Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлашки çулсенче Муркаш сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Анчах...

28 октября 2009 г.

Юлашки çулсенче Муркаш сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Анчах...

– Шупашкартинчен пĕрре те кая мар кунта, – района килекен хăнасенчен час-часах илтме пулать çак сăмахсене. Анчах та çак тирпей-илем хăй тĕллĕн çÿлтен татăлса анманнине те лайăх пĕлеççĕ районта пурăнакансем: тирпей-илеме хамăрăнах тумалла. Çавăнпа та иртнĕ эне кун пулса иртнĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхсен район пуçлăхĕ çумĕнчи Канашĕн ларăвĕнче чи малтанах ялсене тирпей-илем кĕртес ыйтăва пăхса тухнинчен тĕлĕнме кирлех мар. Юлашки вăхăтра ялсем патĕнче çÿп-çап куписем пысăклансах пыни те ку ыйту районта çивĕч тăни çинчен калать. Вырăнсенче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ку тĕлĕшпе халăхпа ĕçлеççĕ-ха. Анчах та çынсем те тĕрлĕрен вĕт, çунтарма май пур япаласенех урама кăларса пăрахаççĕ: кун пеккисемшĕн килте тирпейлĕ пултăр, урамра мĕн йăваланса выртни пăшăрхантармасть вĕсене.

– Муркашра та пĕчĕк «свалкăсем» тĕл пулсах тăраççĕ. Сĕт-çу завочĕ патĕнче те пĕр вăхăт асăрхама пулатчĕ ăна. Малиновка вăрманĕнче икĕ «свалка» пулса ларчĕ, – тет Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин.

Проблемăна кунта çÿп-çап контейнерĕсем лартса парса татма тăрăшни те пуриншĕн те меллĕ мар иккен: Çĕньял Муркашра ял пуçне вырнаçтарнăскер патне акă пурин те çÿп-çапа унта сĕтĕрес килмест-мĕн.

Çÿп-çапа турттарнишĕн те чупса пырсах никам та укçа тÿлесшĕнех мар. Хамăршăн пĕтĕм ĕçе ыттисем тата тÿлевсĕр тусан камшăн япăх пулĕ. Анчах та хамăр ял тирпейлĕхĕшĕн хамăрах яваплине ăнланмаллах пирĕн. Кăçалхи декабрь уйăхĕнче районта çÿп-çап тăкмалли çĕнĕ полигон хута каймалла. Ялсенчи кирлĕ мар ăпăр-тапăра мĕнле турттармалла унта; Çак ыйту та айккинче юлмарĕ ларура. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тирпей-илем ыйтăвĕ хумхантарни савăнтарать.

– Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн машинисемпе турттарсанах вырăнлăччĕ. Ыттине вырăнсенче эпир йĕркелетпĕр. Çакăншăн укçине пуçтарнă пулăттăмăр, – теççĕ вĕсем.

Ларура Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Н.А. Шишкин çакна валли транспорт çителĕклĕ пулнине палăртрĕ. Чăнах та, çÿп-çапа ялсенчен ятарлă графика килĕшÿллĕн турттарни вырăнлă пулмалла. Николай Александрович ĕçсен тарифĕсене тăвассипе ĕçленине палăртрĕ. Палăртмалла, ăна халăха юрамалла тума тăрăшаççĕ кунта. Николай Александрович каланă тăрăх, çÿп-çапа уйрăм çынсем хăйсен машинисемпе те турттарма пултараççĕ. Машинăсем ĕç хыççăн дезинфекци витĕр тухĕç. Полигонра пĕтĕм ĕçе çирĕп контроллесе тăма палăртаççĕ. Кам, хăçан, ăçтан, мĕн чухлĕ çÿп-çап илсе килни йăлтах учетра пулать. Енчен те предпринимательсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа килĕшÿ туса ĕлкĕреймен пулсан, кунтах касса ĕçлĕ: çÿп-çапа тирпейленĕшĕн укçине тÿрех вырăнти кассăра тÿлеме май пулать. Николай Александрович полигон мĕнле йĕркепе ĕçлесси çинче тĕплĕн чарăнчĕ.

– Ялсем çÿп-çап айне пулни никамшăн та чыслă мар. Пирĕн пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме майсем те çите-лĕклĕ, кăмăл та пур, - терĕ район пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи В.Г. Никитин калаçнине пĕтĕмлетнĕ май.

Пĕрремĕш ыйтупа халăха шывпа тивĕçтерессине те пăхса тухрĕç. Ку тĕлĕшпе те районта татса памалли тупăнсах тăрать. Ку енĕпе Юнкă, Катькас, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсенчен тĕслĕх илмелли вара пур.

Чăннипех те, ял тăрăхĕсен паян мĕн тĕрлĕ ыйту татса памалла мар пулĕ.

– Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ялта йытă персе çÿрени килĕшÿллех мар пуль. Ку ĕçе пурнăçлакан уйрăм ушкăн йĕркелесен районта питĕ вырăнлă пулмаллаччĕ, – терĕ Юнкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.В. Ермаков кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйтăва пăхса тухнă май.

Выльăхсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци ертÿçи Н.С. Яковлев ку татса пама май пур ыйту иккенне палăртрĕ. Çавăн пекех вăл выльăхсен чирĕсемпе кĕрешессипе пирĕн район республикăра лайăххисен шутĕнче пулни, апла пулин те профилактика ĕçне куçран вĕçертме юраманни çинчен каларĕ.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхсен район пуçлăхĕ çумĕнчи Канашĕн ларăвĕнче ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика