15:05 10 июня 2017 г.
Ырă йăлана кĕнĕ тăрăх, çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн районта çулсеренех Акатуй уявĕ иртет. Лантăш вăрманĕнчи черетлĕ 64-мĕш уява пысăк йыш пухăнчĕ. Мероприятие Раççейри Экологи çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне, çавăн пекех Раççей уявне халалланă.
Мероприятие район пуçлăхĕ Игорь Николаев уçрĕ.
- Хисеплĕ хăнасем, ял ĕçченĕсем, сире пурне те пысăк уявпа саламлатăп. Çын ĕçпе илемлĕ, теççĕ халăхра, муркашсем те чăннипех пархатарлă ĕçпе илемлĕ, - терĕ вăл уявпа саламланă май.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕпе тата ытти ĕçпе паллаштарчĕ, пĕрлехи уявпа саламларĕ. Вăл каланă тăрăх, çанталăкăн çирĕп тĕрĕслевне пăхмасăр муркашсем кăçал та хăйсен умне лартнă тĕллевсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама пултарчĕç. Ку вăл çур акие йĕркеллĕ ирттернинчен те курăнать. Çурхи кун çулталăк тăрантарать тенине шута илсе кашни çĕр ĕçченĕ ырми-канми тăрăшрĕ. Тăван хуçалăхпа района аталантарассишĕн тăрăшнă кашни çын пысăк тав сăмахне тивĕç. Çур акие вĕçленипе танах, мĕн акни-лартнине пăхас тапхăр та пуçланчĕ.
Муркашсене уявпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Муркашсем республика шайĕнче кăна мар, Раççей шайĕнче те маттурисен шутĕнче пулнине палăртрĕ. Çакна Пĕтĕм Раççейри «Лучшее муниципальное образование России в сфере управления общественными финансами» вуннăмĕш конкурсĕнче Муркаш районĕ 2-мĕш степеньлĕ диплом тивĕçни те çирĕплет.
- Муркашсем чăннипех те хастар çынсем. Кунта малашлăх курăнать. Пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе те, инвестици енĕпе ĕçлессипе те маттур, предпринимательство сферине те кунта ăнăçлă аталантарма тăрăшаççĕ. Çапах та çамрăксем ытларах пуçаруллă пуласса шанас килет, - терĕ Михаил Васильевич муркашсене саламланă май.
Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев «Свобода» хуçалăхри Т. Петровскаяна «Чăваш Республикин Ял хуçалăх ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа саламларĕ. Çавăн пекех сумлă ят тивĕçнисем йышлăн пулчĕç. Çур акинче тăрăшнисем тивĕçлĕ хисеп илчĕç.
Михаил Васильевич Акатуя хутшăнакансен ĕçĕпе тĕплĕн паллашрĕ, вĕсен шухăш-кăмăлĕсене пайларĕ.
Лантăш вăрманĕн уçланкинче спорт уявĕ те пулчĕ, спорт тусĕсем тĕрлĕ енĕпе вăй виçрĕç.
Юрă-кĕвĕ уява татах та савăклатрĕ. «Хушма хуçалăхсен» урамĕпе те утма савăк пулчĕ. Муркаш райповĕн тата Мăн Сĕнтĕр райповĕн сутуçисем тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç. Уявра никама та кичем пулмарĕ, аслине те, кĕçĕннине те, карусельпе те ярăнса савăнчĕç. Муркашсем ĕçре те маттур, канура та сатур пулнине черетлĕ хут курса ĕнентĕмĕр. Уяв вĕçĕнче тĕрлĕ конкурса пĕтĕмлетсе уйрăмах ăсталăхпа палăрнисене чысларĕç.
Муркашсем çапларах савăккăн паллă турĕç пĕрлехи уява.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии