Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланчĕ

21 октября 2009 г.

Хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланчĕ

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса хĕллехи тапхăра кĕтĕмĕр темелле. Районти пурăнмалли çурт-йĕре, шкулсене тата шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене, предприятисемпе организацисене, административлă çуртсене ăшă пырса тăма тытăнчĕ. Çавна май район хаçачĕн сотрудникĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçипе В.Г. НИКИТИНПА тĕл пулса районта хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленсе кĕтсе илни, унăн малтанхи итогĕсем çинчен каласа пама ыйтнă.

– Владимир Германович, районта котельнăйсемпе топочнăйсем мĕн чухлĕ паян;

– Çак вăхăта бюджет сферин объекчĕсемпе муниципаллă çурт-йĕр фондне пĕтĕмпе 17 котельнăйпа 110 топочнăй ăшăпа тивĕçтерет. Вăл шутран район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн учрежденийĕсем тĕлĕшпе 7 котельнăйпа 17 топочнăй, районти тĕп больнаца тĕлĕшпе – 38 топочнăй, Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ тĕлĕшпе – 6 котельнăйпа 4 топочнăй, Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕ тĕлĕшпе – 4 котельнăйпа 3 топочнăй, ял тăрăхĕсем тĕлĕшпе – 48 топочнăй.

– Котельнăйсемпе топочнăйсене ятарласа хăçан ĕçлеттерме тытăннă-ха;

– Ку тĕлĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕ 2009 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче «Хутса ăшăтмалли тапхăра пуçăнасси çинчен» 384-мĕш номерлĕ хушу кăларчĕ. Тулта талăкри вăтам температура 5 кун хушши 8 градус ăшăран кая тăрать пулсан, нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсене, культура учрежденийĕсемпе административлă çурт-йĕре ăшă парса тăма тытăнма пăхнă. Çак хушăва тĕпе хурса вара 2009 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсене, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисене, районти сывлăха сыхлассин муниципаллă учрежденийĕсене ăшă парса тăма тытăнчĕç.

– Хутса ăшăтмалли сезона уçнă май кĕтмен пăтăрмахсемпе кăлтăксем сиксе тухмарĕç-и-ха тата;

– Пĕтĕмпех пыл та çу тесе каламастăп пулин те, пысăк пăтăрмахсем пирки сăмах пымасть. Çакă вăл хатĕрленÿ ĕçĕсене çу кунĕсенчех тытăннипе те çыхăннă.

Паянхи куна пур шкулсемпе ача сачĕсене те, больницăсене те, нумай хваттерлĕ çуртсемпе учрежденисене те ăшă йĕркеллĕ пырса тăрать.

Кăлтăксем тенĕрен, ытларахăшĕ вĕсем уйрăм çынсем тимсĕртерех пулнипе çыхăннă. Хăшĕсем крансене хупса хăварма маннă. Çапла вара хваттерсенче шыв кайнă тĕслĕхсем пулчĕç. Муркашри Октябре 50 çул урамра ăшă трассине кăштах улăштарма тиврĕ. Ытти енпе ăнсăртлăх таврашĕ пулман. Муркашри тата Мăн Сĕнтĕрти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕсен парăмсем пулманни те хутса ăшăтмалли тапхăра вăхăтра тытăнма май пачĕ.

Хăш-пĕр ял тăрăхĕсен территорийĕсенче Культура çурчĕсенче çак вăхăтра нимĕнле мероприятисем те ирттермен пирки, газа пушăлла çунтарас мар тесе, топочнăйсене вăхăтлăх ĕçлеттермен тĕслĕхсем пур. Ку çапла пулмалла та тесе шутлатăп.

«Моргаушимежрайгаз» филиалĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çанталăк сивĕтнине кура уйрăм çынсем пÿрт-çурта хутса ăшăтма хăйсен газ хуранĕсене ĕçлеттерме тытăннă май ку е вăл пăтăрмаха татса пама диспетчер патне шăнкăравланă тĕслĕхсем тăтăшах пулнă. Çавна май авари службин кунсерен çула тухма тивнĕ. Халĕ кун пек шăнкăравсем çукпа пĕрех ĕнтĕ.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика