Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслă Çĕнтерÿ кунне Муркашра уявланă пирки хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтереççĕ

12:20 09 мая 2017 г.

Александр ФЕДОТОВ,

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ:

- Тăван енре - Муркаш тăрăхĕнче пулма яланах хавас. Чăннипех те маттур, ĕçчен халăх пурăнать пирĕн тăрăхра. Муркашсем пур енĕпе те маттур. Ăнсăртран мар ĕнтĕ Муркаш çĕрĕ Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче Совет Союзĕн Геройĕсене пилĕк çынна тата Мухтав орденĕн тулли кавалерне парнеленĕ. Вăрçă кăна мар, ĕç, спорт паттăрĕсем те Муркаш тăрăхĕнче сахал мар.

Паянхи уяв мероприятине хаваспах хутшăнтăм. Программа аван, уява тĕплĕ хатĕрленни палăрать. Аслă Çĕнтерÿ уявне çакăн пек çÿллĕ шайра ирттерни уйрăмах çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парассипе чăннипех те пысăк пĕлтершлĕ тесе шухăшлатăп. Хамăрăн аттесемпе аннесен, асаттесемпе асаннесен, ват асаттесемпе ват асаннесен паттăрлăхĕн тĕслĕхĕсене нихăçан та манма юрамасть. Эпир пĕр шухăшлă, пĕр тĕллевлĕ пулнипе хăватлă. Тĕнчери паянхи лăпкă мар лару-тăру та пире çапла пулма хушать.

 

Егор ВАСИЛЬЕВ, ĕç ветеранĕ:

- Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнине халалланă уяв митингне паян хаваспах хутшăнтăм. Хăш чухне çавăн пек каланине те илтме пулать: «Вăхăт иртнĕ майĕпе пĕтĕмпех ерипен манăçа тухса пырать», - теççĕ. Мĕн манăçа тухса пырать пулĕ те - анчах та Аслă Çĕнтерÿ кунĕ марах. Мĕншĕн тесен эпир мĕне пула çакăн пек мирлĕ тÿпе айĕнче, шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнма пултарнине яланах асра тытма тивĕç. Асра тытатпăр та, асра тытăпăр та. Историсĕр малашлăх çук тени - питĕ тĕрĕс сăмахсем.

Эпир вăрçă хыççăн ÿссе çитĕнтĕмĕр. Вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăт пирĕншĕн ют мар. Кун пек çухатусене, хĕн-хура урăх никамăн та тÿссе курмалла ан пултăр. Манăн атте Василий Григорьевич та фронта 1941 çулта ялта пĕрремĕш тухса кайнă, хыпарсăр çухалнă. Ăна ăçта пытарнине те тупса палăртма май килмерĕ. Çавна кăна калама пултаратăп, вăл та ытти миллионшар совет салтакĕ пекех пирĕн пачнхи ырлăх пурнăçшăн çĕре кĕнĕ.

 

Николай ЛЮБИМОВ, ветерансен район канашĕн председателĕ:

- Паянхи «Вилĕмсĕр полк» акци пĕлтерĕшĕ пирки чарăнса тăнă пулăттăм. Манăн атте та Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ пулнă. Чăннипех те мухтанатăп эпĕ унпа. Вăл маншăн тĕслĕх пулса тăрать. Çитĕнсе çитнĕ май кăна ăнланса илтĕм пирĕн аслă ăрăвăн епле йывăрлăхпа хĕн-хура тÿссе ирттерме тивнине. «Вилĕмсĕр полк» вара пире пурне те хамăрăн тăвансене, ентешсене - вăрçă хирĕсенче выртса юлнисене, вăрçă суранĕсене пула вăхăтсăр çĕре кĕнисене, халĕ хамăр хушăра пурăнакансене лайăхрах курма-пĕлме, чĕрепе туйма май парать.

Çавăнпа та пирĕн тĕллев - çитĕнекен ăрăва хамăрăн аттесен, асаттесен тĕслĕхĕ çинче воспитани парса ÿстересси, вĕсем пекех хăюллă та хастар тăвасси. Ветерансен район канашĕ те çак ĕçрен айккинче тăмасть, ачасене патриотла воспитани парса ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăрать.

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика