Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Туслă ял-йыш ĕçре те, уявра та пĕрле

15:32 13 июня 2017 г.

Çу кунĕсем çитрĕç. Çанталăк тинех хăйĕн ăшшипе савăнтарма пуçларĕ. Чечек-курăк ăшша сиссе çÿлелле туртăнма пуçларĕ. Тавралăх илемленет.

Йÿçкассии ял тăрăхĕнчи Кивĕ Матьăк ялĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Урамĕсем сарлака. Варрипе вара пилĕк пĕве сарăлса выртать. Çуллахи вăхăтра пĕве хĕрринчен ача-пăча татăлмасть: шыва кĕреççĕ, пулă тытаççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе çÿреме те меллĕ урамра .

Тавралăх илемне упраса хăварас тесе Матьăк ял çыннисем тăтăшах субботниксем иртереççĕ, вăйлă çил вăхăтĕнче хуçăлнă йывăçсене касса тирпейлеççĕ. Çÿп-çапа пуçтарса тиесе тухма ятарлă вырăн та туса лартнă.

Канмалли кунсемпе усă курса Кивĕ Матьăксем ял хушшинчи вĕлтĕренпе пиçене çулма тухрĕç. Çак ĕçе ырă йăлана кĕртнĕ ĕнтĕ вĕсем: çу кунĕсенче вĕлтĕрене икĕ-виçĕ хутчен те çулаççĕ. Сарăлса ан кайтăр, тавралăх илемне ан пĕтертĕр тесе.

Матьăксем выльăх-чĕрлĕх те йышлă усраççĕ. Утмăл пуçа яхăн. Кашни çулах касăва тухиччен мăйракаллă выльăха ветврачсем чир-чĕртен вакцинаци тăваççĕ. Çакна шута илсе туслă ял-йыш ял варринче ятарлă вырăн туса хатĕрлерĕ. Юнашар сĕтелпе сакне те вырнаçтарчĕç. Ваттисем те, ачасем те – пурте активлă хутшăнчĕç çак ĕçе.

Июнĕн 12-мĕшĕ – Раççей кунĕ. Кивĕ Матьăксем тăрăшуллă ĕçлеме те, пĕрле савăнма та пĕлеççĕ. Палăртнă ĕçсене пурнăçланă хыççăн пĕрле пухăнса патшалăхăн тĕп уявне савăккăн паллă турĕç.

И.Ефимова

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика