28 октября 2009 г.
Хĕле хатĕр, ĕçлемелли те çук мар
Сивĕ хĕл кунĕсем те инçетре мар. Епле кĕтсе илеççĕ-ха 2009-2010 çулсенчи хĕл кунĕсене обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсем; Çак ыйту çине тулли хурав тупма район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Муркаш енре выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен пĕрлехи кунне ирттерчĕ. Çавăн чухне район администрацийĕн ответлă специалисчĕсем пĕрлешÿллĕ тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи пур фермăсенче те пулса курчĕç, хĕл умĕнхи лару-тăрупа тĕплĕн паллашрĕç. Çу кунĕсене «Хĕвел çÿлте – Пукрав инçе» тесе ирттернисемсĕр пуçне ыттисем тăрăшсах хĕле хатĕрленни паян куç умĕнче. Хĕл кунĕсенче те продукци илессине чакарас марри пирки шутлакансем паян та фермăсенче строительсемпе юсавçăсен бригадисене ĕçлеттереççĕ. Çакнашкал ÿкерчĕксене асăннă кун «Герой», «Оринино», «Свобода», «Ударник», «ВТМ», Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхсенче тĕл пулни кăмăла çĕклерĕ. Ку хуçалăхсен фермисенче строительсемпе юсавçăсем урайсем юсас, алăксем çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлетчĕç. Çак фермăсемпе сарайсене кĕрсе тухма та кăмăллă пулчĕ. Çав вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх пăхакансен пĕрлехи кунĕнче хĕл умĕн «алă уснисем» те куç умĕнчен айккинче юлмарĕç. Тĕслĕхрен, Чапаев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн фермисем. Кунта строительсем çуккипе тата ĕç йĕркелĕвĕ тивĕçлĕ шайра маррипе выльăх-чĕрлĕх тăмалли пÿлĕмсене юсас ĕçе пуçăнман та. Тислĕк кăлармалли оборудовани час-час ваннăран сарайсенчи санитари ыйтăвĕ те тивĕçлĕ шайра мар. Асăннă хуçалăхăн Отарккăри сĕт ферминче выльăхсене шывпа тивĕçтермелли система та япăхнăччĕ, транспортер йĕркеллĕ ĕçлеменрен сарай тислĕкпе тулса ларнăччĕ.
Фермăсенчи йĕрке вăл пĕр кунта тумалли ĕç мар. Çакна ăнланнă «Оринино», Ильич яч. хис., Суворов яч. хис., «Герой», «Восток» хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх фермисенче, юсав ĕçĕсене куллен туса тăрассине йĕркене кĕртнĕрен, шыв системипе тислĕк кăлармалли транспортерсем яланах йĕркеллĕ ĕçлеççĕ. Ку хуçалăхсен фермисене кĕме те кăмăллă. Выльăхĕсем таса та мăнтăр. Апла пулсан вĕсен экономики малалла кайнинчен те тĕлĕнме кирлех мар.
Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ – кулленхи укçа çăл куçĕ. Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче кашни ĕне пуçне вăтамран 10,2 кг сĕт сунă пулсан, «Свобода» хуçалăхра ку кăтарту 11, 6 кг. Çавăн пекех «Ударник», Ильич яч. хис., «Оринино», «Передовик» хуçалăхсенче те кашни ĕне пуçне 11 килограма яхăн сĕт сăватчĕç. Сăвăм пĕчĕкрех хуçалăхсем: «Хлебороб», Чапаев яч. хис., Е. Андреев яч. хис., «Восток».
9 уйăхра районĕпе 1141,3 тонна аш-какай туса илни, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 71 процент кăна. Çак вăхăтра пĕтĕмпе сунă 7201 тонна сĕт те иртнĕ çулхин 89,5 проценчĕ çеç пулать. Çакă çитес хĕл кунĕсенче ответлăрах ĕçлеме ыйтать. Ăна валли выльăхсене тулли рационпа тăрантарассине йĕркелемелле, çитмен апата паянах фермăсем çывăхне турттарса хумалла, шартлама сивĕсем çитиччен юсав ĕçĕсене вĕçлеме тăрăшмалла.
Т. АЛЕКСЕЕВА,
ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ.