4 процент сахалрах.

Пирĕн ĕçе преступленисене уçса панă тăрăх хаклаççĕ. Пĕтĕмĕшле вĕсен 80,5 процентне (пĕлтĕр 78,7 процент) уçса пама пултартăмăр.

– Ытларах мĕнле преступленисем пулчĕç-ха районта;

– Ют пурлăха хапсăнса вăрă ĕçĕсем туни ытларах сарăлнă. 10 уйăх хушшинче çакăн пек 167 тĕслĕх пулчĕ. Автотранспорт хатĕрĕсене вăрлани, дача çурчĕсемпе хваттерсенчен, магазин склачĕсенчен пурлăх вăрланă тĕслĕхсем ытларах пулчĕç. Çакăн йышши преступленисене – вĕсем йывăррисен шутне кĕреççĕ – каçхи тата çĕрлехи вăхăтра тунипе йĕркене пăсакансене куракансем те çукпа пĕрех. Çапах та хальлĕхе вĕсенчен 65,8 процентне уçса пама май килчĕ. Ку кăтарту, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ÿсрĕ. Çакă оперативлă следстви ушкăнĕсем хыпар илсенех вырăнсене тухнипе те çыхăннă. Ĕç эффективлăхĕ ÿсни пире малашне ытларах оперативлăхпа тăрăшулăх кăтартма хистет.

– Граждансен хăш категорине кĕрекенсем хушшинче йĕркене пăсасси анлăрах сарăлнă;

– Кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче тунă преступленисене тишкерни вĕсене ытларах ниçта та ĕçлемен çынсем туни уççăн курăнать – пурĕ 167 преступлени. Маларах та йĕркене пăснисем çак çул çине тепре тăнине 100 тĕслĕх кăтартса парать. Ÿсĕрле йĕркене пăсни те сахал мар – 76 преступлени. Ушкăнпа тунă преступленисем ку таранччен 28 пулчĕç.

– Евгений Иванович, терроризмла тата экстремизмла характерлă преступленисем ан пулччăр тесе, наркотиксемпе тата хĕç-пăшалпа тăвакан саккунсăр суту-илÿ çаврăнăшĕпе кĕрешессипе шалти ĕçсен пайĕ мĕнлерех ĕçлесе пырать;

– Терроризмла тата экстремизмла характерлă, çавăн пекех наркотиксемпе тата хĕç-пăшалпа тăвакан саккунсăр суту-илÿ çаврăнăшĕпе кĕрешесси, профилактика ĕçĕсене туса пырасси пирĕн пайра пысăк пĕлтерĕшре. Ку енĕпе те тăрăшсах ĕçлетпĕр. Иртнĕ 10 уйăхра наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шучĕ çиччĕпе танлашрĕ. Хĕç-пăшалпа тăвакан саккунсăр суту-илÿ çаврăнăшĕпе кĕрешес ĕçре йĕркене пăснине 4 тĕслĕх тупса палăртрăмăр. Терроризмла тата экстремизмла характерлă преступленисем ан пулччăр тесе ют çĕршыв çыннисене, тĕрмерен таврăннисене тĕрĕслесех тăратпăр. Халăх нумай пухăнакан тĕрлĕ мероприятисенче йĕркене сыхлассипе ĕçлетпĕр.

– Обществăлла вырăнсенче хăрушсăрлăх енĕпе лару-тăру мĕнлерех;

– Обществăлла вырăнсенче çак тапхăрта 25 преступлени пулнă, вĕсенчен 73,7 процентне уçса панă. Çакă пĕлтĕрхи тапхăртинчен пысăк. Урамсенче вара пурĕ 11 преступлени тунине çирĕплетнĕ, вĕсене пурне те уçса пама май килчĕ. Шалти ĕçсен пайĕн обществăри хăрушсăрлăх милици уйрăмĕ умĕнче профилактика ĕçне вăйлатма тĕллев лартрăмăр. Çак енпе пурĕ 79 вăрă ĕçĕ пулнă. Тĕрлĕрен профилактика мероприятийĕсем, операцисемпе рейдсем пурĕ ку таранччен 324 ирттертĕмĕр. Вĕсенче вара административлă йĕркене пăснăшăн 5862 протокол çырма тиврĕ.

– Эсир ертсе пыракан пайăн ĕçĕ питĕ анлă, анчах та пирĕншĕн, пакунсăррисемшĕн, пур чухне те куçа курăнмасть. Акă паян пĕр хĕрарăм редакцие кĕрсе шалти ĕçсен пайĕн следстви уйрăмĕнче вăй хуракан А. Чернов следователе тав тăвасшăннине пĕл-терчĕ. Эсир вара уяв умĕн ĕçре хастарлăх кăтартакансене камсене асăнса хăварма пултаратăр;

– Пирĕн ĕçре хастарлăх тени пулмаллах. Пай сотрудникĕсем яваплăха туйса тăрăшаççĕ. Ятран асăнас пулсан вара эпĕ те следстви уйрăмĕнчен пуçлăттăм: уйрăма ертсе пыракан К.И. Петров юстици подполковникĕ, И. Васюхин, П. Павлов, Л. Рузмикина, А. Чернов, Ю. Ананьев, Л. Плечова, Е. Круглова. Çак коллективра, вăл çамрăк пулин те, следовательсем пĕр-пĕрне ăнланса, йĕрке-ллĕ, туслă ĕçлесе пыраççĕ. Криминаллă милици уйрăмĕн ертÿçи М.М. Мясников, обществăлла хăрушсăрлăх милици уйрăмĕн ертÿçи В.А. Григорьев ятран асăннине тивĕç. Çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмăн ертÿçи В.М. Максимов, уголовнăй шырав пайĕн оперуполномоченнăйĕ И.Г. Макаров, аслă эксперт-криминалист С.А. Иванов, оперативлă дежурнăй Н.М. Цветков, учетпа административлă ĕç инспекторĕ А.В. Кириллова, шалти ĕçсен пайĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн сотрудникĕ Ю.А. Васильев тăрăшулăхпа палăраççĕ.

– Ĕçре йывăрлăхсемсĕр пулмасть. Пулăшакансем тупăнаççĕ-и çакнашкал чухне;

– Малтанах манăн район пуçлăхне Ю.А. Иванова тата районти депутатсен Пухăвне тав тăвас килет. Вĕсем пире ăнланса вăхăтра пулăшса пыни яланах кăмăла çĕклет. Çавăн пекех районти икĕ райпо ертÿçисене Б.В. Андреевпа Л.П. Майкована та пирĕнпе килĕштерсе ĕçлесе пынăшăн тав тăватпăр. Тав сăмахĕ шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ ветерансен канашĕн ертÿçине Ю.Г. Соловьева та каламалла. Вăл яланах пирĕн ĕçпе интересленсех тăрать, шăнкăравлать, сĕнÿ-канаш пама ÿркенмест. Ĕçре пулăшу панăшăн отставкăри генерал-майора М.Ф. Киселева та пысăк тав.

– Уяв ячĕпе ĕçтешсене, ветерансене мĕн сунатăр;

– Пурне те – шалти ĕçсен пайĕнче халь вăй хуракансене те, йĕрке хуралĕн ветеранĕсене те, вĕсен çемйисене те – професси уявĕ ячĕпе ăшă кăмăлпа саламлатăп. Ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама сирĕн вăй-хăват çиттĕр, çирĕп сывлăх, ăнăçу пултăр. Çемйĕрсенче те тату пурнăçпа килĕшÿ сунатăп.

Пурне те самантпа усă курса ноябрĕн 10-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче 12 сехетре пуçланакан савăнăçлă мероприятие йыхравлатăп. Шалти ĕçсен пайĕн ĕç-хĕлĕпе паллашма тата хамăрăн сотрудниксен вăйĕпе хатĕрленĕ концерта курма хавас пуласса шанатăп.

Н. НИКОЛАЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика