Сире пурне те професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Çăмăл мар сирĕн ĕç: вут-çулăмра çынсен пурнăçĕ ан татăлтăр, вĕсен пурлăхĕ, патшалăх пуянлăхĕ ан пĕттĕр тесе хăвăртан килнине йăлтах тăватăр. Хăрушлăхра кашни самант хаклине шута илсе, çийĕнчех тĕрĕс йышăну тăватăр. Инкеке сирсе ярас тесе тимлетĕр. Тавах сире çакăншăн.
. Эсир пушартан сыхланас тĕллевпе профилактика ĕçĕсене те пурнăçлатăр. Халăхпа ăнлантару ĕçне ирттеретĕр. Эсир малашне те пушар хăрушсăрлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшасса шанас килет.
Пурсăра та çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул, ĕçре ăнăçу сунатпăр.
Район пуçлăхĕ -депутатсен районти
Пухăвĕн Председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики