И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологипе журналистикин факультечĕ йĕркеленипе Республика шайĕнче ача-пăчасен фольклор ушкăнĕсем хушшинче 3 -мĕш хут Шупашкарта «Шанăҫ» фестиваль-конкурс туса ирттерчĕҫ.
1-мĕш ҫул Москакасси культура Ҫурчĕ ҫумĕнче йĕркеленнĕ Москакассинчи вăтам шкулта вĕренекен кĕҫĕн класри ачасем фестивале хутшăнса III-мĕш вырăн ҫĕнсе илнĕччĕ. Кăҫал Рыкакасси клубĕ ҫумĕнче йĕркеленнĕ «Хунав» ушкăн, Калайкасси вăтам шкулĕнче кĕҫĕн класра вĕренекен ачасем (ертӱҫи Н.Г.Иванова) хутшăнма кăмăл турĕҫ.
Пилĕк фольклор ушкăнĕ хутшăнчĕ кăҫал ҫак фестивале. Пирĕн ачасем вара хăйсен пултарулăхне ҫӱлти шайра кăтартма тăрăшрĕҫ. Ҫавăнпах пулĕ вĕсен пултарулăхне пысăк хак пачĕҫ сумлă тӱресем. Вĕсем III-мĕш степенлĕ диплома тата парненесем илме тивĕҫрĕҫ.
Ҫак икĕ ушкăнăн пултарулăх ертӱҫи, Чăваш Республикин культура тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ – Н.М.Кондукторова. Вăл ҫак ĕҫре пысăк тӱпе хыврĕ. Чăвашлăха упраса хăварассишĕн сахал вăй хурать вĕри чĕреллĕ хĕрарăм. Мĕн чухлă чăвашла сăвă-юрă вĕрентет пулĕ ачасене Н.Максимилияновна. Ахальтен мар пулĕ ачасем яланах: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»,-теҫҫĕ кашни концертрах.
Малашне те ăнăҫу сунатпăр ҫак пултарулăх ушкăнне. Ăнăҫу сире, маттур чăваш ачисем!
Моргаушский район Чувашской Республики
Первоисточник: Москакасинское сельское поселение Моргаушского района