Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эфирта – наци радио

24 октября 2009 г.

Эфирта – наци радио

Чăваш наци радио ĕçлеме пуçланине ял çыннисем хапăлласа йышăнчĕç.

Çĕнĕ радио передачисене ирхи 6 сехетрен пуçласа 23 сехетченех итлеме пулать. Радиоприемнике 105 Fm хумсем çине çавăрмалла çеç. Е тата влаç органĕсен официаллă порталне (www.cap.ru.) кĕмелле.

Чăваш наци радио пирки уйрăм çынсен шухăш-кăмăлне пĕлме тăрăшрăмăр.

Л. ТАРАСОВА, район администрацийĕн пай ертÿçи:

– Чăнах та, наци радио ĕçлеме пуçланине эпĕ тулли кăмăлпа йышăнтăм. Вырăнсене тухсан яланах ял çыннисем: «Хăçан чăваш радио ĕçлеме пуçлать;»- тесе ыйтатчĕç.

Радио халăха яланах çывăх пулнă. Ялти кашни килтех репродукторсем çакăнса тăратчĕç. Халĕ передачăсем хумсем урлă килеççĕ. Çавна май приемниксем кирлĕ. Çынсене кун пирки анлăрах ăнлантарсан наци радионе итлекенсен йышĕ палăрмаллах ÿсессе шанатăп.

Манăн ытларах ял çыннисен пурнăçĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа паракан передачăсем итлес килет.

Н. НИКОЛАЕВА, çамрăк специалист:

– Наци радио передачисем мана килĕшеççĕ, çăмăллăн итленеççĕ. Кăткăс ыйтусене те ăнланмалла чĕлхепе каласа пама тăрăшни сисĕнет.

Август уйăхĕнче аслă шкулсем çинчен передачăсем эфира тăтăш тухрĕç. Вĕренме кĕрекен çамрăксене вĕсем пысăк пулăшу кÿчĕç тесе шутлатăп.

Çамрăксем тенĕрен, наци радио вĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрать. Манăн паянхи яш-кĕрĕме шухăша яракан передачăсем эфира кăларма сĕнес килет. Вĕсене хăйсен çул-йĕрне тупма пулăшмалла, ума çирĕп тĕллевсем лартма вĕрентмелле.

В. ФЕДОРОВ, Муркаш лицейĕнчи истори учителĕ:

– Наци радио эфира тухни - питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çак ĕçе маларахах тумалла пулнă.

Шел, пур çĕрте те тытма çук унăн передачисене. Лицейра, ялта итлетĕп эпĕ ăна. Анчах киле ансан итлеме çук. Радиоприемник те улăштарса пăхрăм, усси пулмарĕ.

Чăваш историн, культурин ыйтăвĕсене анлăрах хускатма ыйтас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика