Сире пурне те Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ ячĕпе саламлатпăр.
Çемье кашни çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăван кил пирĕнтен кашниншĕн чун туртакан вырăн пулса тăрать. Кирек ăçта пулсан та, сана кунта кĕтеççĕ, юратаççĕ, ăнланаççĕ, каçараççĕ, пулăшаççĕ. Çакăн пек туслă çемьере вара ачасем те чăн-чăн çын пулса ÿсеççĕ: тĕрĕс воспитани илеççĕ, пур енлĕн аталанса ÿсеççĕ, ырă ĕçсем тума вĕренеççĕ.
Çемьесене пулăшас тĕллевпе пирĕн çĕршывра нумай ĕç туса ирттереççĕ: ача пособийĕсен, ача амăшĕн капиталĕн виçи хăпарсах пырать, çемьесене çурт-йĕрлĕ пулма пулăшас тĕллевпе тĕрлĕрен программăсем пурнăçа кĕреççĕ, нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр параççĕ.
Ку енĕпе хамăр районта та сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр. Пĕлтĕр кăна 66 çемье пурĕ 67,6 млн. тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне илчĕ. Кăçал 2 тăлăх ачана çĕнĕ хваттерпе тивĕçтертĕмĕр. Çитес вăхăтра ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă тата тепĕр ачапа 34 çемьене çурт-йĕр условийĕсене лайăхпатма ирĕк паракан свидетельствăсене парăпăр. Кăçал та пĕлтĕрхи пекех тепĕр икĕ нумай ачаллă çемьене çурт лартса пама палăртнă.
Нумай ачаллă 253 çемьене çурт лартма тÿлевсĕр майпа çĕр лаптăкĕсем уйăрса панă. Ку енĕпе кăçал малалла ĕçлетпĕр.
Çемье телейĕ вара пирĕнтен хамăртан килет Пирĕн, аслисен, хамăр ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла, вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшмалла.
Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатпăр.
Сирĕн çемйĕрсенче яланах юратупа килĕшÿ пултăр. Пурнăçăн кашни саманчĕ сире савăнăç, телей кÿтĕр.
Район пуçлăхĕ -депутатсен районти
Пухăвĕн Председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики