Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыншăн ĕç тĕп вырăнта пулма тивĕç

21 октября 2009 г.

Çыншăн ĕç тĕп вырăнта пулма тивĕç

Ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ яланах çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнă. Тĕнче экономикинчи хальхи тăнăç мар лару-тăру тапхăрĕнче вара вăл татах çивĕчленчĕ. Унччен йĕркеллĕ ĕçленĕ предприятисен продукци туса кăларасси чакать, хăш-пĕр предприятисем пачах хупăнаççĕ, ĕç вырăнĕсем пушанаççĕ, ĕçсĕрлĕх шайĕ ÿсет.

Çак кунсенче район хаçачĕн сотрудникĕ районти ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçипе Тамара Афанасьевна АНТОНОВАПА тĕл пулнă, районти ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕсене уçăмлатма ыйтнă.

– Тамара Афанасьевна, районти ĕç рынокĕнчи паянхи лару-тăрупа паллаштараймăр-ши;

– Кăçалхи январь–сентябрь уйăхĕсенче ĕçе вырнаçас ыйтупа пирĕн центра 1338 çын килчĕ. 2008 çулхи çак тапхăрта ку хисеп 804 çынпа танлашнăччĕ.

Ĕç шыракансенчен 28,3 проценчĕ ĕçрен хăйсен ирĕкĕпе е икĕ енĕ те килĕшнипе тухнă. Çынсен 4,3 проценчĕ штатсене чакарнипе ĕçсĕр тăрса юлнă. Ĕçпе тивĕçтерекен центра пынисенчен 46,9 проценчĕ – 14–18 çулсенчи çул çитмен граждансем. Вĕсем вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлеме кăмăл тăваççĕ. 3,5 процент – шкулсенчен тата професси вĕрентĕвĕн заведенийĕсенчен вĕренсе тухнисем, ĕçлеме тытăнманнисем. Уйрăмах социаллă хÿтлĕхе тивĕçнисем 17 процент шутланаççĕ. Кунта нумай ачаллă тата ачисене пĕччен пăхса ÿстерекен ашшĕ-амăшĕсем, инвалидсем, ирĕкрен хăтарнă вырăнсенчен таврăннисем, пенси çулне çитсе пыракан граждансем, çар службинчен таврăннисем тата ыттисем кĕреççĕ.

Ĕç шыракансенчен 56 процентне яхăн – хĕрарăмсем. 16 – 29 çулсенчи çамрăксем 57 процент шутланаççĕ.

Иртнĕ тăхăр уйăхра 582 çынна ĕçсĕррисен шутне кĕртсе регистрациленĕ. 581 çынна вара ĕçсĕррисен шутĕнчен кăларнă. Вĕсенчен 336 çынна (57,8 процент) ĕç тупса панă, 54 çынна (9,3 процент) професси енĕпе вĕренме янă, 9 çынна (1,5 процент) ĕç пенсийĕ пама тытăннă, ытти сăлтавсемпе учетран кăларнисем 182 çын (31,4 процент).

2009 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен центрта 145 çын учетра тăнă. Ĕçсĕрлĕх шайĕ экономика тĕлĕшпе активлă çынсен 0,66 проценчĕпе танлашать.

– Республика Министрсен Кабинечĕ иртнĕ çул йышăннă «2009 çулта Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерессипе хушма пулăшу парасси çинчен» тĕллевлĕ республика программине çирĕплетесси çинчен» йышăнăвне, Чăваш Республикинче пурăнакансене 2007 – 2010 çулсенче ĕçпе тивĕçтерессипе йышăннă ведомство тĕллевлĕ программине пурнăçласа мĕнле ĕçсем туса ирттерме май килчĕ-ха;

– Çавна палăртса хăварнă пулăттăм. Тĕллевлĕ ĕçлесе пынин усси çук мар. Сентябрь уйăхĕнче районта ĕçсĕр юлнă граждансен йышĕ ÿссе пырасси чарăнчĕ. Асăннă программăсене пурнăçа кĕртсе пынă май 2009 çулхи январь–май уйăхĕсенче 1031 çынна ĕç тупса патăмăр. Вăл шутран ĕç паракансем заявлени панă вакансисемпе 694 çынна ĕçе вырнаçтарнă, 111 çынна обществăлла ĕçсене янă, ĕç тупассипе уйрăмах йывăрлăхрисене 3 çынна вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ. 14 – 18 çулсенчи çул çитмен çамрăксене ĕçпе тивĕçтересси çине те тимлĕх уйăратпăр, вĕсем вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлесе илме пултарччăр тетпĕр. Кун пеккисене 628 çынна вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса панă.

– Чылай чухне çынсем хăйсем илнĕ профессипе ĕç вырăнĕ тупайманни палăрать. Ку ыйтăва епле татса паратăр;

– Кун пек чухне çынна тепĕр професси илме пулăшасси, квалификацие ÿстерме майсем туса парасси тĕп задачăсенчен пĕри пулса тăрать. Иртнĕ тапхăрта çапла майпа ĕçсĕррисен шутĕнчи 54 граждана вĕренме ятăмăр. Иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен ку вăл 22,7 процент нумайрах. Отчетлă тапхăрта 52 çын вĕренĕве вĕçленĕ, вĕсенчен 51-шĕ ĕçе вырнаçма пултарнă е тупăшлă вырăн тупнă.

3249 çынна профориентаци услугисемпе тивĕçтертĕмĕр. Вăл шутран 32,9 процентне профинформаци панă, 65,4 проценчĕ профконсультаци илме пултарнă, 1,7 процентне професси пĕлĕвĕ илме вĕренме яриччен професси тĕлĕшпе суйласа илнĕ.

Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе хушма пулăшу парассипе йышăннă тĕллевлĕ программăсемпе палăртнă мероприятисене пурнăçланă май 2009 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1157 çынна çакăнта явăçтарнă. Ку вăл çулталăклăха палăртнă çынсен хисепĕн 157,8 проценчĕ пулать.

Кунпа пĕрлех районти ĕçпе тивĕçтерекен центрăн специалисчĕсен ĕç ушкăнĕ вырăнти самоуправлени органĕсемпе пĕрле ĕçсĕр юлнă 4 çыннăн хăйсен ĕçне йĕркелесси пирки бизнес-планĕсене пăхса тухса ырланă. Вĕсене палăртнă укçа-тенкĕне уйăрса панă та ĕнтĕ.

Юлашкинчен çавна каласа хăварасшăн. Ĕçлес текен çын кирек хăçан та пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пултарать. Эпир вара вĕсене ку тĕлĕшпе пур енлĕн пулăшу пама яланах хатĕр.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика