Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тойкилтĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемпе учительсем субботника тухрĕç

14:47 04 мая 2017 г.

 

 

             Çанталăк хĕвеллĕ те ăшă  тăрать. Çут çанталăк чĕрĕлет, чĕрере ырă туйăм çуратать. Юр ирĕлсе пĕтнĕрен куç умне тасамарлăх тухса тăрать. Шкулта вĕренекенсем те хăйсен таврари территорисене тасатас енĕпе ирттерекен экологи субботникĕсене активлă хутшăнма тытăнчĕç.  Акă хĕл хыççăнхи тасамарлăха пуçтарма ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче   Тойкилтĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемпе учительсем субботнике тухрĕç. Кунта вĕренекенсем шкул умĕнче ÿсекен йывăçсем айĕсене тата шкул умне тасатрĕç, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк таврашĕнче тирпей-илем  кĕртрĕç, чечексем валли клумбăсем турĕç, шкул пахчине тирпейлерĕç.   Кирлĕ мар ăпăр-тапăра пуçтарчĕç, çÿп-çапа шăлса тасатрĕç, картасене юсарĕç.

             Ку çеç-и, пире пулăшма ял çамрăкĕсем хастар хутшăнни нимрен ытла савăнтарать те, вăй та кĕртет. Тавах сире, вăхăт тупса пулăшма килнĕшĕн тетпĕр вĕсене.  «Шкула яланах пулăшма хатĕр, кунта эпир те вĕреннĕ вĕт»,-хурав пулчĕ пулăшакансенчен.   Шаптак, Тойкилтĕ çамрăкĕсем уйрăмах хастар пулчĕç. Вĕсене ятранах палăртса хăварас килет: Андрей Петров, Леонид Евстафьев, Роман Владимиров Димитрий Иванов, Антон Леонтьев. Пурте пĕр-пĕринпе кар тăрса ĕçе пикентĕмĕр. Чи тĕлĕнмелли - пурте пĕр шухăшлă пулни. Пысăк йышпа темле ĕç те тума пулать. Ку хутĕнче те çапла пулчĕ. Субботник хыççăн   шкул территорийӗ хитреленсе пыни куç кĕрет.

             Анчах та теприсем хăйсем хыççăн çÿп-çап пăрахса хăварни чуна ыраттарать. Урамра темĕн те пĕр выртни килĕшÿсĕр. Çавăнпа та хамăр пурăнакан вырăна тирпейлĕ тытасчĕ, варалас марччĕ. Тасалăхшăн, тирпейлĕхшĕн пурин те тăрăшасчĕ. Тирпей-илем вăл хамăршăнах. Тирпейлӗхе ачаранах хӑнӑхса ӳсмелле.

 

Ю. Евстафьева.

 

АУ «Редакция Моргаушской районной газеты «Знамя победы» Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика