Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккун вăл пуриншĕн те пĕрре

24 октября 2009 г.

Саккун вăл пуриншĕн те пĕрре

Паянхи рубрикăна РФ прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн ЧР следстви управленийĕн Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕн аслă следователĕ, 3-мĕш класлă юрист Евгений Юрьевич Григорьев ертсе пырать.

100 тенкĕ парас тенĕшĕн

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче Мăн Сĕнтĕрте кăнтăр республика çынни районти шалти ĕçсен пайĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн сотрудникне 100 тенкĕ взятка пама тăнине вуласа пĕлнĕччĕ. Çав ĕç мĕнпе вĕçленчĕ-ши;

В. ВАСИЛЬЕВА.

Сентябрĕн 29-мĕшĕнче Мăн Сĕнтĕрте Ф. Суфиев водитель (1983 çулта çуралнăскер) патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн сотрудникне 100 тенкĕ взятка пама тăни чăнах та пулнă.

Таджик Республикинче çуралнă, халĕ Шупашкар районĕнче пурăнакан арçыннăн машинине тĕрĕсленĕ чух административлă йĕркене тата çул-йĕр правилисен 7.5 пунктне пăснине тупса палăртнă. Инспектор протокол çырма пуçăнсан вара çак водитель, протокол çыртарас мар тесех, сĕтел çине 100 тенкĕ хурса панă.

Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 291 статйин 2 пайĕнче кăтартнă преступлени яр уççăн курăнать. Çапла вара ку тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарнă.

Вĕлерессипе хăратнă

Пирĕн ялти магазинта сентябрь уйăхĕнче пĕр хăрушă ĕç пулса иртнĕччĕ. Пĕр ÿсĕр арçын каçалапа унта пуртăпах хăратма пуçланине пĕлетпĕр. Ăна мĕнле те пулин айăпланă-ши;

Ярапайкассинче пурăнакансем.

Сентябрĕн 10-мĕшĕнче Ярапайкассинчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕнче кунашкал тĕслĕх пулса иртнĕ. Каçхи 7 сехет тĕлĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн дознавателĕ О. Воробьева магазин заведующийĕнчен унти сутуçăсене ÿсĕр И. Чернов вĕлерессипе хăратни çинчен хыпар илет. Часах унта çитет. Магазинта чăнах та И. Чернов, ÿсĕрскер, сутуçăсене пуртăпа сулласах вĕлерессипе хăратнине курать. О. Воробьева хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçласа малтанах арçынна сăмахпа каласа асăрхаттарать. Арçын вара О. Воробьева районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ пулнине пĕлсех ăна та пуртăпа вĕлерессипе хăратма пикенет.

Çак ĕç пулнине свидетельсем те çирĕплетсе пачĕç. Следстви И. Чернов Уголовнăй Кодексĕн 318 статйин 1 пайĕнче тата 319 статйинче çырса панă преступленисене тунине кăтартса пачĕ. Апла пулсан явап тытасси те юнашарах.

Хĕре чыссăрланăшăн

Çулла Мăн Сĕнтĕрти малтан ача сачĕ пулнă çуртра пĕр киревсĕр ĕç пулнă тесе таврара нумай калаçрĕç-ха. 20 çулхи каччă çамрăк хĕре чыссăрланă тени тĕрĕсех-и;

С. ИЛЬИНА.

Ку ĕç Мăн Сĕнтĕрте чăнах та пулнине тĕпчессипе малтанхи следстви ĕçне Л. Давлетшин следователь ирттерчĕ.

Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан 1989 çулта çуралнă И. Иванов çĕрлехи 1-мĕш сехетре хĕре ирĕкĕсĕрех малтан ача сачĕ пулнă çурта сĕтĕрсе кĕнĕ. Хĕре хĕнесе тата вĕлерессипе хăратса чыссăрланă. Хыççăн каччă мăшкăл тÿснĕ хĕре Советская урамри 17-мĕш çурт çумĕнчи хушма çурта илсе каять. Хĕре тимĕр татăкĕ тытса вĕлерессипе хăратать, киревсĕр ĕçе тата тепĕр хут пурнăçлать. Çак тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕçе октябрĕн 14-мĕшĕнче Муркашри район судне тăратнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика