Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вĕренÿре те, обществăлла пурнăçра та хастар

15:03 19 мая 2017 г.

Майăн 19-мĕшĕнче Муркаша районти чи пултаруллă шкул ачисем пухăнчĕç. Сăлтавĕ иккĕ пулчĕ: Вĕренÿ кунĕ тата районти ача-пăча пĕрлешĕвĕсен фестивалĕ.

Çапла вара çак кун район, республика шайĕнчи олимпиадăсенче, спорт тата ытти тĕрлĕ ăмăртура, конкурсра çĕнтернĕ е малти вырăнсене йышăннă ачасене чысларĕç. Вĕренÿ кунĕнче ачасем кĕтнĕ тепĕр самант вăл - шкулта "5" паллăпа ĕлкĕрсе пыракансене район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине парса хавхалантарни. Çулсеренех ăна районти 100 шкул ачи илме тивĕçет. Ĕнер те райадминистраци пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев çак чыслава ирттерчĕ, ачасене малашне те çитĕнÿсем тума, тарăн пĕлÿ пухма, шкулта вĕреннĕ вăхăтрах тĕрлĕ енлĕ аталанса ÿсме сĕнчĕ.

Районти ача-пăча обществăлла пĕрлешĕвĕсен фестивалĕ те хаваслă иртрĕ. Пирĕн районта ача-пăча обществăлла организацийĕ пурĕ 27. Çак пĕрлешÿсен йышĕнчи ачасем ĕнер пурĕ 10 площадкăри тĕрлĕ мастер-класа хутшăнчĕç. Пĕр ушкăнĕ, сăмахран, район хаçачĕн редакцинче пулса кунти ĕçпе паллашрĕ, тепĕр ушкăнĕ ав малтанхи çулсенче шкулта аслă вожатăйра ĕçленисемпе курса калаçрĕ тата ыт. те. Кашни пĕрлешÿ хăйĕн речевкине кăшкăрса, юррине юрласа Муркашри тĕп сцена умĕпе иртрĕ.

Шкул ачисем ĕнер чылай наградăна тивĕçрĕç, çапла вĕсем вĕренÿре те, обществăлла пурнăçра та хастаррине кăтартса пачĕç.

Н. НИКОЛАЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ З. Дипломатова çак вĕренÿ çулĕнче шкул ачисен олимпиадин регион тапхăрĕнче палăрнисене чысларĕ.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика