Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни яла – такăр çул

17 октября 2009 г.

Çулсене пурнăç артерийĕсемпе ахальтен танлаштарман. Хальхи вăхăтра ялсене çитме, ял урамĕсенче йĕркеллĕ çулсем пулманни пысăк чăрмавсем кăларса тăратать. Çавна май республика Президенчĕ те, республика Правительстви те кашни ял патне асфальт сарнă çулсем туса çитерме ятарлă программа йышăннăччĕ. Пирĕн район пирки калас пулсан, вăл ăнăçлă пурнăçланчĕ темелле. Халĕ вара ялсенче çулсем тăвассипе ытларах ĕçлес пулать. Ку та пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту.

Чи малтанах çавна каласа хăварасшăн. Пире хăтлăх парнелекенсем, йĕркеллĕ çулсем туса паракансем вĕсем – çул-йĕр строительствин ĕçченĕсем. Пирĕн районта çул-йĕр строительствин ятарлă организацийĕсем çук. Апла пулин те çак ĕçпе тÿрремĕнех çыхăннисем сахал мар. Çавна май вĕсене хăйсен професси уявĕпе – Çул-йĕр хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе – чĕререн тата ăшшăн саламлатăп. Ырлăх-сывлăх пултăр сире, ĕçĕрсем ăнса пыччăр.

Палăртма кăмăллă, юлашки çулсенче кăна мар, районта яланах çул-йĕр строительстви çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Уйрăмах иртнĕ çул район территорийĕнче асфальт сарнă çулсем тăвассипе пысăк чикĕсене çĕнсе илме май килчĕ. Çакă, паллă ĕнтĕ, иртнĕ çул Республика кунне пирĕн районта ирттернипе те çыхăнман мар. Çапла вара пĕтĕмпе 23,843 километр асфальт çулсем туса хута ятăмăр, муниципаллă çул-йĕре 5,958 километр юсарăмăр.

Хальхи вăхăтра кирек епле ĕç те укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çитменнине çул-йĕр тума уйрăмах нумай укçа-тенкĕ уйăрма тивет. Çул-йĕр строительствин материалĕсем йÿнех мар. Йĕркеллĕ çулсем хута яма республика та пысăк пулăшу панине палăртма кăмăллă. Района çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 65187,6 пин тенкĕ уйăрса панăччĕ. Вырăнти бюджетран вара 26484,36 пин тенкĕ уйăрма майсем тупрăмăр. Кунсăр пуçне республика шучĕпе тата вăйĕпе çулсем 393308 пин тенкĕлĕх тунă, район территорийĕнчи республика çулĕсене 40 километр юсанă.

Вăтăра яхăн маршрутпа çулсем тăвас ĕçсем пычĕç.

Çак ĕçсене вăхăтра туса юлтăмăр темелле. Хальхи экономика кризисĕн тапхăрĕнче çулсем тăвассипе те йывăрлăхсем пайтах. Çулсем ĕçе кĕртесси те палăрмаллах чакрĕ. Апла пулин те кăçал республика пулăшнипе Ильинкăпа Тренккă ялĕсене йĕркеллĕ çулпа çыхăнтарма пултартăмăр.

Хальхи вăхăтра ял урамĕсенчи çулсене юсаса пăхса тăрассине ял тăрăхĕсем çине шаннă. Кăçал çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен тата вырăнти бюджетран 6546 пин тинкĕ уйăрма пăхнă. Çулсене тикĕслеме, хĕллехи вăхăтра вĕсене юртан тасатма 2837 пин тенкĕ уйăраççĕ.

Район территорийĕнче федераллă трасса 27 километр, республика пĕлтерĕшлĕ çул-йĕр 93,9 километр, вырăнти муниципаллă çулсем 284,567 километр шутланаççĕ. Вĕсене кирлĕ пек пăхса тăрасси – çул-йĕр строительствинче вăй хуракансен пархатарлă тивĕçĕ.

Çулсене тытса тăрассипе «Волгодорстрой» ООО, «ПТС-1» ООО, «Автодорсервис» ОАО, «Водстрой» ОАО, республика пĕлтерĕшлĕ çулсене пăхса тăрассипе «ДЭП-146» ОАО пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Çавăнпа та çул-йĕр строительствипе çыхăннă районти ĕçченсемпе пĕрлех асăннă строительство организацийĕсенче вăй хуракансене те уяв ячĕпе саламласа пархатарлă ĕçĕсемшĕн тав сăмахĕ калатăп.

В. НИКИТИН,

район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, район администрацийĕн

капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика