24 октября 2009 г.
Укçа шута юратать, тесе тăрăшаççĕ кунта
Ял хуçалăх аталанăвĕ çине темĕнле пăхсан та, хресчен ыранхи куна пăхса пурăннине айккинелле сирсе хăварма çуках. Уяр çанталăк-и е пĕлĕтлĕ кун – ĕçлекеншĕн çул уçă. Çав вăхăтрах пурнăçлама пултарайман ĕç пирки хĕрсе кайсах калаçакансем пирки ĕмĕртен пуш параппан çапакан тесе хакланă. Çак каларăш пурнăçра чылай чух тÿр килсе пырать пулсан та, “Свобода” ял хуçалăх производство кооперативĕ-ăратлă выльăх заводĕнче каланине ĕçпе çирĕплетесси – кун йĕркинчи çирĕп йăла. Вуншар çул пырать вăл, çĕр-шыври политикăпа экономикăн нихăш хумĕ айне те пулман. Мĕнре-ха сăлтавĕ; Çак ыйту çине иртнĕ юн кун, октябрĕн 21-мĕшĕнче, обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсемпе районти пĕрлĕх кунне ирттернĕ май «Свобода» хуçалăхра хурав шыраса тупрăмăр. Халĕ унпа вулакансене паллаштаратпăр.
“Свобода” хуçалăх район аталанăвĕнче хăйне евĕр вырăн йышăнать: тыр-пулăн пысăк репродукциллĕ вăрлăхне хатĕрлекен хуçалăх пулнипе пĕрлех Кашмашсемпе Çатракассисем вуншар çул ĕнтĕ ăратлă выльăх ĕрчетессипе ĕçлеççĕ. Тÿрех каламалла, ăнăçусăр та мар. Ăçта-ха никĕсĕ; Çак ыйтăвăн хуравне хуçалăхра чунне парса ĕçлекен кашни ĕçченех ăнланать.
Хуçалăхра ăратлă выльăхпа ĕçлесси – вуншар çул пыракан ĕç. Малашлăха пăхса вăй хунă атте-асаттесем 1963 çултах хуçалăхра ăратлă выльăх ферми тытма пуçланă. 1977 çулхи августăн 29-мĕшĕнче унăн никĕсĕ çинче сыснасемпе ĕçлеме ăратлă завод статусне илнĕ. 1988 çултанпа хуçалăх ĕнесен ăратлăхĕпе те ĕçлет. Вуншар çул ăратлăх ĕçĕпе тĕллевлĕ ĕçленĕрен ÿсĕмсемсĕр те мар. Çирĕплетсех каламалла, çĕршывăмăрăн йывăр экономика лару-тăрăвĕнче те кунта ăратлăх ĕçне хăй еккипе яман. Çакна малалла илсе кăтартакан ÿсĕмсем те çирĕплетеççĕ.
2003 çулта Кашмашсем Раççейри чи ăнăçлă 100 ăратлăх завочĕн йышне кĕнĕччĕ (76-мĕш вырăн), ăратлă сыснасен “Свободовский” тĕсĕн патент хуçисем пулса тăнăччĕ. Ăнăçусем пирки каланă чух иртсе пыракан ял хуçалăх çулне палăртмасăр та иртме çук. Чăваш Республикин шайĕнче пулнă ăратлă выльăхсен 5-мĕш выставкинче «Свобода» хуçалăхăн селекци ÿсĕмĕсене уйрăмах пысăка хурса хакларĕç: Кашмашсен пысăк шурă сысна ăратин вырăнта кăларнă «Свободовский» тĕслĕ элита класлă ами ( 261 кг таякан 168 см тăршшĕ амана 8 хутчен çăвăрлаттарнă, кашнинчех вăтамран 14-шар çура илнĕ) çурисемпе пĕрле асăннă ăратăн сысна аçи тата çак ăратăн асăннă тĕсĕнчи çамрăк сысна аçисен ушкăнĕ 1-мĕш степеньлĕ дипломсене тивĕçнĕччĕ. «Свобода» хуçалăхран выставкăна илсе тухнă ĕне те 2-мĕш степеньлĕ диплома илни хуçалăхра ăратлăх ĕçне тивĕçлĕ шайра туса пыни пирки калать. Çакнашкал ÿсĕм алă усса ларманнипе пулнине куртăмăр та эпир выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кунне ирттерме асăннă хуçалăха çитсен. Каламалла, çак кун хуçалăхри обществăлла выльăх-чĕрлĕх пăхакансен хăйсен те пĕрлехи кунччĕ: вĕсем пĕрле пулса 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене тишкерсе тухрĕç, хĕл кунĕсенчи ĕç тĕллевĕсене палăртрĕç, ĕçре хастарсене чысларĕç. Пĕтĕм тĕнчери экономика кризисĕнче те хуçалăх ĕçченĕсем йывăрлăхсем умĕнче пуç усманни кунта малашлăха пăхса ĕçлени çинчен калать.
– «АПКна аталантарасси» наци программи выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ ытларах туса илессине тĕллеве хурать. Çакăнта выльăх кĕтĕвне ÿстересси тата çĕнĕ технологисене алла илесси, продукци илессине ÿстересси мала тухать. Масштаблă çак ĕç хуçалăх экономикине те тÿрремĕнех пырса тивет. Çакна выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсем ăнланаççĕ, ответлăха туйса вăй хураççĕ, – терĕ уйрăм ĕçченсен ĕç кăтартăвĕсем çинче чарăнса хуçалăхра ăратлăх ĕçне тивĕçлĕ шайра тытса пыма пысăк вăй хуракан зоотехник-селекционер, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нина Михайловна Чаплина.
Хуçалăхри выльăх отраслĕнче вăй хуракансемшĕн тĕллевсем паллă. Вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн вара ĕçлемелле те ĕçлемелле. Пĕр кунхи ĕç пулмалла мар çакă. Кашмашсемпе Çатракассисен çакнашкал шухăшлав пулнă, пур, пулать те. «Хамăр ĕçлемесен пире никам та çÿлтен пăрахса памасть», – теççĕ вĕсем малашлăха тинкерсе.
Выльăх кĕтĕвĕ пирки. Сахал выльăхпа ытларах продукци илме çук. Çакна асра тытса выльăх кĕтĕвне май пур таран ÿстерсех пыма тăрăшаççĕ кунта. Паян хуçалăх фермисенче мăйракаллă шултра выльăхсем 789 (вăл шутра 291 пуç ĕне), сыснасем 1697 пуç. Хуçалăхра обществăлла выльăх фермисем тăваттă: сĕт фермисем иккĕ, сысна ферми пĕрре тата Йÿтĕркассинчи вăкăр ферми. Вĕсенче çĕнĕ технологисемпе усă курнăран ĕçлекенсем çитсе пыраççĕ. Анчах малалла пăхса ĕçленĕ май хуçалăх правленийĕ çакăнпа лăпланмасть: кăçал çеç хуçалăхра сыснасем самăртмалли çĕнĕ технологипе хатĕрленĕ сарай хута кайнă. Паян кунти ĕçсене вунă çул ытла йĕркелесе пыракан Андрей Белов ĕçри хастарлăхпа пуçарулăхшăн Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ те пулнăччĕ. Вăл пăхакан ушкăнри сыснасем иртнĕ çулхи тăхăр уйăхра талăксерен 430 грамм ÿт хушнă пулсан, кăçалхи кăтарту – 539 грамм. Каласа хăвармалла, Кашмашри мăйракаллă шултра выльăхсен ферминчи кăçалхи вăтам ÿт хушаслăх 902 грамм пулсан, Йÿтĕркассинче – 883 грамм. Ку кăтартусем иртнĕ çулхинчен самай сумлăрах. Хуçалăхра пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм 3317 килограмм пулсан, Кашмашсен кăтартăвĕ – 4117 килограмм (пĕлтĕрхинчен пĕр тонна ытларах). Çакă хуçалăх экономикине тĕреклетме пулăшать те.
Хуçалăх экономики çине çитнĕрен. Укçа шута юратнине ĕçпе çирĕплетекен Кашмашсемпе Çатракассисем кăçал пурĕ 219 пăру, 3441 çура илнĕ, 965327 килограмм сĕт сунă, ăратлă сыснасене 202 пуç, 2 ăратлă вăкăр реализациленĕ. Фермăра ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 6-7 пин тенкĕпе танлашать. Паянхи куна фермăсене хĕле валли юсаса çитернĕ, сарайсене шуратнă тата дезинфекциленĕ. Тислĕк тухсах тăрать. Çавăнпа сарайсенче таса та тирпейлĕ. Выльăхсем патне шыв пырсах тăрать.
Çу кунĕсенчех хĕл сиввисем пирки шутланăран хуçалăхра 953 тонна утă, 2589 тонна силос, 400 тонна улăм, 446 тонна выльăх кăшманĕ янтăланă. Кунĕпех уçă сывлăшра тăракан ĕнесен рационĕ те чухăн мар: ĕне пуçне вăтамран 15 кг силос, 10 кг кăшман, 3 кг утă, 3,5 кг çăнăх тивет.
– Çак кăтартусенчен чакмăпăр. Хĕл кунĕсем пирĕншĕн хăрушă мар, – терĕ ферма тăрăх çаврăннă май Кашмашри сĕт фермин заведующийĕ Ю. Петровский.
Хĕле хатĕрри ырă шанăç çуратать. Çапла пултăрччĕ те.
Анатолий БЕЛОВ.