Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Анлă ларура майри указсене пурнăçланине тишкерчĕç

17:49 22 мая 2017 г.

 

Майăн 22-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин, Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин, Чăваш Республикин физкультура тата спорт министерствин коллегийĕсен анлă ларăвĕ иртрĕ.

Пĕрлехи ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту Раççей Федераци Президенчĕн Владимир Путинăн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнче йышăннă 11 Указне пурнăçлани тавра пулчĕ. Вĕсем 2012 - 2020 çулсенче вăя кĕрсе пымалла.

Михаил Игнатьев каланă тăрăх, иртнĕ çул çыншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ сферăсенче, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре, культурăра, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра, ырă улшăну палăрать, Раççей Президенчĕн указĕсене ăнăçлă пурнăçласа пыни курăнать. Вĕсене вăя кĕртнин тĕп тĕллевĕ - çынсен пурнăç условине лайăхлатасси.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ В. Викторов асăннă сферăна пырса тивекен самантсем çинче чарăнчĕ. Чи пысăк пĕлтерĕшли вăл çыннăн пурнăç тăршшĕ вăрăмланни. Иртнĕ çул тăрăх, ку кăтарту 71,55 çулпа танлашать. Указ вăя кĕме пуçланăранпа çынсем вилесси чакнă, çавăн пекех пирĕн регион анчах çуралнă ачасем вилессин пĕчĕк кăтартăвĕпе Раççей Федерацийĕнче малтисен ретĕнче.

Çавăн пекех Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю. Исаев асăннă сферăри пысăк ĕçсем çинче чарăнчĕ, вăл шутра ача сачĕсенчи черете пĕтерме май килни, çĕнĕ объектсем хута яма, киввисене юсама пултарни, ĕçлекенсен шалăвне ÿстерни пирки каларĕ.

Чăваш Республикин физкультура тата спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Э. Матренина республикăра пурăнакансем сывă пурнăç йĕрки çине ытларах тимлĕх уйăрни, Сывлăх кунĕсенче пуçаруллă пулни тата ытти пирки каларĕ.

Михаил Игнатьев ларăва пĕтĕмлетнĕ май малашне те çынсен пурнăç условине лайăхлатассипе çине тăрса тимлемеллине палăртрĕ.  

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика