21 октября 2009 г.
Хăрушсăрлăх патне – çирĕпрех ыйтнипе
Çул çинчи инкек, вăл сана пырса лекмерĕ пулсан та, яланах шухăша ярать. Мĕнле кăна транспорт иртсе çÿремест пуль пирĕн çулсем çинче, кам кăна, ăçта кăна утмасть пуль. Акă тăхăр уйăх хыçала юлчĕ те ĕнтĕ. Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх енĕпе мĕнлерех пулчĕç вĕсем; Çак ыйту çине хурав илес тесе шалти ĕçсен пайĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн пуçлăхне Владимир Ильич Волкова калаçăва чĕнтĕмĕр.
– Владимир Ильич, иртнĕ тăхăр уйăхри кăтартусем районти çул-йĕр çинчи лару-тăрăва еплерех хаклама май параççĕ; Аварисем ытларах камсен айăпĕпе пулаççĕ;
– Кăçалхи çул çак тапхăрта пурĕ 43 авари пулса иртрĕ. Вĕсенче 10 çын вилнĕ, 60 çын вара аманнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, лару-тăру кăшт лăпкăрах темелле. М-7 федераллă автоçул çинче инкексен хисепĕ чакрĕ, анчах та республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче вĕсен хисепĕ ÿсрĕ. Вырăнти çулсем çинче те пурĕ 19 авари пулчĕ.
Аварисен сăлтавĕсенчен пĕри – водительсем руль умне ÿсĕрле ларни. Çак тапхăрта пурĕ 80 водителе асăннă сăлтава пула тытса чарнă. Тепĕр сăлтав – пысăк хăвăртлăхпа çÿрени. Пурĕ 1160 водителе палăртнинчен пысăкрах хăвăртлăхпа çÿренĕшĕн, транспортра хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнмасăр çÿренĕшĕн 105 çынна административлă майпа асăрхаттарнă. Юсавсăр транспортпа çул çине тухнă тĕслĕхсем те сахал мар тупса палăртрăмăр. Каласа хăвармалла, çак тапхăра илес пулсан, ачасем хутшăннипе пурĕ 3 инкек пулнă çулсем çинче.
Пурĕ вара тăхăр уйăх хушшинче 1440 административлă материал суда тăратрăмăр.
– Пирĕн районти çулсен хăш вырăнĕсенче аварисем уйрăмах нумай;
– Федераллă М-7 трассăн 621-мĕш километрĕ çинче (Калмăк ялĕ патĕнче), республика пĕлтерĕшлисенчен Автанкасси–Муркаш–Козьмодемьянск çул çинче инкексем ытларах пулнине палăртатпăр. Вырăнти çулсенчен Мур-каш–Сăр–Турай–Уйкас Турай, МуркашШетмĕпуç–Анатри Панкли–Вăрманкасси çулсем аварисем пулас енĕпе ыттисенчен «пуянрах». Ялсенчен вара ку кăтартупа кăçал Шомик ялĕ малта.
Çул çинче водительсем ытларах çĕрлехи вăхăтра тимлĕхе çухатнипе аварисем нумай пулаççĕ, уйрăмах канмалли кунсенче.
– Ялти çынсен нумайăшĕн мотоблоксем пур. Вĕсене Муркаш урамĕсенче те çуллахи вăхăтра уйрăмах нумай курма май пулчĕ. Скутерсемпе çÿрекенсем те сахал мар. Вĕсен çулсем тăрăх мĕнле йĕркепе çÿремелле;
– Чи малтанах скутерпа çÿрекенсен мотошлем пулмалла. Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса çÿремелле вĕсен те, мотоблокпа çÿрекенсен те. Транспортăн çакăн йышши хатĕрĕсем хăйсен конструкцийĕпе миçе çынна ларма май параççĕ, çавăн чухлĕн çеç ларма юрать вĕсем çине. Халĕ вĕсен сезонĕ вĕçленсе пырать темелле, анчах та çитес çул вĕсене тимлĕрех тĕрĕслессипе ĕçлеме иртнĕ кунсенчех палăртса хутăмăр.
Каласа хăвармалла, хамăрăн тивĕçсене эпир Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин кăçалхи 185 номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлатпăр. Çапла вара сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса водительсенчен те, çуран çÿрекенсенчен те çул-йĕр çинче хăрушсăрлăх пултăр тесе татах та çирĕпрех ыйтма пуçларăмăр. Ку пирĕн сотрудниксене те пырса тивет. Инспекторсем те ĕçе пысăкрах пахалăхпа тата яваплăхпа тăвассипе тимлесех тăрăпăр. Çул çинчи инкексем сахалрах пулччăр тесе пурин те тăрăшмалла.
Н. НИКОЛАЕВА калаçнă.