Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Машинăсем хуçисенчен тимлĕх ыйтаççĕ

17 октября 2009 г.

Çулран çул ялта пурăнакан çынсем автомашинăсем туянасси ÿссех пырать. Ялсем хушшипе иртнĕ чух килрен тенĕ пекех мĕнле те пулин транспорт пурри курăнать: урамрах, хапхасем умĕнчех лараççĕ-çке ытларахăшĕ. Каламалла, çĕрлехи вăхăтра та.

Анчах çĕрлехи вăхăтра машинăсене кил умне лартни шанчăксăр – транспорт хÿтлĕхре мар. Юлашки вăхăтра пирĕн районта çĕрлехи вăхăтра автомашинăсенчен тĕрлĕ япала çаратнă тĕслĕхсем нумайланнине шута илсен, пушшех те.

Акă сентябрь уйăхĕнче çĕрлехи вăхăтра çакнашкал преступленисем туни Москакассинче (сентябрĕн 21-22-мĕшĕсенче) тата Катькас ял тăрăхĕнчи Çеçмер ялĕнче (сентябрĕн 30-мĕшĕнче) пулса иртнĕ. Килсем умĕнче ларакан автомашинăсенчен, вĕсен кантăкĕсене ватса, магнитолăсенчен пуçласа тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсемпе канистрсенчи бензин таранах вăрланă. Октябрĕн 11-12-мĕшĕсенче вара вăрăсем Уйкас Хачăкри машинăсене куç хывнă.

Шалти ĕçсен пайĕ автотранспорт хуçисене çак тĕслĕхсене шута илсе хăйсен машинисене ытларах тимлĕх уйăрма ыйтать. Уйрăмах çĕрлехи вăхăтра. Килсем умĕнче тата пахчасенче çĕр каçакан транспорт хÿтлĕхре мар. Çакна асра тытасчĕ пурин те. Вара кирлĕ мар тăкак та курма тивмĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн уйрăмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика