Сире пурне те хăвăрăн професси уявĕпе саламлатпăр.
Библиотекарьсем яланах халăхăн тавракурăмне аталантарас ĕçре тĕп вырăнта пулнă. Эсир вулакансене вĕсем килĕштерекен кĕнекесемпе тивĕçтернипе пĕрлех паян библиотека информаци центрĕ, ял çыннисен чунне уçма пулăшакан вырăнĕ пулса тăрать: тĕрлĕрен «çавра сĕтелсемпе» пултарулăх каçĕсем, ытти тĕрлĕ интереслĕ мероприятисем ирттеретĕр. Çакă йăлтах çынсене ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен пуянланма, ырă кăмăллă пулма пулăшать.
Библиотекăсем паян халăха патшалăх тата муниципаллă пулăшусем парас ĕçре те хăйсен вырăнне тупрĕç.
Малалла та çавăн пекех кунçул уттипе тан утма ырă сунатпăр. Хăвăр ĕçĕре малашне те чун хушнă пек пурнăçласса шанатпăр.
Пурне те сире çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики