Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çула – чи шанчăклă юлташпа

23 октября 2009 г.

Кашни çула – чи шанчăклă юлташпа

Кашни çула – чи шанчăклă юлташпа

Раççей Федерацийĕн тата Мари Эл Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченне Арсений Арсеньевич Яйцова пирĕн районта аван пĕлеççĕ. Сентябрь-октябрь уйăхĕсенче вăл Муркаш тăрăхĕнче ыр кăмăллăх концерчĕсем ирттерчĕ. Муркаш больницинче иртнĕ концерт хыççăн вара юрăçпа курса калаçма та май килчĕ.

– Арсений Арсеньевич, эсир Муркаш тăрăхĕнчи çынсене илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарма пĕрремĕш çул мар килетĕр ĕнтĕ. Ыр кăмăллăх концерчĕсемпе кÿршĕ республикăна килесси ăçтан пуçланчĕ-ха;

– Эпĕ 11 çул ĕнтĕ çакнашкал концертсемпе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пулатăп. Шутласа пынă тăрăх, 2244 ыр кăмăллăх концерчĕ пама ĕлкĕртĕм çак тапхăрта. Муркаш районне вара пĕрремĕш хут П.П. Давыдов чĕннипе килнĕччĕ. Вăл ертсе пыракан «Ударник» тата пирĕн республикăри Г. Захаров ертсе пыракан «Волга» хуçалăхсем туслă çыхăну тытатчĕç. Çапла çул хыврăм та Чăваш Республикине.

– Эсир концертсене уйрăм коллективсем умĕнче те лартатăр вĕт-ха. Хальхинче пирĕн районта юрăсене камсем умĕнче шăрантартăр-ха;

– Эпĕ Мăн Сĕнтĕрти, Каршлăхри, Йÿçкассинчи ваттисемпе инвалидсем пурăнакан çуртсенче пултăм. Районти больницăсенче, хăш-пĕр ача сачĕсемпе шкулсенче, пушар чаçĕнче те... Пĕтĕмĕшле илсен вара эпĕ хамăн тăван республикăра та, Чулхула облаçĕнче те, Пушкăртра та час-часах пулатăп.

– Ют çĕршывсенче вара;

– Акă август уйăхĕнче Серби çĕршывĕнче концертсемпе пулнăччĕ. Икĕ художникăн фотовыставкине йĕркеленĕ çĕре хутшăнтăмăр. Белград хулинчи тĕп библиотекăра, хулан урамри сценисем çинче, унти патшалăх телевиденийĕпе тÿрĕ эфирта юрлама та тÿр килчĕ çавăн чух.

Пурĕ вара ку таранччен 1982 çултанпа хамăн чи шанчăклă юлташпа – Чулхула облаçĕнчи Пичугин маçтăр ăсталанă купăспа – концертсемпе 14 çĕршывра пултăм: Кипр, Мальта, Болгари, Эстони, Греци, Итали, Турци тата ытти çĕршывсенче те.

– Раççейри тĕрлĕ регионсенче паллă çынсемпе пĕрле сцена çине те пĕрре мар тухнă пулĕ эсир;

– Вăл та пулнă. Сăмахран, Татьяна Овсиенко, Александр Буйнов, Михаил Боярскипе концертсенче пĕр сцена çинче юрланă. Эпĕ купăс каланипе кам кăна ташламан пулĕ. Хăй вăхăтĕнче В. Терешкова летчик-космонавт, В. Жириновский, Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров, Тутарстан Президенчĕ М. Шаймиев, Мари Эл Республикин Президенчĕсем (улшăнса пынă майăн), «Аншлаг» программăна йĕркелекен пародистсемпе Регина Дубовицкая, Пушкăрт Республикин Президенчĕ М. Рахимов тата ытти нумай паллă çынсем те. Акă Людмила Зыкина ташлани те аса килчĕ, Мускаври тĕрлĕ ют çĕршыв посольствисенчи концертсем те... Питĕ нумай пулнă вĕсем.

– Чăвашсем вара ытти халăхсенчен мĕнпе уйрăлса тăни сисĕнет сире;

– Ялта-и, хулара-и, фермăра-и, тăлăх ачасен çурчĕсенче-и – концертсем кирек хăш вырăнта иртнĕ пулсан та, чăвашсем яланах ăшшăн кĕтсе илсе çав туйăмпах ăсатса яма пултарни питĕ килĕшет. Сирĕн республика президенчĕ те, Мукаш район пуçлăхĕ Ю. Иванов та, ун умĕн çак ĕçе пурнăçласа пынă В. Вязов пирки те çакнашкал ырă сăмахсене калама пултаратăп. Сирĕн район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçине А. Андреевана та кунта манăн концертсене йĕркелеме пулăшнăшăн тав сăмахĕ калас килет. Пурне те тăнăç пурнăç, сывлăх сунатăп. Пирĕн халăхсем – кÿршĕсем – авалтанпах туслă пурăннă. Çак туслăх вара малалла нумай-нумай çулсене тăсăлтăрччĕ. Концертсене те çакна шута хурса ирттеретĕп.

– Купăспа каласси, юрласси ăнсăртран пуçланман пулĕ-ха;

– Манăн атте купăсçă тата тракторист пулнă, анне вара çармăс юррисене питĕ илемлĕ юрлатчĕ. Улахсенче, ларма каçсенче вăл яланах юрă пуçлаканĕ пулнă. Манра та вĕсен ырă енĕсем, пултарулăх пулнишĕн эпĕ вĕсен умĕнче пуç таятăп. Пурнăç тăршшĕпе хама вĕрентнĕ преподавательсене те тав сăмахĕ калатăп. Эпĕ юрă-кĕвĕпе нихăçан та уйрăлман, салтакра пулнă чухне те. Атăлçи çар округĕнчи çар оркестрне илнĕччĕ мана. Хальхи вăхăтра «Шанавыл» («Радуга») халăх фольклор ансамблĕн аккомпониаторĕ пулса ĕçлетĕп. Кашни кунах çынсене ырă тунипе савăнтарасчĕ тесе тăрăшатăп.

– Тавах сире интереслĕ калаçушăн.

Н. НИКОЛАЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика