07 ноября 2009 г.
Милици хроникинчен
Пĕр кунта – 4 виле
Пирĕн район территорийĕнчи федераллă М–7 трасса çинче иртнĕ уяв кунĕнче лăпкă пулман. Кăнтăрла 12 сехетре Хусана каякан çурма прицеплă машина хирĕçле çул çине тухса КамАЗа пырса çапать. КамАЗ водительне Шупашкарти больницăна ăсатаççĕ, унпа пĕрле ларса пынă 40 çулти хĕрарăм вара авари пулнă вырăнтах вилсе каять.
Сехет йĕпписем каллех 12-мĕш сехет кăтартнă чухне, хальхинче вара çĕрлехи вăхăтра, пирĕн районти шалти ĕçсен пайĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекци сотрудникĕсен каллех çак трасса çине усал хыпар илсе Ситуккасси ялĕ патне çитме лекет. Кунта – тепĕр авари. Чулхула еннелле каякан микроавтобус (6 пассажир пулнă) машинăсем хирĕç килекен çул çине тухса каять, фургонлă машинăпа вăйлах çапăнать. Аманнисене Муркашри тĕп тата Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан больницăсене леçеççĕ. Фургонлă машинăн водителĕ тата тепĕр икĕ арçын çакăнтах куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупаççĕ.
Çул çинчи тимлĕх пирки нихăçан та манас марччĕ, мĕншĕн тесен çакнашкал лару-тăрура пирĕнтен кашниех пулма пултарать.
Патронсем саккунсăр майпа упранă
Хĕç-пăшала, боеприпассене тата сирпĕтекен япаласене саккунсăр майпа упранăшăн айăпне Уголовнăй кодекспа палăртнă. Иртнĕ кунсенче шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем газ тата сунар пăшалĕсене мĕнле упранине тĕрĕслессипе Исетерккĕ ялĕнче пулнă. Пĕр кил хуçин сейфĕнче вара спортпа сунар винтовкин 48 патронĕ те тĕрĕслеве «кĕтнĕ» иккен. Халĕ ку тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарас ыйту тăрать.
Пичете районти шалти ĕçсен пайĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.