10:02 10 мая 2017 г.
ЯЛСЕМ ХĂÇАН ТАТА МĔНЛЕ ПУÇЛАНСА КАЙНĂ
Истории наукисен докторĕ В.Д. Димитриев профессор çырса хăварнинчен çакă паллă, чăвашсем ХУ1 ĕмĕртен пуçласа пайланса пурăнма тытăннă, вĕсен пĕр ушкăнĕ хальхи Чăваш Республикин çурçĕр тата вăтаçĕр районĕсенче, тепĕр пайĕ Хусанçи таврашĕнче тĕпленнĕ. Хусантан пуçласа Нухрат Атăл (Вятка) таранчченех Чăваш Тăрăхĕ текен аслă çул (Чувашская даруга) сарăлса выртнă. Хальхи Елчĕк, Комсомольски, Патăръел, Шăмăршă районĕсен вырăнĕнче, Чулман Атăл (Кама) хĕрринче, Чĕмпĕр, Самар, Пенза тата Саратов енче ирĕк çĕрсем пулнă. Ку вырăнсене нухайсем тата ытти халăхсен уртисем çу каçма килкелесе çÿренĕ.
Самана лăплансан пирĕн мăн асаттесем хăйсем малтан пурăннă вырăнсене таврăнма тытăнаççĕ, çав тапхăрта халăх хытă хунать, çĕр хĕсĕкленсе çитнипе чăвашсем çывăхра тата аякра ирĕк выртакан çĕрсене йышăнма тытăнаççĕ. Темиçе ĕмĕр хушшинче çĕршер те пиншер ял çĕкленет.
Камсем тата хăçан килсе тĕпленнĕ-ши пирĕн тăрăха, чи малтан ял пуçласа янă çын е йăх ятне пĕлме пулать-ши; Çакă паянхи вăйпитти арсемпе лăплана пĕлмен шурсухалсене хытă шутлаттарать, тĕрлĕ архивсемпе вулавăшсене хăвалать. Паянхи тем пирки те пĕлме май паракан саманара чи кирлине пĕлменнине вĕсем хăйсен айăпĕ тесех шутлаççĕ.
Паллахĕ пурне те улăштаракан. Вăхăт ним шелсĕр шăлса лартнине сирсе пăхма çăмăл мар. Анчах витĕр куракан ăсчахсемпе канăçа пĕлмен таврапĕлÿçĕсем кăткăсем пек ывăнмасăр ĕçлесе сий хыççăн сий уçса пыраççĕ.
Акă пирĕн ума «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмри икĕ кĕнеке. Вĕсем «Тавралăх халапĕсем» ятпа пичетленсе тухрĕç, çакăнта кĕнĕ капашсăр хаклă документсене пичете Чăваш патшалăх гуманитари институчĕ хатĕрленĕ, вĕсене Чăваш кĕнеке издательстви халăх умне кăларчĕ.
Пĕрремĕш тома (2013 çулта тухнă) этем тунă тата çутçанталăк вырăнĕсем. Улăп тăприсем пирки каланă халапсем кĕнĕччĕ. Иккĕмĕшне (2017) ял-хула пулса кайни çинчен калакан халапсене пухса калăпланă, вĕсене этнографи ушкăнĕсене шута илсе вырнаçтарнă, ăнлантарусенче вĕсене кам çырса илнине палăртнă. Кĕнекене усă курма кăтартмăш пулăшать. Калас пулать, çак ушкăнри хăш-пĕр сăмах-юмах «Истори халапĕсем» (2007) тома кĕрсе юлнăччĕ.
Мĕн-ха вăл халапĕ унран Турă сăмахĕ пек таса тĕрĕслĕх кăна сăрхăнса тухать теме пулать-и? Çакна кĕнеке ум сăмахĕнче философи наукисен кандидачĕ О.Н. Терентьева акă мĕнле ăнлантарнă, «Халапра калани çине кăна таянса ял е хула миçемĕш ĕмĕрте пулса кайнине палăртма хĕнтерех. Тата халапсенче вăхăт хăйне майлă палăрать, «ĕлĕк» тени 100 çул каяллахине те, 500 çул каяллахине те пĕлтерме пултарать е «пĕр 200 – 300 çул каялла» тени ун чухлĕ вăхăта пĕлтермесен те пултарать, çавăнпа та вăл е ку ял пуçланса кайни çинчен калакан халапа хăш тапхăра кĕртмеллине историкĕ археолог çирĕплетĕвĕсĕр тĕрĕс ăнлантарма май çук».
Ялсем пулса кайнин сăлтавне те халап тÿртен марĕ ытарлă палăртать, хăшĕсем чĕрчунсем (вăкăрсемпе ĕнесем) хыççăн кайса хăйсене юрăхлă вырăн тупаççĕ, теприсем ултавлă майпала çĕр ытларах йышăнни пирки калаççĕ, мул тупни е пиле пула ял аталанниĕ ылхана пула пĕтнине пĕлтереççĕ тата ытти те. Анчах пĕр вырăнтан тĕпĕр вырăна куçассине, тĕпленнĕ ялсем çумне ытти йăхсем пыра-пыра ларнине, ялсем пайланнине ясак тÿлессипе, вăйпа тĕне кĕртнипе, хĕсмете каяссипе, вăрă-хурах хытă тапăннипе, тырă-пулă пулма пăрахнипе, çĕр çитменнипе, шывлă е вăрманлă вырăнсем шыранипе ăнлантарни тĕрĕсрех пек туйăнать.
Çĕнĕ çĕре куçаканăн нуши нумай пулнă, ун çурт-йĕр пураса хăпартмалла, вăрман хăртса акмалли çĕрсене сармалла, кÿршĕсемпе вăрçă-харçăсăр пурăнмалли йĕркесене палăртмалла, вăрă-хурахран асăрханмалла. Тăванла мар йăхсем пирки вĕсем шывпа юхса анакан турпассенчен пĕлеççĕ, шыв тăрăх çичĕ шит пысăкĕш çăпата юхтарса ярса вăрă-хурахран е килсе çыпăçакан йăхсенчен асăрханмалли майсем шыраççĕ.
Ял-хула пуçланса кайнине ахальтен халапласа кăтарман. Вĕсем йăх-нĕселе пĕлсе асра тытма вĕрентеççĕ, пĕрлĕх вăйне кăтартса параççĕ, вĕсенче халăхăн иртнĕ пурнăçĕ сăнланса юлнă. Умсăмахра тата çакна та палăртса хăварнă, «Тавралăх халапĕсенчи ламран лама куçса пыракан тарăн пĕлÿсенчен пĕри – тăвансемпе пĕрлешсе çемье çавăрма юраманни пирки çырăнса юлнă».
Асăннă кĕнекери «Тури чăваш ялĕсем» пайра «Муркаш районĕ» уйрăм чылай пысăк вырăн йышăнать. Унта Анаткас Апаш, Атапакас, Вăрманкас Хачăк, Елшик, Ильинка, Истереккă, Йÿçкасси, Карамалькасси, Катькас, Кашмаш, Кĕркаç, Кĕçĕн Чураш, Купăрля, Кушак, Мăн Турикас, Москакасси, Муркаш, Олкаш, Оринин, Патаккасси, Кĕçĕн Тăван, Рыкакасси, Ситуккасси, Çатракасси, Токшик, Турай, Тушкасси, Тутаркас, Уйкас Явăш, Уйкас Янасал, Хуракасси, Хурăнкасси, Хыркасси, Шетмĕпуç, Шупуç, Шурча, Юнкă, Юрпаш, Янасал тата ытти ялсенче фольклор экспедицийĕсем пуçтарнă е уйрăм çынсе ярса панă тавралăх халапĕсем кĕнĕ.
Асăннă кĕнекене Шупашкарта «Книжные новинки» лавккасенче туянма пулать.
В. АЛЕКСИН.
АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии