09:46 10 июня 2017 г.
- Пирĕн шкулти пек лайăх ĕçлекен лагерь урăх çук пулĕ. Пирĕн воспитательсем те, вожатăйсем те - чи лайăххисем. Вуннăмĕш класран вĕренсе тухнă Люда Клеменьтева, Дима Макаров (сăн ÿкерчĕкре иккĕшĕ ачасемпе пĕрле) тата Вадим Кадыков вожатăйсем темĕн тĕрлĕ конкурспа викторина, вăйă ирттереççĕ. Çавăнпа пире кунта питĕ интереслĕ, - теççĕ Чуманкасси шкулĕ çумĕнче йĕркеленĕ сывлăха çирĕплетмелли лагере çÿрекенсем.
Çак шкулти лагерьсен ĕçне йĕркелесе ертсе пыракан Валентина Николаева директор çумĕ каланă тăрăх, шкулти 125 ача лагере çÿрет. Профиль сменипе ĕçлекен лагерьсене вара хальхи вăхăтри пĕтĕмĕшле лару-тăрăва шута хурса йĕркелени курăнать: «Чĕвĕлти чĕкеçсем» (этновĕренÿ программипе ĕçлет), «Пифагор ачисем» (математика тата физика енĕ), «Çут çанталăк тусĕсем» (экологи), «Светофориксем» (çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх) тата «Чемпионсем» (спорт).
Шкулта пурĕ 10 педагог воспитательте тăрăшать. Вĕсемпе пĕрле волонтерсем те - вожатăйсем ачасемпе хаваспах ĕçлеççĕ. Лагерьсем хушшинче тăтăшах тĕрлĕ ăмăрту иртет: çитĕнÿсене ятарлă стена хаçачĕ кăтартса парать. Кунсăр пуçне лагере çÿрекенсем районти ăмăртусене те хутшăнаççĕ. Акă нумаях пулмасть районти этнолагерьсем хушшинче иртнĕ «Аслă тытăçура» Чуманкасси шкулĕнчи «Чĕвĕлти чĕкеç» 1-мĕш вырăн йышăнма пултарнă.
Ачасене çуллахи каникул вăхăтĕнче канма, сывлăхне çирĕплетме тата тĕрлĕ енлĕ аталанма лайăх условисем туса панине, çавăнпа ашшĕ-амăшĕ те ачасем тăван шкултах вăхăта усăллă ирттернипе кăмăллине калать шкул директорĕ Федор Рылин.
Районти ытти шкул та хальхи вăхăтра ача-пăча сассипе кĕрлесе тăрать: шкул çумĕнчи лагерьсене пурĕ 2255 ача çÿрет.
Орининти вăтам шкулти профиль сменипе ĕçлекен лагерĕн ертÿçи Т. Михайлова пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен шкулĕнче сывлăха çирĕплетмелли «Хĕлхем» тата «Факел» профиль лагерĕ ĕçлеççĕ. Кунта кашни куна пĕр-пĕр тематикăпа ирттереççĕ иккен. Ачасене, сăмахран, спорт кунĕ питĕ килĕшнĕ. Ытти кунсем те, вăл шутра Раççей кунне халалланă куна та, интереслĕ ирттерме шантараççĕ орининсем. «Ачасем Тăван çĕршыва юратасси вĕсене савăнăçра, юратура ÿстернинчен, тăван урама, яла юратма вĕрентсе пынинчен пуçланать. Паянхи çамрăк ăрăва мĕнле ÿстернинчен ыран эпир Раççейре мĕнле пурăнасси килет. Çакна эпир, педагогсем, питĕ лайăх ăнланатпăр», - теççĕ Оринин шкулĕнчи воспитательсем.
Н. НИКОЛАЕВА сăн ÿкерчĕкĕ.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии