Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чарăну та, павильон та çук

17 октября 2009 г.

Район хаçачĕн редакцине Шомик тăрăхĕнчен коллективлă çыру килчĕ. Унта 132 çын алă пуснă. Апла пулсан вĕсем питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту хускатни пирки иккĕленÿ çук. Акă мĕн çыраççĕ вĕсем:

«М–7 «Волга» Волжски автомобиль çулĕн пĕтĕм трассипех чарăну вырăнĕсенче автопавильонсем вырнаçтарса тухнă. Çул Шомик енне пăрăннă çĕрте кăна кун пек павильон çук. Унта ял ячĕпе «Шомиково» паллă вырнаçтарнă та çакăнпа ĕç вĕçленнĕ. Çак паллă пекех эпир те кирек епле çанталăкра та уçă тÿпе айĕнче çула май каякан автомашина кĕтсе тăратпăр. Кунта кирек хăçан та автомашина айне лекме пулать. Автомобиль çулне тунă чухне чарăну вырăнне тата çуран çÿрекенсем валли çул урлă каçмалли майсене йĕркелеме маннă. Сылтăм енпе пырас пулсан, Шупашкар районĕнчи Станьял ялĕн чарăнăвне çити çитме тивет. Мĕн тума каймалла-ха пирĕн унта çити;

Кунта пурăнакансене чылайăшне Анат Кĕнер (Çÿлтикасси) чиркĕвĕнче ят хунă. Вĕсем çав чиркĕвех çÿреççĕ. Анчах та çула хупса хунă. Тепĕр енчех масар пур. Унта Шомикра пурăнакансене вилсен пытараççĕ. Çак масар çине те кайса килме май çук. Эпир пурте тулăх пурнăçпа пурăнатпăр тесе калаймăн, çуранах утма тивет. Тĕрĕссипе халăх валли лайăхрах тăватпăр тетпĕр, анчах та пачах тепĕр майлă пулса тухать.

Эпир халĕ XXI ĕмĕрте, цивилизациллĕ çĕршывра пурăнатпăр. Чарăну вырăнĕсенче çутă тата ытти те кирлех.

Енчен те транспортпа район центрĕнчен пырас пулсан, тăван Шомик ялне лекес тесен Питтикасси чарăнăвне çитме лекет. Шупашкар районĕнчи ялсене лекме вара пушшех те кăткăс. Сахал мар километр хăвалама тивет. Мĕн-ха ку вăл, çакна мĕнле ăнланмалла;

Шомик ялĕнче пурăнаканăн е Шупашкар районĕн çыннин Шупашкара каяс тесен каллех кутăнла пулса тухать. Малтан Катькаса çул тытас пулать, хыççăн кăна Шупашкаралла çул уçă. Çапла вара бензинĕ те ытлашши çунать, укçи те тăкакланать, вăхăчĕ те иртет. Халăхра çапла калани пур: «Пурнăçа ансатлатмалла, кăткăслатмалла мар – ахалех кăткăс вăл». Ку вара тĕрĕсех.

Татах пысăк пĕлтерĕшли пирки. Кун пеккине Турă ан хуштăр, анчах пушар тухас пулсан е теприне васкавлă пулăшу кирлĕ пулсан, пирĕн ялсене хăвăрт çитме май çук, тавра çаврăнса килес пулать. Çакă вăл çынсене кислород парассине чарса лартнă пекех.

Шомик тăрăхĕнче пурăнакансем сахал мар. Кунта сиплевпе сывлăх лагерĕсем çулталăк тăршшĕпех ĕçлеççĕ, çу кунĕсенче ачасен лагерĕсем уçăлаççĕ. Шомик ялĕ Шупашкар районне кĕрекен Атăльял, Хорнсор, Кипечкасси ялĕсене çывăх вырнаçнă. Шомикра пурăнакансен проблеми асăннă ялсенче пурăнакансене, нумай дача участокĕсен хуçисене те тÿрремĕнех пырса тивет.

Çулталăкĕпех Шомика лагерьсенче канакан ачисем патне ашшĕ-амăшĕсем пырса çÿреççĕ. Чарăну та, çуран çÿрекенсем валли çул урлă каçмалли вырăн та, тата ытти те пулманни вĕсене те питĕ тарăхтарать. Пирĕн пата вара республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен кăна мар, ытти регионсенчен те килсе çÿреççĕ. Пирĕн хĕвеллĕ Чăваш Ен пирки вĕсем мĕн шутлама пултараççĕ-ха капла;

«Шомиково» чарăнуран тытăнса «Березка» лагере çити тротуар кирлех. Çул çинче килти выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк кăна мар, çынсем те автомашина айне пулнă тĕслĕхсем сахал мар. Çул-йĕр паллисем çук. Автомашинăсем пысăк хăвăртлăхпа иртсе çÿреççĕ. Ку вăл – ял çыннисен ыйтăвĕ».

Чăннипех те пысăк ыйту хускатаççĕ Шомик тăрăхĕнче пурăнакансем. Çавна май эпир пĕр тăхтаса тăмасăр район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçипе Владимир Германович Никитинпа çыхăнтăмăр, асăннă ыйтăва уçăмлатса пама ыйтрăмăр.

Владимир Германович шухăшĕпе, чăннипех тĕрĕс ыйту хускатаççĕ Шомик ялĕнче пурăнакансем. Кунти çул федераллă трасса шутланать. Ăна «Волга» çул-йĕр управленийĕ тунă, çул унăн балансĕ çинче тăрать. Асăннă çул юпленĕвĕн проектне район администрацийĕпе сÿтсе явнă чухне ăна Катькас патĕнчи пек икĕ шайлă тума пăхнă пулнă. Анчах та çул-йĕр управленийĕ проекта улăштарнă. Çул юпленĕвне икĕ шайлă йĕркелеме çывăхра выльăх масарĕ пулни чăрмантарать иккен. Чарăну вырăнĕнче павильон вырнаçтарасси, кунти вырăна тĕттĕм вăхăтра çутатса тăрасси те «Волга» çул-йĕр управленийĕнчен килет.

Çавна палăртса хăварасшăн. Пĕрле çыхăнса ĕçлесен çырупа тухакансен пысăк ыйтăвне татса пама май тупма пулатех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика