10:33 27 июня 2017 г.
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Хаклă çамрăксем!
Сире пурне те Раççейри çамрăксен кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Çамрăклăх -кашни çыншăн чи илемлĕ те асра юлмалли, чун хушакан ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртмелли вăхăт. Çамрăк чухне мĕн палăртнине пурнăçлама вăй та, кăмăл та çитет. Пирĕн районта маттур та пултаруллă, пуçаруллă çамрăксем сахал мар. Вĕсем кашни сферăрах вăй хураççĕ. . Тавах сире районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçленĕшĕн.
Пирĕн район пуласлăхĕ, çĕршыв малашлăхĕ – çамрăксенче. Районта çамрăксем валли ĕç, пурнăç условийĕсем пулччăр тесе тăрăшатпăр. .Çамрăксене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлама пулăшас тĕллевпе тĕрлĕрен программăсене хутшăнатпăр,. çамрăк çемьесене тÿлевсĕр çĕр парассипе те ĕçлетпĕр. Районта çулсем, социаллă объектсем тăватпăр. Пултаруллă çамрăксене хавхалантарма майсем те тупатпăр.
Хаклă çыннăмăрсем! Яланах чунпа çамрăк пулăр. Ĕçлес туртăм ан чактăр..Малалла та мĕн палăртни пурнăçлансах пытăр. Пурсăра та çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии