Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Александра Лазарева ентеш-çыравçă пултарулăхне сума суса

14:42 19 мая 2017 г.

 

 

Ярапайкассинчи вăтам шкулта вĕренекенсем Александра Назаровна Лазарева çыравçă çуралнăранпа 100 çул çитнине тĕрлĕ мероприятисем ирттерсе паллă турĕç. Юбилея ирттерме сăлтавĕ те пур: Александра Лазарева пирĕн ял тăрăхĕнче çуралнă паллă чăваш çыравçи пулни тата унăн виçĕ хайлавне шкул программине кĕртни.  Тăван литература урокĕсенче пирĕн шкул ачисем кăçал А.Лазарева хайлавĕсене çĕнĕ вĕренÿ технологисене тĕпе хурса тишкерчĕç. 5 класс ачисем Александра Лазаревăн "Улăхра" калавне килти вулав урокĕнче проект технологийĕпе пăхса тухрĕç, 5 ушкăна пайланса тĕрлĕ ĕçсем турĕç, калав тăрăх брошюра кăларчĕç. 6 класс ачисем "Урок пуçланчĕ" калава культурăсене тĕпе хурса тĕпчерĕç, çак хайлава Н.Носовăн "Витя Малеев в школе и дома" хайлавĕпе танлаштарса пĕр пеклĕхĕсемпе уйрăмлăхĕсене тупса палăртрĕç. 8 класс ачисем "Пирвайхи юрату" калава тĕпчев тата критикăллă шухăшлав технологийĕсене тĕпе хурса вĕренчĕç. Çак уроксене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Димитриева А.Г. ирттерчĕ. Ытти классенче Емельянова Г.Г. вĕрентекен ертсе пынипе "Александра Лазарева пурнăçĕпе пултарулăхĕ" темăпа тавра пĕлÿ сехечĕсем пулчĕç.

Димитриева Алевтина Геннадьевна чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем валли паллă чăваш çыравçи Александра Лазарева çыравçă пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпчесе меслет кăтартăвĕ пичетлесе кăларнă. «А.Н.Лазарева пурнăçĕпе пултарулăхне вĕрентесси» кĕнекене Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн тишкернĕ уроксен конспекчĕсем, çыравçă пурнăçĕпе çыхăннă хушма материалсем, пултарулăхне çутатакан библиографи кĕнĕ.

А.Лазарева пурнăçĕнчен:

А.Н. Лазарева 1917 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Тури Тăмлай ялĕнче çуралнă. Унăн «Çутă ĕмĕт» ятлă пĕрремĕш калавĕ 1938 çулта «Сунтал» журналта пичетленнĕ. Сыравçăн паллăрах кĕнекисем: «Савăнăç», «Савăнтар çынсене», «Тоня юрланă чух», «Пирĕн таврара», «Шурă кĕпе», «Телейлисем», «Белый снег» т.ыт.те. Александра Лазарева – летчица, ача-пăча çыравçи, прозаик, куçаруçă, редактор, Леонид Агаков çыравçă мăшарĕ.

 

 

 

 
 

Моргаушский район Чувашской Республики

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика