Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Катькасра – врач уйрăмĕ, Яракра – Культура çурчĕ

07 ноября 2009 г.

Катькасра – врач уйрăмĕ, Яракра – Культура çурчĕ

Катькасра – врач уйрăмĕ, Яракра – Культура çурчĕ

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче пĕтĕм Раççей халăхĕ хăйĕн çутă уявĕсенчен пĕрне – Халăх пĕрлĕхĕн кунне – паллă турĕ. Çак уяв Катькас ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакансемшĕн уйрăмах асра юласси вара никама та иккĕлентермест. Мĕншĕн тесен кунта уяв умĕн, ноябрĕн 3-мĕшĕнче, харăсах социаллă пĕлтерĕшлĕ икĕ объект хута кайрĕ. Мĕншĕн Халăх пĕрлĕхĕн кунĕпе çыхăнтармалла-ха çакна; Мĕншĕн тесен ку объектсене ытларах вырăнти халăх тăрăшнипе, спонсорсем пулăшнипе, пурте пĕрле пулса çине тăнипе ĕçе кĕртме пултарнă. Халăх пĕрлĕхĕ пулса тăмасть-и-ха вара çакă;

КАТЬКАС

Катькасра пурăнакан яш-кĕрĕмшĕн, ял çыннисемшĕн, уйрăмах тата ваттисемшĕн – паян кĕтнĕ самант. Кунта пурăнакансен тахçантанпах кĕтнĕ ĕмĕчĕ пурнăçланать – пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ хута каять. Унччен пулнă кивĕ çуртри врач амбулаторийĕнче сипленме çÿрекенсене хăтлă пулнă теме çук, тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ пама та майсем çитсех кайман. Нимĕнле майпа та пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн хальхи çуртне вара унчченхи кивĕ çурта юсаса тунă тесе калас килмест. Тул енчен илемлĕ, шалта ăшă, таса, хăтлă, сипленмелли пÿлĕмсенче йĕркелĕх хуçаланать. Анчах та хальхи вăхăтра нимĕнле ырлăх-пурлăх та хăй тĕллĕн пулмасть çав. Врач уйрăмне хатĕрлесе çитерсе хута ярас тĕлĕшпе строительсен те, ял çыннисен те, кунти медицина ĕçченĕсемпе вĕсен мăшăрĕсен те пĕр кун кăна мар вăй хума тивнĕ. Халĕ вара пархатарлă ĕçĕн результачĕ те куç умĕнче.

Пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов, «Моргаушавтотехсервис» предприяти директорĕ Л.Д. Дмитриев, «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин директорĕ Н.Г. Ванеркин, Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев, врач уйрăмĕнче вăй хуракансем, унччен кунта ĕçленисем, ял çыннисем йышлă хутшăнчĕç.

Хальхи экономика тĕлĕшĕнчи йывăрлăхсене пула çĕнĕ объектсем хута яма çăмăлах мар. Апла пулин те йывăрлăхсем тесе алă усса лармасан, пĕрле пулса кар тăрсан, майсем шырасан, мĕн шухăшланине пурнăçа кĕртме пулатех иккен. Çапла палăртрĕ район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов. Ырă ĕçре пулăшу паракансем хушшинче чăх-чĕп фабрикин директорĕ Н.Г. Ванеркин та, районти «Моргаушавтотехсервис» юсавпа техника предприятийĕн директорĕ Л.Д. Дмитриев та, ыттисем те. Строительство материалĕсемпе те, укçа-тенкĕ тĕлĕшпе те пулăшу кÿнĕ, çынсен сывлăхĕнчен хакли урăх нимĕн те çуккине ăнланса ĕçленĕ.

В.Г. Данилов каласа панă тăрăх, район территорийĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсене тăвас тĕлĕшпе 2002 çулта ĕçлеме тытăннă. Малтанах ăна Ярапайкассинче уçнă. Вăл республикăра та чи малти пулса тăма тивĕç пулнăччĕ. Халĕ вара Катькас тăрăхĕнче пурăнакансем патне те çакăн пек савăнăç çитрĕ.

Пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне хута яма 1 миллион тенкĕне яхăн укçа хывма тивнĕ. Йÿнех мар ĕнтĕ. Апла пулин те çакна çынсен сывлăхĕпе танлаштараймăн. Сывлăхран хакли нимĕн те çук вĕт-ха, ăна укçапа улăштараймăн. Халĕ вара çак объект хута кайнă май пĕтĕмĕшле профилактика мероприятийĕсем туса ирттерме, чирлисене вырăнтах квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ пама майсем ытларах.

«Сывлăх ĕçченĕсем эмелпе кăна мар, çепĕç чĕлхепе те сиплеççĕ»,– тесе палăртрĕ О.В. Тямина пенсионерка. Кунта вăй хуракансем пирки вара чылайăшĕ ырă сăмах каларĕ. Тивĕçлĕ пулăшу кирек хăçан та тупма пултараççĕ иккен кунта килекенсем. Ку специалист е тепри вырăнта çук, кăнтăр апачĕн вăхăчĕ тесе пăрăнса утмаççĕ, май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Врач уйрăмĕ хута кайнă май малашне вара çак пулăшу татах сумлăрах, витĕмлĕрех, усăллăрах пуласса шанас килет.

Уяв уявах ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне уçнă çĕре пурте тенĕ пекех парнепе килнĕ. Парнесем панă май вĕсем кунта вăй хуракансене сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕç. «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикин директорĕ Н.Г. Ванеркин куç пусăмне виçмелли 21 пин тенкĕ тăракан çĕнĕ прибор парнелерĕ.

Медицина ĕçченĕсем вара çынсен шанăçне тÿрре кăларма шантарчĕç.

ЯРАК

Чăвашсен çапла калани пур: «Хуйхă пĕччен килмест»,– теççĕ. Катькас ял тăрăхĕнче пурăнакансен вара пачах урăхла пулса тухрĕ. Савăнăç пĕччен килмест темелле пулĕ ноябрĕн 3-мĕш кунне. Катькасра çав кун пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ ĕçлеме тытăннипе пĕрлех Яракра çĕнĕ Культура çурчĕ хăйĕн алăкĕсене яриех уçрĕ. Халĕ вара Яраксемпе Карамалькассисен – хăйсен Культура çурчĕ.

Çын çăкăрпа кăна тутă пулаймĕ, теççĕ. Ку чăнах çапла. Çынна «чун апачĕ» те кирлех. Ялти çыншăн вара пĕрле пухăнмалли, курнăçмалли, концерт-спектакль пăхса савăнмалли, ытти массăллă тĕрлĕ мероприятисем ирттермелли вырăн вăл – Культура çурчĕ.

Культура çуртне хута яма çăмăл пулманни паллă. 13 çул кĕтнĕ çак хаваслă куна ял çыннисем. Кĕтнĕ кăна тени йăнăш пулĕччĕ. Вĕсенчен кашниех пĕрле пулса, кам мĕнле май килнĕ таран çак çурта хута ярассишĕн хăйĕн вăйне панă. Ял çыннисемех бетон блоксене те кÿрсе килнĕ, никĕсне те чавнă, стенисене те купаланă. Ăнланнă вĕсем: çын валли мар, хăйсем валли ĕçлеççĕ, хăйсен ачисемшĕн.

Пĕччен хулă хуçăлать, халăхпа вара темĕнле йывăр лава та вырăнтан хускатма пулать. Çакна паян Яраксенчен ытларах никамах та çирĕплетсе калама пултараймасть пулĕ. Ĕçсене кунта пĕтĕмпе тенĕ пекех чăвашсен ырă йăлине пăхăнса, ниме мелĕпе туса ирттернĕ. Çавăнпа та çак ĕçсен пĕлтерĕшне те кашниех хăйĕн чунĕпе туять.

– Вăрттăнлăх мар, хальхи вăхăтра культура тĕлĕшпе бюджет енчен пулăшу çителĕклех мар. Апла пулин те хăвăр çине ытларах шанса çакăн пек хăтлă Культура çурчĕ çĕклеме пултарнишĕн сире тав сăмахĕ кăна калама пултаратăп,– терĕ Ярак тăрăхĕнчи ял çыннисене район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов.– Хăв аллупа тунă япала яланах хаклă. Малашне те эсир культура вучахне хальхи пекех хăтлă та илемлĕ тытса тăрасса шанатăп. Халĕ ĕнтĕ артистсене, юрă-ташă ăстисене хăвăр пата чĕнсе савăнма майсем çук мар.

Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев та хăйĕн савăнăçне пытараймасть. Халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлни, тĕрлĕ ыйтусене пĕрле татса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальхи çăмăл мар вăхăтра та ял çыннисен пурнăçĕ малаллах аталанса пыни куçкĕрет. Ял тăрăхĕн территорийĕнче 3000 çынна яхăн пурăнать, 11 ял, Культура çурчĕсемпе клубсем 7, библиотекăсем 4, шкулсем 4, ача сачĕ. Вĕсене пĕтĕмпех пăхса тăрас пулать, юсав ĕçĕсене те туса ирттермесĕр май çук. Апла пулин те çĕнĕ объектсем хута яма вăй çитернине ырламалла кăна. Юлашки вăхăтра хута янă объектсем шутĕнче кăна Шомик ялĕнчи кафе, халĕ тата Катькасри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕпе Яракри Культура çурчĕ.

Ытти енĕпе те ял çыннисен пурнăç условийĕсем лайăхланса пыраççĕ. Çынсем нумаййăн пурăнманнине шута илсе унччен Охтикасси ялне газ кĕртмен пулнă. Халĕ вара ку ялта та пăрăхсем хурса хăварнă ĕнтĕ. Çывăх кунсенчех ял çыннисен килĕсенче те «кăвак çулăм» çунма тытăнĕ. Çĕнĕ урамсене электричество кĕртес, çулсем тăвас ĕçсем те вырăнта тăмаççĕ. Проектсене хатĕрлеççĕ ĕнтĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.Е. Андреева Яракра Культура çурчĕ хута кайнине çĕнĕ пÿрт уявĕпе танлаштарчĕ. Вăл вара çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем çуратма май парĕ, çĕнĕ чикĕсем çĕнсе илме хавхалантарĕ.

Культура çуртĕнче канма, вăхăта усăллă ирттерме ял çыннисем валли те, яш-кĕрĕм валли те пур условисем те çителĕклĕ. Тĕрлĕ кружоксен ĕçне йĕркелеме кабинет пур, кунтах куçса çÿрекен библиотека та ĕçлеме тытăнĕ. Халĕ тата ытти çĕртен пултарулăх ушкăнĕсене чĕнсе илнипе пĕрлех вырăнтах ташă-юрă ăстисен коллективне йĕркелеме май пур. Ĕçлеме кăна мар, ташă-юрă енĕпе те пултаруллисем ялсенчех çителĕклĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев Культура çуртне хута ярас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленисене – Культура çурчĕн директорне Р.Г. Замятина, вырăнти депутата А.В. Клопова, ытти нумай-нумай ĕçчене тав сăмахĕ каласа Тав çырăвĕсем пачĕ. Паллă ĕнтĕ, хăнасем, спонсорсем те асăннă уява пушă алăпа килмен.

Хальхи вăхăтра çĕнĕ Культура çурчĕ хута яма мар, унчченхисене тытса тăма та çăмăл мар. Çавăнпа та хăш-пĕр районсенче вĕсем тулли хăватпа ĕçлеймеççĕ, хупăнаççĕ. Яраксем вара тулли пурнăçпа пурăнас шухăшлă пулнине ырламалла кăна. Ахăртнех çавăнпах пулĕ Ярак ялне çав кун Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.М. Лизакова та килме кăмăл тунă. Вăл çĕнĕ культура вучахĕ чĕрĕлнĕ ятпа ял çыннисене ăшшăн саламласа тав сăмахĕ каларĕ, çынсем хăйсем пуçаруллă пулнин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ.

Культура ĕçченĕсем хăйсем ĕçлеме пултарнине тивĕçлипе çирĕплетеççĕ. Кăçал вĕсем культурăна аталантарас енĕпе тунă çитĕнÿсемшĕн республикăри конкурса хутшăнса 100 пин тенкĕ грант çĕнсе илме пултарнă. Унпа музыка оборудованийĕ туяннă. Апла пулсан малашне ÿсĕмсем татах сулмаклăрах пуласси иккĕлентермест.

Культура çуртне уçнине халалланă уява ял çыннисем йышлăн пухăнчĕç. Районти Культура çурчĕ çумĕнчи «Расна» эстрадăпа фольклор халăх ушкăнĕ вĕсене хаваслă концерт парнелерĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика