Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тивĕçлĕ награда

16:56 23 мая 2017 г.

 Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева ĕçри ÿсĕмсемшĕн, обществăлла пурнăçри активлăхшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Хисеп орденпа наградăланине Муркаш районĕнчи ĕç коллективĕсем ырласа йышăнчĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ пулнине кашниех курса тăратпăр. Ял хуçалăхĕнче те, пурăнмалли çурт-йĕр строительствинче те, промышленность аталанăвĕнче те, физкультурăпа спортăн, медицинăпа вĕрентÿ сферин мал туртăмлă утăмĕсенче те эпир чи малтанах Михаил Игнатьевăн тÿпине куратпăр. Çавна май паян эпир хамăр тĕпеле Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорне Н. СМИРНОВА чĕнтĕмĕр. Николай Евгеньевич ЧР Пуçлăхĕн ĕçне вĕрентĕвĕн тата шкул аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе хак пачĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хисеп ордена тивĕçнине савăнса йышăнтăмăр. Чăваш Енри вĕрентÿ системине юлашки çулсенче пысăк ресурссем хывнине куратпăр. 2012 çултан пуçласа шкулсенчи столовăйсемпе апат-çимĕç блокĕсене модернизацилени, сывах мар ачасем валли «Доступная среда» программăна аталантарни, талантлă ачасене ЧР Пуçлăхĕн стипендийĕпе тĕллевлĕ пулăшни, сывă пурнăç йĕркине шкулсенчех аталантарма пулăшни, çамрăксен патриот воспитанине çул пани, шкулсенчи вĕренÿ условийĕсене лайăхлатни (ăшă туалетсем туни тата чÿрече блокĕсене улăштарни, автобуссемпе тивĕçтерни) малашлăха шанчăклăн пăхма пулăшать.

Пирĕн республикăра «Раççейри шкул ачисен юхăмĕ» программа ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пынине палăртмасăр майĕ çук. Пирĕн шкул 2016 çулта асăннă программăн пилотлă лапамĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Раççей шайĕнче ырăпа палăрнă шкулсене хавхалантарас йĕркене пурнăçласа ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн шкула çак ÿсĕмшĕн 1 миллион тенкĕ укçа парса хавхалантарчĕ. Çак пулăшу пирĕн шкулти педагогсен коллективне малашлăха пăхса тухăçлăрах ĕçлеме май панине паян пĕр вĕрентекен те хирĕçлемест. Республика Пуçлăхĕ, вĕрентекенсен коллективĕ тăрăшнине вĕренекенсем хăйсен пĕлÿ шайĕпе çирĕплетсе параççĕ. Акă кăçал çеç пирĕн шкулти 11 вĕренекен ЧР Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçрĕç.

Пурте пĕр тĕллевлĕ пулсан пирĕн умри ĕçсем татах та ÿсĕмлĕрех пуласси пирки иккĕленÿ çук. Ку вара республика аталанăвĕпе тÿреммĕнех çыхăннă тесе шутлатăп. Яланах çапла пултăр.

 

 

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика