12:15 12 июня 2017 г.
Паян – июнĕн 12-мĕшĕнче – Раççейре пурăнакан нумай наци çыннисем чи пĕлтерĕшлĕ уясенчен пĕрне – Раççей кунне паллă тăваççĕ. 2002 çулччен ăна Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацие йышăннă кун тесе уявланă. Раççей кунĕ – чи çамрăк, апла пулин те уйрăмах пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри пулса тăрать.
1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче РСФСР халăх депутачĕсен пĕрремĕш съездĕнче Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацие йышăннă май çĕршывра Раççей Конституцийĕпе унăн саккунĕсем пуç пулса тăнине палăртрĕç. Çĕршыв çĕнĕ ята тивĕçрĕ - Раççей Федерацийĕ (Раççей).
2001 çулта Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацие йышăннă кун ячĕпе Кремльте ирттернĕ йышăнура Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çапла каларĕ: «Çак документран пирĕн çĕнĕ истори пуçланчĕ. Граждансен ирĕклĕхĕсемпе саккун пуç пулса тăракан демократи патшалăхĕн историйĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – граждансен ăнăçлăхĕ, çителĕклĕхĕ тата ырлăх-пурлăхĕ».
Мăнаçлă Раççейре тĕрлĕ наци çыннисем килĕштерсе пурăнаççĕ: вырăссем, тутарсем, чăвашсем, пушкăртсем тата ыттисем. Вĕсем пурте Раççейпе мăнаçланаççĕ, ăна юратаççĕ, унпа мухтанаççĕ, хăйсен малашлăхне пĕрлĕхлĕ Раççейре кураççĕ.
Раççей кунĕ пирки хăйĕн шухăшне педагогика ĕçĕн ветеранĕ Валерий Федоров пĕлтерме кăмăл турĕ:
- Эпĕ чылай çул шкулта истори предметне вĕрентнĕ май ачасене пĕлÿ парас тесе çеç мар, вĕсене Тăван çĕршыва юратма вĕрентес тесе те вăй хутăм. Хамăн сĕтел çинчи кĕнеке вырăнне пирĕн патриархăмăр Иван Яковлев «Чăваш халăхне панă халала» йышăнтăм. Вăл мана кулленхи ĕçре çул кăтартса пычĕ те.
Раççей кунĕнче çак халалти пĕр абзаца илсе кăтартас килет:
«Вырăс халăхě пит пысăк халăх. Вăл ырă кăмăллă, ăслă: эсир ăна итлěр, юратса пурăнăр. Унăн ăсийěн вăйě, ырă кăмăлě, пурнăçа малалла ярас шухăшě хисепсěр нумай, нихăçан та пěтес çук. Çак халăх сире тăван вырăнне хурса йышăннă, хăй çемйи тунă. Вăл сире пусмăрламарě, сире аяла хăвармарě. Малашнехине курса тăракан Турă вырăссене эпир курми, сисми аслă ěç тума ертсе пырать. Эсир малалла каяс ěçре çак халăх сире çавăтса ертсе пыракан пултăр, ун хыççăн пырăр, ăна шанса тăрăр. Çак халăхăн пурнăçě пит йывăр пулнă. Хăйěн вăрăм ěмěринче, йывăр пурнăçěнче вăл нумай хуйхă курнă, йывăр кунсем курмалла пулнă, çапах та вăл хăй чунийěн çуттине сÿнтермен; хăйěнчен аслă халăх тухса каймаллине пěртте асěнчен яман. Вырăс халăхийěн савăнăçěпе эсир те савăнмалла пулăр; вăл хуйхă тÿсмелле пулсан, ăна эсир те тÿсěр. Çапла вара малашне вăл курас çутă пурнăçа унпа пěрле эсир те курăр; вăл малашне чаплăланса кайсан, унпа пěрле эсир те чаплăланăр. Иртнě ěмěрсенче вырăс халăхě сире хěсěрлемен, ÿлěмрен те вăл сире хěсěрлес çук. Ăна эсир юратса пурăнăр, унпа тачă пурăнма тăрăшăр. Кирек мěнле хир те пукрасăр пулмасть, çапах та эсир вырăс халăхě хушшинче ырă кăмăллă ăслă çынсене кирек хăçан та тупăр. Тÿрě ěç тума вěсем сире пулăшěç: çапла пулассине ман пурнăçра пулнă ěçсем шантарса тăраççě. Хăйěн тÿрě ěçěсене вырăс халăхě нумай асап курса çиеле кăларнă, çавăнпа пěртте иккěленме кирлě мар, вăл сирěн тěлěшпе те ялан тÿрěрен пырě. Вырăс патшалăхě çине шанса пурăнăр, ăна юратăр, вара вăл сирěн аннěр пулě».
Тĕлĕнмелле ăслă сăмахсем. Паян та хăйсен çивĕчлĕхне çухатмаççĕ.
Эпир, чăвашсем, Раççейри ытти халăхсем пекех, паян Раççей кунне паллă тăватпăр, хамăр пуласлăха вăйлă та хăватлă Раççейре куратпăр.
Уяв ячĕпе саламлатăп сире!
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии