Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Никольский ячĕ манăçмĕ

14:45 19 мая 2017 г.

 

Никольский ячĕ манăçмĕ

 

Паян чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, «Хыпар» хаçат никĕслевçи, общество деятелĕ Николай Васильевич Никольский çуралнăранпа 139 çул çитрĕ. Мухтавлă ентеше чысласа Купăрля ялĕнче асăну митингĕ иртрĕ.

 

Ăна Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Никифорова уçрĕ. Вăл паллă ăсчахпа ентешĕсем мăнаçланнине палăртрĕ. Никольский ячĕллĕ парка, ăна асăнса лартнă палăка тирпейлĕ пăхса тăраççĕ.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев паллă ентеше асра тытса тăван культурăна, чăваш чĕлхине аталантарассипе муркашсем сахал мар ĕç тунине каларĕ. Чăваш гуманитари институчĕн тĕпчевçи Алексей Леонтьев, «Хыпар» тĕп редакторĕнче нумай çул ĕçленĕ май, Никольский ят-сумне тавăрассипе çине тăнине асăнчĕ. «Хыпар» тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев, гуманитари институчĕн тĕпчевçи Георгий Матвеев паллă ăсчах эткерлĕхне тишкерчĕç. Никольский тăванĕ Дмитрий Николаев хăйĕн амăшĕ профессор пирки каласа панисемпе паллаштарчĕ.

 

Çитес çул Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул тултарать. Пухăннисем ăна республика шайĕнче чыслăн уявламаллине палăртрĕç.

 

Ĕнер чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, «Хыпар» хаçат никĕслевçи, общество деятелĕ Николай Васильевич Никольский çуралнăранпа 139 çул çитрĕ. Мухтавлă ентеше чысласа Купăрля ялĕнче асăну митингĕ иртрĕ.

Ăна Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Никифорова уçрĕ. Вăл паллă ăсчахпа ентешĕсем мăнаçланнине палăртрĕ. Никольский ячĕллĕ парка, ăна асăнса лартнă палăка тирпейлĕ пăхса тăраççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев паллă ентеше асра тытса тăван культурăна, чăваш чĕлхине аталантарассипе муркашсем сахал мар ĕç тунине каларĕ. Чăваш гуманитари институчĕн тĕпчевçи Алексей Леонтьев, «Хыпар» тĕп редакторĕнче нумай çул ĕçленĕ май, Никольский ят-сумне тавăрассипе çине тăнине асăнчĕ. «Хыпар» тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев, гуманитари институчĕн тĕпчевçи Георгий Матвеев паллă ăсчах эткерлĕхне тишкерчĕç. Никольский тăванĕ Дмитрий Николаев хăйĕн амăшĕ профессор пирки каласа панисемпе паллаштарчĕ.

Çитес çул Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул тултарать. Пухăннисем ăна республика шайĕнче чыслăн уявламаллине палăртрĕç.

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика